Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхман (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Руслан Матюшкинӑн тӑванӗсем ӳкӗнсе каҫару ыйтас вырӑнне Клавти аппанах айӑпланӑ: «Ывӑлӑра хӑвӑр лайӑх пӑхман эсир», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Палӑртнӑ тӑрӑх, упӑшкипе арӑмӗ кӑкӑр ачине йӗркеллӗ пӑхман, эрех ӗҫсе айкашса пурӑннӑ, ниҫта та ӗҫлемен.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Пӑхман хӗвеле ирӗксӗр пӑхтараймӑн тет чӑваш.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Авалхилле – тимӗр тумтир, шӗвӗр вӗҫлӗ тимӗр калпак тӑхӑннӑ ҫар ҫыннисем студент ҫине пӑхман та, ӑна курман пекех юнашар иртсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ятарласа виҫӗнсе пӑхман, анчах Петр Садовниковпа иксӗмӗр спектакль хыҫҫӑн 2-3 килограмм чакнине туйрӑмӑр.

Специально не взвешивались, но нам Петром Садовниковым после спектакля казалось, что мы похудели на 2-3 килограмма.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫав шутра – Шайкилт ҫывӑхӗнчи санкципе пӑхман свалка ҫуннӑ ҫӗре те.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кам тӗрлӗрен пахчаҫимӗҫ, кӑмӑла кайнӑ ҫӗнӗ чечек акса-лартса пӑхман?

Кто не сеял или не сажал разные овощи, понравившийся новые виды цветов?

Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№

5. Ҫакна мӗн те пулин туса, сана ырӑлӑх паракан тупӑнман, никамӑн куҫӗ те сан ҫине хӗрхенсе пӑхман; санӑн пурӑнӑҫна ниме хумасӑр, ҫуралнӑ кунӑнтах сана хире кӑларса пӑрахнӑ.

5. Ничей глаз не сжалился над тобою, чтобы из милости к тебе сделать тебе что-нибудь из этого; но ты выброшена была на поле, по презрению к жизни твоей, в день рождения твоего.

Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ, Санӑн чуру, Аман ӗҫки-ҫикине тутанса пӑхман, патша ӗҫки-ҫикине те хисеплемен эпӗ, суя турӑсене парне кӳнӗ эрехе те тутанман, шӑпам улшӑннӑранпа Санӑн чуру савӑнса курман, Ҫӳлхуҫа, Авраам Турри, эпӗ пӗр Саншӑн ҫеҫ савӑнатӑп.

И не вкушала раба Твоя от трапезы Амана и не дорожила пиром царским, и не пила вина идоложертвенного, и не веселилась раба Твоя со дня перемены судьбы моей доныне, кроме как о Тебе, Господи Боже Авраамов.

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эхер те эпӗ Иудея патшине Иосафата сума суман пулсассӑн, сан ҫине пӑхман та пулӑттӑм, сана курман та пулӑттӑм; 15. халӗ кӗслеҫӗ чӗнсе килӗр, тенӗ.

Если бы я не почитал Иосафата, царя Иудейского, то не взглянул бы на тебя и не видел бы тебя; 15. теперь позовите мне гуслиста.

4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара пӗр ҫын та апат тутанса пӑхман.

И никто из народа не вкусил пищи.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Путсӗр амӑшӗ пӑхман ӑна: эрех ӗҫтернӗ, хӗненӗ…

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех