Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакнашкал ырӑ чӗреллӗ хӗртен пӑрӑнтӑн.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Сана манӑн аттех урӑх вырӑн парасшӑнччӗ анчах эсӗ — килӗшмерӗн, пӑрӑнтӑн.Тебе ещё отец мой другое место давал, а ты — не захотел, отвергся.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Пӑтрашӑнса кайрӑн, тӗрӗс ҫултан пӑрӑнтӑн! — ҫиленчӗ Залкинд.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эпир санпа чи юхӑ вырӑнта ишмелле, эсӗ лӑпкӑ вырӑна пӑрӑнтӑн, ерипен те лӑпкан пурӑнасшӑн.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Бойчо, Эс мана курайми пулса пӑрӑнтӑн.
XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Мучи, эсӗ каллех айккинелле пӑрӑнтӑн! — кӑшкӑрчӗ Разметнов.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Девяткинпа ҫыхӑнса кайрӑн, шкулти юлташсенчен пӑрӑнтӑн…
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗр ача сан юлташна килӗшнине туйрӑн та тӳрех пӑрӑнтӑн унран.Увидел, что девчонка нравится товарищу, и тут же поставил на ней крест.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Эсӗ пӑрӑнтӑн акӑ, вӑл та тата, мӗнех иккен?
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
35. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: эсӗ Мана мантӑн, Манран пӑрӑнтӑн, ҫавӑншӑн халӗ ӗнтӗ хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн, хӑвӑн аскӑнлӑхушӑн тӳс, тет.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Самуил Саула хуравланӑ: эпӗ санпа пӗрле пымастӑп, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен пӑрӑнтӑн, ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа та санран пӑрӑнчӗ: ку ҫын Израиль патши ан пултӑр терӗ, тенӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӳнтем пулни парнерен лайӑхрах, Турра пӑхӑнни сурӑх ҫӑвӗнчен аванрах: 23. пӑхӑнманни — ӑрӑм ӗҫӗ пекех ҫылӑх, хирӗҫ тӑни — йӗрӗхе пуҫҫапнипе пӗрех; эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен пӑрӑнтӑн, ҫакӑншӑн Вӑл та санран пӑрӑнчӗ: ку ҫын [Израиль] патши ан пултӑр терӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1