Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхсамччӗ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
17. Эй Туррӑмӑр, халӗ Хӑвӑн чуру кӗллине, вӑл тархасланине илтсемччӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫаратса хӑварнӑ сӑваплӑ Ҫурту ҫине Хӑвӑншӑн ҫутӑ сӑнупа пӑхсамччӗ.

17. И ныне услыши, Боже наш, молитву раба Твоего и моление его и воззри светлым лицем Твоим на опустошенное святилище Твое, ради Тебя, Господи.

Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Хайрансен пуҫлӑхӗ Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна пӑхса тӑма Амелсара хушнӑ пулнӑ, ӑна вара Даниил ҫапла каланӑ: 12. эсӗ хӑвӑн чурусене вунӑ кун хушши сӑнаса пӑхсамччӗ: ӗҫме-ҫиме пире пахчаҫимӗҫ те шыв кӑна паччӑр; 13. кайран пирӗн сӑн-пите тата патша ӗҫми-ҫимипе тӑранса пурӑнакан яш ачасен сӑнне танлаштарса пӑхӑн та хӑвӑн чурусемпе мӗн тумаллине курӑн вара, тенӗ.

11. Тогда сказал Даниил Амелсару, которого начальник евнухов приставил к Даниилу, Анании, Мисаилу и Азарии: 12. сделай опыт над рабами твоими в течение десяти дней; пусть дают нам в пищу овощи и воду для питья; 13. и потом пусть явятся перед тобою лица наши и лица тех отроков, которые питаются царскою пищею, и затем поступай с рабами твоими, как увидишь.

Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Куҫна уҫса пӑхсамччӗ — вилнисем, ҫӗр тӗпӗнчисем, ӑшӗнчен чӗмне кӑларса илнисем, мухтамӗҫ Ҫӳлхуҫана, 18. пысӑк хӗн-хур ҫитнӗшӗн хуйхӑракан ҫын, пуҫне чиксе салхуллӑ ҫӳрекенскер, тӗксӗмленнӗ куҫлӑскер, касӑлнӑ чунлӑскер, мухтавлӗ, аслӑлӗ Сана, Ҫӳлхуҫамӑр!

17. Открой очи Твои, посмотри, потому что не мертвые в аде, которых дух взят из внутренностей их, воздадут славу и хвалу Господу; 18. но человек, скорбящий о великости бедствия, который ходит поникши и уныло, и глаза потусклые и душа алчущая воздадут славу и правду Тебе, Господи.

Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эй Ҫӳлхуҫа, пӑхсамччӗ Хӑвӑн сӑваплӑ Ҫуртӑнтан, пире асна илсемччӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, тайсамччӗ хӑлхуна, илтсемччӗ!

16. Призри, Господи, от святаго дома Твоего и воспомяни о нас, и приклони, Господи, ухо Твое, и услышь.

Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, эпир мӗн курнине аса илсемччӗ; хӗрхенсе пӑхсамччӗ, эпир мӑшкӑл тӳснине курсамччӗ.

1. Вспомни, Господи, что над нами совершилось; призри и посмотри на поругание наше.

Хӳх 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Манӑн асапӑмпа инкекӗм ҫинчен, эрӗмпе ват ҫинчен шухӑшласа пӑхсамччӗ.

19. Помысли о моем страдании и бедствии моем, о полыни и желчи.

Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, куҫна уҫса пӑхсамччӗ, Сана ҫине тӑрсах итлеменшӗн чунӑм тӑвӑрланчӗ, ӑшӑм-чиккӗм пӑлханать, чӗрем вырӑнтан тапранчӗ; тул енчен мана хӗҫ ача-пӑчасӑр тӑратса хӑварчӗ, килӗмре вара — вилӗм ҫитнӗ пекех.

20. Воззри, Господи, ибо мне тесно, волнуется во мне внутренность, сердце мое перевернулось во мне за то, что я упорно противился Тебе; отвне обесчадил меня меч, а дома - как смерть.

Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Эй Ҫӳлхуҫамӑм, куҫна уҫса пӑхсамччӗ, курсамччӗ: мӗн тери мӗскӗне эпӗ юлтӑм!» 12. Эй иртен-ҫӳренсем, сирӗн тӗле ҫакӑн евӗрли ан ҫиттӗр! пӑхӑр-ха, курӑр-ха: манӑнни пек чир, Хӑйӗн вут-ҫулӑмлӑ ҫилли килнӗ кун Ҫӳлхуҫамӑр янипе мана ҫитсе ҫапнӑ чир евӗрли, урӑх пур-и тата?

«Воззри, Господи, и посмотри, как я унижен!» 12. Да не будет этого с вами, все проходящие путем! взгляните и посмотрите, есть ли болезнь, как моя болезнь, какая постигла меня, какую наслал на меня Господь в день пламенного гнева Своего?

Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӑхсамччӗ: эпир пурте — Санӑн халӑху.

Воззри же: мы все народ Твой.

Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Тӳперен пӑхсамччӗ, Хӑвӑн сӑваплӑху, Хӑвӑн мухтавлӑху пурӑнакан вырӑнтан пӑхса илсемччӗ: Санӑн тимлӗхӳ, Санӑн вӑй-хӑвату ӑҫта?

15. Призри с небес и посмотри из жилища святыни Твоей и славы Твоей: где ревность Твоя и могущество Твое? -

Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. «Ҫаврӑнса пӑхсамччӗ, Суламита! ҫаврӑн-ха, ҫаврӑн, ҫаврӑн — эпир сан ҫине пӑхса илер».

1. «Оглянись, оглянись, Суламита! оглянись, оглянись, - и мы посмотрим на тебя».

Юрӑ 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Эй Турӑҫӑм, сӑна мана, чӗреме пӗлсе ҫит; сӑна мана, шухӑшӑмсене пӗлсе ҫит; 24. эпӗ усал ҫул ҫинче мар-ши — пӑхсамччӗ, мана ӗмӗрлӗх ҫул ҫине тӑратсамччӗ.

23. Испытай меня, Боже, и узнай сердце мое; испытай меня и узнай помышления мои; 24. и зри, не на опасном ли я пути, и направь меня на путь вечный.

Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

132. Хӑвӑн ятна юратакансене хӗрхеннӗ пек ман ҫине пӑхсамччӗ, хӗрхенсемччӗ мана.

132. Призри на меня и помилуй меня, как поступаешь с любящими имя Твое.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа, — уҫӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенекен чӗреллӗ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ — 16. ман ҫине пӑхсамччӗ, хӗрхенсемччӗ мана; Хӑвӑн чуруна Хӑвӑн тӗреклӗхне парсамччӗ, Хӑвӑн чурун ывӑлне ҫӑлсамччӗ; 17. мана кӑмӑл тунине паллӑ туса кӑтарт, мана курайманнисем курччӑр, намӑсланччӑр, мӗншӗн тесессӗн, Ҫӳлхуҫамӑм, мана Эсӗ пулӑшрӑн, лӑплантартӑн.

15. Но Ты, Господи, Боже щедрый и благосердный, долготерпеливый и многомилостивый и истинный, 16. призри на меня и помилуй меня; даруй крепость Твою рабу Твоему, и спаси сына рабы Твоей; 17. покажи на мне знамение во благо, да видят ненавидящие меня и устыдятся, потому что Ты, Господи, помог мне и утешил меня.

Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗшкӗнсе пӑхсамччӗ, ҫу сӗрнӗ ҫынну ҫине хӗрхенсе пӑхсамччӗ.

Приникни и призри на лице помазанника Твоего.

Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Эй ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! хӳтӗлесемччӗ, тӳперен хӗрхенсе пӑхсамччӗ, курсамччӗ, ҫав иҫӗм йывӑҫне килсе пӑхсамччӗ: 16. Хӑвӑн сылтӑм аллу лартнине, Ху валли ӳстернӗ хунава сыхласа хӑварсамччӗ.

15. Боже сил! обратись же, призри с неба, и воззри, и посети виноград сей; 16. охрани то, что насадила десница Твоя, и отрасли, которые Ты укрепил Себе.

Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Пурте, — ватти те, вӗтти те, — тухса кайсан, ҫывӑрмалли пӳлӗмре Иудифь пӗр хӑй ҫеҫ тӑрса юлсан, вӑл Олоферн вырӑнӗ патне пынӑ та хӑй ӑшӗнче пӗтӗм чун-чӗринчен тилмӗрсе каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, пур вӑй-хӑватӑн Турри! ман аллӑм Иерусалима ҫӗклемешкӗн тӑвакан ӗҫ ҫине пӑхсамччӗ ҫак сехетре, 5. мӗншӗн тесессӗн халӗ Санӑн еткерне хӳтӗлеме, хам шутласа хунине пурӑнӑҫлама, пире хирӗҫ тӑнӑ тӑшмансене пӗтермелли вӑхӑт ҫитрӗ, тенӗ.

4. Когда все от нее ушли, и никого в спальне не осталось, ни малого, ни большого, Иудифь, став у постели Олоферна, сказала в сердце своем: Господи, Боже всякой силы! призри в час сей на дела рук моих к возвышению Иерусалима, 5. ибо теперь время защитить наследие Твое и исполнить мое намерение, поразить врагов, восставших на нас.

Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Вара пӗтӗм халӑх ҫӗре ӳксе Турра пуҫҫапнӑ, тилмӗрсе йӑлӑннӑ: 19. эй Тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ! ҫав ҫынсен мӑнаҫлӑхӗ ҫине пӑхсамччӗ, пирӗн йӑх йӑвашлӑхӗпе ҫырлахсамччӗ, Хӑвна халалланнисем ҫине ҫак кун хӗрхенсе пӑхсамччӗ, тенӗ.

18. Тогда народ пал, поклонился Богу и воззвал: 19. Господи, Боже Небесный! воззри на их гордыню и помилуй смирение рода нашего, и призри на лице освященных Тебе в этот день.

Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Мана асна илсемччӗ, ман ҫине хӗрхенсе пӑхсамччӗ: Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗшӗн, йӑнӑш тунӑшӑн, аттемсем йӑнӑш туса ҫылӑха кӗнӗшӗн айӑпа ан хурсамччӗ мана!

3. Воспомяни меня и призри на меня: не наказывай меня за грехи мои и заблуждения мои и отцов моих, которыми они согрешили пред Тобою!

Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, ҫапах та Хӑвӑн чуру кӗлтуни ҫине, вӑл тилмӗрсе ыйтни ҫине пӑхсамччӗ!

19. Но призри на молитву раба Твоего и на прошение его, Господи Боже мой!

2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех