Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхман (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун йӗркинче пӑхман ҫӗртенех вара кӗҫӗрхи пухура, агитаторсене икшерӗн е виҫшерӗн уйӑрса, урамсем ҫирӗплетсе пачӗҫ, вӗсенче пурӑнакансен списокне тума та ҫавсенех хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ыйтса пӑхман.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Саррие, ҫапӑҫура тӗрӗслесе пӑхман ҫынна, ӗненсех пӗтереймеҫҫӗ-ха пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхӗсем, ҫапах та систерсе хучӗҫ: ҫав икӗ тилӗ умӗнче сыхӑ пул, кирлӗ-кирлӗ мара персе ан яр терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун еннелле пӑхман князь вӑл ҫилленнине туймарӗ курӑнать, анчах воеводӑсем ӑна сисмесӗр юлма пултараймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ҫулпа эпир темиҫе хут та ҫӳренӗ, анчах ун чухлӗ кӑткӑ йӑшӑлтатнине нихҫан та асӑрхаман, мӗншӗн тесен халиччен сӑнаса пӑхман.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

— Ҫын хӑй тутанса пӑхман пурнӑҫ — пурнӑҫ мар.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ашшӗне пӑхман вӑл — ырӑ (Пур хаярлӑх ашшӗнче…), Тӗрлӗ ултава ҫук вырӑн Унӑн харсӑр чӗринче.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Пӑхман хӗвеле ирӗксӗрлесе пӑхтараймӑн — терӗ те хӑй ӑшӗнче, килнелле салхуллӑн пӗр-пӗчченех утрӗ.

Не заставишь взглянуть на себя неприглядное солнце, — мысленно сказал он и уныло пошел домой.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

— Ҫук, Марфа сан енне ҫаврӑнса та пӑхман, — ман хута кӗчӗ Катя.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Праҫҫи, тӳркӗллине чӳклесе пӑхман, пӗр путекне ан хӗрхен, эрнекун чӳклӗр.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Упӑшки кайма чарни те уншӑн ним те мар, ачасем пӗчӗккине те пӑхман вӑл, каҫхине ют ҫын умӗнче мана намӑслантарма та вӑтанса тӑмарӗ.

Ей нипочем ни запрет мужа, ни малые детишки; она унижает его при чужом человеке безо всякого стыда и совести.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Потвалне эсӗр уҫса пӑхман терӗм ҫеҫ.

Я только сказал, вы подвал не осмотрели.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Шӑп кӑна ҫавӑнта пӑхман эсӗр.

— Вот-вот, там вы и не смотрели.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, пирӗн ура пусман пӗр-пӗр ӗшне юлнӑ, эпӗр кӗрсе пӑхман кӗтес пур унта.

если еще осталось место иль уголок, где мы не побывали.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрарӑмсем ҫине пӑхман.

На женщин не поднимал глаз…

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсем хушшинче ларнӑ чух вӑл шӑпӑр шӑтӑкнелле тӗршӗннӗ те ниҫталла та пӑхман, анчах пуринчен ытларах курнӑ, нумайрах илтнӗ.

На людях он не выскакивал, а забивался в самый угол, куда сметали мусор, и помалкивал, ни на кого не глядя, но видел и слышал все, чего не видели и не слышали другие.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ху та тутанса пӑхман пулӗ-ха эсӗ».

Сам-то, поди, еще не нюхал, а нас потчуешь.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй ӑшӗнчи тепӗр Ярилене курасран хӑранӑ пек, вӑл нихҫан та ҫынна куҫран пӑхман.

Он словно боялся, что люди вдруг нечаянно разглядят сердцем другого Яриле, и никогда не смотрел им в глаза.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ку таранччен чун тарӑхман, Хура нихҫан куҫран пӑхман.

Куҫарса пулӑш

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫук, эс ӑна тӗплӗ шухӑшласа пӑхман.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех