Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑс сăмах пирĕн базăра пур.
пӑс (тĕпĕ: пӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй шинельпе, папахӑпа, тарласа чӑм шыва пиҫнӗскертен пӑс мӑкӑрланать.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӗвел тухсан, ҫанталӑк пушшех сивӗтнӗн туйӑнчӗ, сивӗ питҫӑмартине чӗпӗтет, ҫӑвартан тӗтӗм пек пӑс тухать, йӗтем ҫинчи хӗрарӑмсем чупкаласа ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шурӑ сурӑх кӗтӗвӗ пек пӑс алӑкран урай тӑрӑх кӗпӗрленсе кӗнине асӑрхамарӗ-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗри мунча чулӗ ҫине сапнӑ пулсан, чашкӑрса пӑс ҫӗкленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумккан кукӑрӑлсарах утакан кӗлетки станци ҫурчӗ хыҫнелле кӗрсе ҫухалма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ — тухӑҫран килекен тепӗр пуйӑс пӑс кӑларса чашкӑрса иртрӗ те, малтанхи пуйӑса тавар вакунӗсем хупласа та хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пирӗн авалхи йӑлана ан пӑс.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӳречерен хура тӗтӗмпе пӑс кӑна туха пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тахҫанах «пӑс» кӑлармалла, мӗншӗн тесен чунра пухӑннӑ «ҫӳп-ҫап» пусарать.

Согласитесь, давно пора выпустить пар, потому что накопившийся «душевный хлам» сильно тяготит.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Аякра-аякра пӑс пек шупка пӗлӗт хыҫӗнчен ура янӑ хӗрлӗ хӗвел ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Шӗшлӗ те тӑвайманнине пула тимӗрҫӗ хӗртнӗ тимӗре сивӗ шыва ярӑнтарнӑ та, лешӗ «пш-и-ик!» туса, пӑс ҫеҫ кӑларса янӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Анчах авлан та хӗрарӑм пурнӑҫне ан пӑс.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Паровоз чашлаттарса пӑс кӑларса пырать.

Паровоз с шумом выбрасывает клубы пара.

Урал тӑвӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑс машинӑсен турбинисене (лапаткаллӑ ураписене) ҫавӑрать.

Паровые машины приводят в движение турбины (колеса с лопатами).

Ленин Шатури // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сывлӑшра яланах пӑс пулнӑ шыв пур.

В воздухе всегда имеется вода в виде паров.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыв пӑс пулса кайнӑ, урӑхла каласан, вӑл куҫа курӑнми пас пулнӑ.

Вода испарилась или превратилась в невидимые пары.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Йывӑҫ вуллисемпе кантӑксем ҫинче тачка ҫӗр сӑхса илме ӗлкӗреймен шыв кӳлленчӗкӗсен ҫути вылять, хӗвел ӑшшинче хускалмасӑр ларакан улмуҫҫисемпе ҫырла тӗмӗсем хушшинчен палӑри-палӑрми пӑс ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Лавне вут хыпнӑ тесе калӑн ҫав: тӗтӗм пек пӑс йӑсӑрланать лав тӗлӗнче.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ан пӑс йӗкӗт кӑмӑлне.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тин ҫеҫ бетон пушатнӑ пулас та вӑл, ун тимӗр кузовӗ ҫийӗнче пӑс йӑсӑрланать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Слонна тытрӑн вӗт, тавай-тавай, унпах ҫӳре, правилӑна ан пӑс», — сӑлтавсӑр-мӗнсӗр ҫӗтӗлетчӗ пӗр хушӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех