Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхӑнмаҫҫӗ (тĕпĕ: пӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй сиксе чӗтрет, вӑйсӑрланнӑ урисем пӑхӑнмаҫҫӗ, — вӑл енчен енне сулана-сулана каять.

Он дрожал, его ослабевшие лапы подкашивались.

IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Вӗсем Шувалов генерала пӑхӑнмаҫҫӗ.

Не волен над ними генерал Шувалов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анчах иртӗхеймӗн, — пирӗн унашкал закона пӑхӑнмаҫҫӗ.

Ан шалишь — у нас этот закон не действует.

Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.

Управлени ӗҫне ҫирӗп правилӑсем тӑрӑх туса пыраҫҫӗ, чун-чӗре сисӗмӗпе ӑс-хакӑл тавҫӑрӑвне пӑхӑнмаҫҫӗ вӑл ӗҫре.

Его осуществляют, следуя твердым правилам, а не порывам сердца или озарениям ума.

IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Малтанласа ӑна хӑй калани питех килӗшместчӗ: аллисем те хӑйӗн шалти ӑнланӑвне пӑхӑнмаҫҫӗ, инструмент сасси те ҫав самантра хӑйӗн чӗрине ҫавӑрса илнӗ кӑмӑл-туйӑмпа пӗр пек килӗшсе янӑрамасть.

Первыми опытами она осталась не особенно довольна; руки не повиновались ее внутреннему пониманию, звуки инструмента казались сначала чуждыми овладевшему ею настроению.

IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Пӗтӗм тӗнче туртӑмӗн пӗр законне пур япаласем те пӑхӑнмаҫҫӗ тесе шухӑшлатӑр-и?

Разве не все тела подвержены действию закона всеобщего тяготения?

XXXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Вӗсем ӑс-хакӑла пӗрре те пӑхӑнмаҫҫӗ

Рассудок не играет у женщин никакой роли…

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Айронсайд кирек епле пулсан та тытӑнса тӑма приказ панӑ пулин те, салтаксем халӗ ӗнтӗ никама та пӑхӑнмаҫҫӗ, вӑй ҫитнӗ таран тараҫҫӗ.

Несмотря на приказ Айронсайда держаться во что бы то ни стало, солдаты уже никому не подчинялись и улепетывали со всех ног.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Лешкассем харсӑр та шухӑ, никама та пӑхӑнмаҫҫӗ.

Ребята в Старых Дубках отчаянные и смелые, никого не боятся.

Лешкас ачисем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

— Халӗ вӗсем пуринчен те татӑлса юлнӑ та никама та пӑхӑнмаҫҫӗ; шайккӑн-шайккӑн, командирсемсӗр каяҫҫӗ.

Они зараз ото всех оторвались и никому не подчиняются; идут шайкой, без командного состава.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шел, анчах пирӗн хӑшпӗр ответлӑ работниксем ҫак закона пӑхӑнмаҫҫӗ, вӗсем ҫитменнине ҫуран ҫӳреме те хӑраҫҫӗ — ӗҫе машинӑпа каяҫҫӗ.

Жаль, но некоторые наши ответственные работники не соблюдают этот закон, к тому же даже боятся идти пешком — на работу ездят на машинах.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Водительсем ҫул-йӗр паллисене пӑхӑнмаҫҫӗ.

- Водители не соблюдают дорожные знаки.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

— Водительсем ҫул-йӗр паллисене пӑхӑнмаҫҫӗ.

- Водители не подчиняются дорожным знакам.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

18. Сире никам та йӑваш шухӑшлӑ пек пулнипе, ангелсене хисеплесе пурӑннипе илӗртсе ан улталайтӑр — ун пек ҫынсем курманнине курнӑ пулаҫҫӗ, хӑйсенӗн пӑсӑлнӑ ӑсӗпе мӑнкӑмӑллӑланаҫҫӗ, 19. ун пек ҫынсем Пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ, анчах та тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсенчен пулнӑ тӑл-пӳ, Турра юрӑхлӑ ӳсмешкӗн, Пуҫран вӑй илсе тӑмалла-ҫке.

18. Никто да не обольщает вас самовольным смиренномудрием и служением Ангелов, вторгаясь в то, чего не видел, безрассудно надмеваясь плотским своим умом 19. и не держась главы, от которой все тело, составами и связями будучи соединяемо и скрепляемо, растет возрастом Божиим.

Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Вӗсем ӗнтӗ Турра пӗлесшӗн пулмарӗҫ, Турӑ вара вӗсене хӑйсен пӑсӑк ӑсӗпе кирлӗ мар ӗҫсем тума ирӗк пачӗ, 29. ҫавӑнпа вӗсенӗн тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑх туллиех: вӗсем аскӑн, чее, мула юратаҫҫӗ, ҫынна кураймаҫҫӗ, ӑмсанаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, вӗсем ултавҫӑ, усал кӑмӑллӑ, 30. усал чӗлхеллӗ, элекҫӗ, Турра кураймаҫҫӗ, ҫынна хур тӑваҫҫӗ, мухтанаҫҫӗ, вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, усал шухӑшласа кӑларма ӑста, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмаҫҫӗ, 31. вӗсем ӑссӑр, шанчӑксӑр, юратма пӗлмеҫҫӗ, килӗштермеҫҫӗ, хӗрхенмеҫҫӗ.

28. И как они не заботились иметь Бога в разуме, то предал их Бог превратному уму - делать непотребства, 29. так что они исполнены всякой неправды, блуда, лукавства, корыстолюбия, злобы, исполнены зависти, убийства, распрей, обмана, злонравия, 30. злоречивы, клеветники, богоненавистники, обидчики, самохвалы, горды, изобретательны на зло, непослушны родителям, 31. безрассудны, вероломны, нелюбовны, непримиримы, немилостивы.

Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑн чухне Иисус патне Иерусалимран кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем пыраҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ: 2. Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн ваттисен йӑли-йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ? вӗсем апат ҫиес умӗн аллине ҫумаҫҫӗ, тенӗ.

1. Тогда приходят к Иисусу Иерусалимские книжники и фарисеи и говорят: 2. зачем ученики Твои преступают предание старцев? ибо не умывают рук своих, когда едят хлеб.

Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем ӗнтӗ уйрӑмлӑхне ҫеҫ — иудейсем Турра урӑхла хисепленине, ӗҫме-ҫиме тӗлӗшӗнчен урӑхла пулнине — асӑрханӑ: ку ҫынсем патшана та, патша лартнӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнмаҫҫӗ, вӗсем — кӗвӗҫ ҫынсем, патшалӑхӑн пысӑк тӑшманӗсем тесе, вӗсене юриех хурласа ҫӳренӗ.

Они замечали только различие в богопочтении и пище, и говорили, что эти люди не допускают общения трапезы ни с царем, ни с вельможами, что они завистники и великие противники государства, и таким образом разглашали о них намеренные хулы.

3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Паянхи кунчченех вӗсем хӑйсен унчченхи йӑли-йӗркине тытаҫҫӗ: Ҫӳлхуҫаран хӑрамаҫҫӗ, Ҫӳлхуҫа Иаковӑн — Израиль тесе ят хунӑскерӗн — ывӑлӗсене панӑ йӗркесене, ӳкӗтсене, Унӑн саккунне пӑхӑнмаҫҫӗ.

34. До сего дня поступают они по прежним своим обычаям: не боятся Господа и не поступают по уставам и по обрядам, и по закону и по заповедям, которые заповедал Господь сынам Иакова, которому дал Он имя Израиля.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех