Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑсса (тĕпĕ: пӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калаҫӑвӗ ку хӑвӑрт хӗрсе кайса менелнике пӑсса хума пултарассине лайӑх ӑнланаттӑм-ха эпӗ, ҫапла пулин те ӑшра, таҫта шалта, ӑна кӗтни хӑюсӑррӑн, ҫиеле тухма аванмарланса канӑҫсӑрлантаратчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Фабрикӑна каякан фурӑсем ҫулсене пӑсса хӑвараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Агротехника йӗркипе килӗшӳллӗн лаптӑксене 4 ҫултан, ҫум курӑк айне путиччен, пӑсса ҫӗнӗрен акмалли паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫне пӗтӗмлетер-и? // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b0%d0%b ... 80-%d0%b8/

– Ну, кукамай, вӗҫемпех пӑсса хутӑн! – пӑшӑрханчӗ Тима.

– Ну, бабушка, все испортила! – расстроился Тима.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Совет ҫыннисен кӑмӑл-туйӑмне пӑсса кӑтартни, вӗсене элеклени ку!»

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Саккуна пӑсса табак продукцийӗ сутнӑ тӗслӗхсем пирки те калаҫрӗҫ канашлура.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Правительствине тухма хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60624

Кайран, уяв хыҫҫӑн, кӑштах ӗҫлемеллисем те пулчӗҫ: кивелнӗ лупаса пӑсса ҫӗнӗрен турӑмӑр, улӑм витнӗскер, вӑл халӗ хӑма витнӗ лупас пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Демахин унран: ҫапларах ҫынсем марччӗ-и, ҫавӑн пекрех тумланманччӗ-и? — тесе ыйтнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав районра йӗркелӗхе пӑсса пурӑнакансене, хулигансене, ӗҫкӗпе иртӗнекенсене чылайӑшне пӗлнӗ…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Анчах ӑна амӑшӗ пӑсса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Капла эп хамӑн ывӑла та пӑсса яма пултаратӑп мар-и?»

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Пылак тутӑ пыр тӗпне Йӗклентерсе каять те, Хӑйне пӑсса панине Вӑл чухласа илет те!

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Ваҫҫа, лӑштӑр-лаштӑр кивӗ пӳртне пӑсса, чул ҫурт лартма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

… Акӑ тепӗр ангелӗ, хӗр, хӑй тахҫан вӑрманта пусмӑрласа, чысне пӑсса вӗлерни.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ пӑсса ятӑм сана…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр хӑлхине, калӑпӑр, халӑхра тӗрлӗ фокуссем тумалли, фактсене хӑйне кирлӗ пек пӑсса кӑтартмалли, куҫ пӑвмалли, ытти ултав мелӗсемпе меслечӗсем ҫинчен калаҫкалани пӗрре мар сӗртӗнкелесе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чип-чипер ташлакан зоотехник, Лена сӑмаххине илтсен, темӗншӗн такӑнма пуҫларӗ, ташӑ ҫеммине пӑсса кӑшт ҫеҫ хӗр урине лапчӑтмарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ҫапла, Хородничану господин, — терӗ вӑл ура ҫине тӑрса, — эсир вӗсене пӑсса ятӑр та халӗ вӗсем ашкӑнма пуҫларӗҫ; анчах та эпӗ вӗсен винтисене хытаратӑпах, шӑммисем ҫатӑртатса хуҫӑлмаллах хытаратӑп!

— Так вот, господин Хородничану, — сказал он, решительно поднимаясь, — вы их распустили, и они теперь пошаливают, но я завинчу им гайки. Так завинчу, что у них косточки затрещат!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах та ыттисене пӑсса яма пикенекенсене шыраса тупмаллах.

По зачинщиков, которые разлагают остальных, надо выявить.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсене сирӗн парламентаризм пӑсса янӑ, ку вара, чӑнах та, хӑрушӑ вӑйӑ.

Они вконец развращены вашим парламентаризмом, а это опасная игра.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ара, ирхине ӗҫе килме тухсан, пӗр ӳсӗр-пӳсӗрскер пушмак кӗлли ҫине пусса, хаваслӑ шухӑш-кӑмӑла йӑлтах пӑсса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех