Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑсӑлтӑм (тĕпĕ: пӑсӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ой, шӑнса пӑсӑлтӑм, грипп пуҫланчӗ пулас…

— Ой, простыл я; наверно, грипп начался.

Партизансен кил-йышӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Эпӗ йӗпеннӗ хыҫҫӑн шӑнса пӑсӑлтӑм.

Я простудился.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Щорс, Казимирӑн ҫак йӑлине пӗлнӗскер, кулса каланӑ: — Эпӗ те шӑнса кӑштах пӑсӑлтӑм ҫав, — тенӗ.

Щорс, знавший эту слабость Казимира, сказал улыбаясь; — Да, я вот тоже немного простудился.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Шӑнса пӑсӑлтӑм эп кунта…

Простыл я на колокольне…

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Эпӗ шӑнса пӑсӑлтӑм, хӑрах аяк тӳсме ҫук ыратать.

Я простудился, бок отчаянно болит.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫуркунне шӑнса пӑсӑлтӑм.

— С весны простыл.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дмитрий Сергеич: кӗҫӗр, чӑнах та, лайӑхах ҫывӑраймарӑм, ӗнер каҫ мана лайӑх мар пула пуҫларӗ, анчах ку нимех те мар, уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра, чупса ҫӳренӗ тата кӗрешнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче нумай выртса кӑштах пӑсӑлтӑм пулас, терӗ.

Дмитрий Сергеич сказал, что действительно эту ночь спал не совсем хорошо и вчера с вечера чувствовал себя дурно, но что это ничего, немного простудился на прогулке, конечно, в то время, когда долго лежал на земле после беганья и борьбы.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ӗҫке ярӑнса тӳрленми пӑсӑлтӑм, амӑшӗ!

— Окончательно пропился, мать!

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Эпӗ хам ӗҫре те виҫҫӗмӗш кун ҫырмастӑп: ларсанах сулахай куҫран куҫҫуль юхма тытӑнать, шӑнса пӑсӑлтӑм пулмалла, пӗшкӗнсенех пуҫ ыратма пуҫлать…

Я и в должности третий день не пишу: как сяду, так слеза из левого глаза и начнет бить; видно, надуло, да и голова затекает, как нагнусь…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Иккӗмӗшӗ вара, кабинетра чӑтма ҫук сивӗ, мана кунта сехет ҫурӑ хушши тытрӗҫ те, шӑнса та пӑсӑлтӑм пулас, мӗншӗн тесен каҫ пуласпа темӗн аташса калаҫма тытӑнтӑм — температура ҫӗкленни манӑн яланах ҫакӑнтан паллӑччӗ.

Во-вторых, в кабинете был дьявольский холод, а меня держали часа полтора, и я, должно быть, простудился, потому что уже к вечеру заметил, что несу вздор, — это у меня всегда было первым признаком повышения температуры.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ ҫитӗ эп хамӑн тус-хӗрсемпе пӑсӑлтӑм.

Ну вот, я рассорилась со своими подругами.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тепӗр чухне тата килӗнчен те тухмастчӗ, кӑштах ҫил вӗркеленӗ вӑхӑтра кантӑк умне ларсан та, шӑнса пӑсӑлтӑм тесе, ӗнтӗркеме тытӑнатчӗ; чӳрече хупӑлчи уҫӑлса хупӑннипех шарт сиксе илетчӗ хӑй, кӑвакарса каятчӗ, хӑй ҫапах хир сысни тытмашкӑн та пӗр пӗччен ҫӳретчӗ, ӑна хам та курнӑ, хӑш чухне, калӑпӑр, темиҫе сехетре те унран пӗр самах ыйтса пӗлеймӗн, тепӗр чухне вара калаҫма пуҫлатчӗ те ӑш ыратичченех култаратчӗ, ҫаплаччӗ ҫав, питӗ те тӗлӗнмелле ҫынччӗ вӑл; пуянччӗ пулас хӑй: хаклӑ япаласем нумайччӗ унӑн!..

А другой раз сидит у себя в комнате, ветер пахнет, уверяет, что простудился; ставнем стукнет, он вздрогнет и побледнеет; а при мне ходил на кабана один на один; бывало, по целым часам слова не добьешься, зато уж иногда как начнет рассказывать, так животики надорвешь со смеха… Да-с, с большими был странностями, и, должно быть, богатый человек: сколько у него было разных дорогих вещиц!..

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех