Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫил авӑкӗ юррӑн юлашки пайӗн сӑмахӗсене сапалать, аялта «Кӑнтӑр хӗресӗ ҫиҫет инҫетре…» йӗрке ҫеҫ илтӗнет, уҫӑмсӑр ахрӑм хыҫҫӑн карап силленнипе хупӑннӑ алӑкран пырса ҫапрӗ:

Порыв ветра разбросал слова последней части ее, внизу услышалось только: «Южный Крест там сияет вдали…», и, после смутного эха, в захлопнувшуюся от качки дверь: «…

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Эскирос тинӗс карттине хӑварчӗ, лоцман патне пырса тӑчӗ, кӗнӗскере куҫне хӗссе сӑнарӗ.

Эскирос, оставив морскую карту, подошел к нему, прищурясь на неизвестного.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Вахтӑри матрос борт патне пырса тӑчӗ.

Вахтенный матрос подошел к борту.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Битт-Бой пырса кӗрет:

Входит Битт-Бой:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Энниок чарӑнчӗ те елпӗрсе кулчӗ: пуҫне чӑрсӑр шухӑш пырса ҫапрӗ.

Энниок остановился и усмехнулся: дерзкая мысль пришла ему в голову.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Энниок, — калаҫма пуҫларӗ Гнор, — пуҫӑма халӗ ҫеҫ пӗр шухӑш пырса кӗчӗ; урӑхла лару-тӑрура эпир, тен, тӑшман пулмастӑмӑрччӗ.

— Энниок, — заговорил Гнор, — мне только теперь пришло в голову, что при других обстоятельствах мы, может быть, не были бы врагами.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Пуҫӗ шик-хӑрав ҫине-ҫинех хыттӑн пырса ҫапнине чӑтаять-ха, — анчах кӗҫех шавпа тулса ларчӗ; хӗпӗртекен океан халӗ ирсӗррӗн, йӗрӗнчӗклӗн курӑнать.

Голова его выдержала ряд звонких ударов страха и наполнилась шумом; ликующий океан стал мерзким и отвратительным.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑл… манӑн ӑна иккӗн пырса тӳрех тата хытӑ тӗлӗнтерес килмест.

Он… я не хотел бы сразу и сильно удивить его, являясь вдвоем.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Энниок самантлӑх куҫне хӗсрӗ, уҫрӗ, тарӑннӑн сывлӑш ҫӑтрӗ, унтан шара аялтан мӗн пур вӑйпа тӗкрӗ; шар ҫиҫкӗнчӗ те инҫетрине чанклатса перӗнчӗ; хайхискер пӗкӗ пек айккинелле ыткӑнчӗ; малтанхи вара бумеранг евӗр каялла хӑвӑрттӑн кустарчӗ, лӑпкӑн сывланӑн, ҫӑмӑллӑн, майӗпен кусса тепӗр шара пырса лекрӗ.

На мгновение он зажмурился, открыл глаза, вздохнул и ударил изо всей силы под низ шара; шар блеснул, щелкнул дальнего, взвившегося дугой прочь, и, быстро крутясь в обратную сторону, как бумеранг, катясь все тише, легко, словно вздохнув, тронул второго.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Кармен ун патне аптӑравлӑ та шуранка, анчах чӗрӗ, тӳлек сӑн-питпе пырса тӑчӗ; унӑн хусканӑвӗсенче канӑҫсӑрлӑхпа иккӗленӳлӗх сисӗнеҫҫӗ.

Кармен подходила к нему с недоумевающим, бледным, но живым и ясным лицом; движения ее обнаруживали беспокойство и нерешительность.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Эпӗ кӑнтӑрла тӗлнелле вӑранса каяттӑм, яланах ҫав бухтӑра, эсӗ манпа тӗл пулнӑ ҫӗрте; «Этна» нихӑҫан та унтан тухман пек, манпа пӗрле вара — чӑн-чӑн суккӑрсем, хӑйсемшӗн хӑнӑхман кӑткӑс пӳлӗмсенче хыпашла-хыпашла куҫакансем; вӗсем пурнӑҫӗ тӑруках ҫапла улшӑннӑшшӑн хыттӑн кулянатчӗҫ, ҫывӑратчӗҫ, нумай ҫиетчӗҫ тата вӗҫӗмсӗр харкашатчӗҫ; эпӗ вара — ӑнлантарсам мана ҫакна? — каяймастӑп, кимӗ пин метр ҫӳллӗшӗнче ҫакӑнса тӑрать тейӗн; анчах хӗвел аннӑ-анманах, ыйха путсанах, тӗлӗкре ҫакна кураттӑм: хушусем паратӑп, суккӑрсем вун виҫҫӗшӗ те — чӑн-чӑн морякла ҫаврӑнӑҫуллӑ, опытлӑ, ӗҫре вӗресе тӑраҫҫӗ; тата — паллӑ мар ҫар флочӗ тӑнӑ тӗле чее маневрсемпе пырса кӗретпӗр те карапсене путаратпӑр, кашнинчех каялла тухса шӑвӑнатпӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн вара шанӑҫ пуҫӗпех пӗтнӗн макӑратпӑр.

Я просыпался около полудня, всегда в той бухте, где ты встретил меня, как будто «Этна» никогда не покидала ее, и со мной были подлинные слепые, бродившие ощупью в непривычном им сложном помещении военного судна; они громко жаловались на диковинную перемену жизни, спали, много ели и вечно ссорились, и я — объясни мне это? — не мог уйти, как если бы лодка висела на высоте тысячи метров; но, мгновенно засыпая с закатом солнца, видел во сне, что отдаю приказания, что все тринадцать слепых с быстротой и опытностью истинных моряков кипят в боевой работе и что, выплывая рядом хитрых маневров к самому пеклу неизвестного военного флота, мы топим суда, всегда ускользая обратно, а после этого плачем в безысходном отчаянии.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Ӑна хӑйӗн кашни сывлавӗ халь-халь, кӗҫ-вӗҫ чи юлашки пулса тӑрассӑн, кӑкӑрне сывлайми туса тӗк пек хӑпассӑн, вӗҫсе ҫухалассӑн туйӑнать; вӑл выртнӑ ҫӗрте шӑпах ҫак самантра тӑпра чӗтренсе хускалчӗ — Суринэ чӗрине темӗн пырса перӗнчӗ, ҫакӑ унӑн вилес умӗнхи тертленӗвне сапаласа ячӗ…

И вот когда показалось ей, что каждый ее вздох мгновенно может оказаться последним, — сорваться и улететь, как пух, оставив грудь бездыханной, — судорожный толчок земли вверх, короткий, но подступивший к сердцу, рассеял ее предсмертное томление…

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Сумлӑ ҫемьери сӑпайлӑ хӗртен: «Каттӑркӑҫа эсир пытарман-и?» — тесе ыйтас шухӑш камӑн пуҫне те пулин пырса кӗрӗ-и…

И кому в голову пришло бы спросить барышню почтенной семьи: — Не вы ли спрятали каторжника?

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи чукун хӑмаран сасартӑк сӑмахсемпе цифрӑсем татӑлса ӳкрӗҫ те — Гелли пурӑнакан манӑҫнӑ урам ячӗ Нока чӗринчен пырса ҫапӑнчӗ.

И вдруг, с чугунной дощечки одного из домов, сорвавшись, ударила его в сердце надпись забытой улицы, где жила Гелли.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Тӑчӗ те — Чечек Пасарне ҫити самаях пысӑк хушша тӳремпе шанчӑксӑр та вӗттӗн утса иртрӗ, унтан каллех пӗчӗк фонтан хӗррине пырса ларчӗ, ачасен хушшине лекрӗ.

Он встал, маленькими неверными шагами одолел приличное расстояние от площади до Цветного Рынка и сел снова, на краю маленького фонтана, среди детей.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок йӑлтӑрти сивӗ рельссен тӗп ҫулӗ урлӑ перронтан пӗр вунӑ хӑлаҫ иртсен каҫрӗ, саппас пуйӑс айне чӑмрӗ те — тавар вакунӗсен тӑвӑр урамне пырса лекрӗ.

Нок пересек главную линию холодно блестящих рельс саженях в десяти от перрона и, нырнув под запасный поезд, очутился в тесной улице товарных вагонов.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пӗлтерӗвӗн официаллӑ ятне, ҫавӑн пекех иккӗмӗш каттӑркӑҫа пырса тивекен сӑмахсене сиктерсе хӑварса Гелли акӑ мӗн вуларӗ:

Пропустив официальный заголовок объявления, а также то, что относилось к второму каторжнику, Гелли прочла:

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл Гелли ҫывӑхнех пырса тӑчӗ, кулма чарӑнчӗ, хӑвӑрттӑн та хыттӑн каласа хучӗ:

Подойдя к Гелли вплотную, он, перестав улыбаться, быстро и резко сказал:

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Хӗрарӑмсем? — кӑштах аптӑраса, анчах лӑпланса пырса ыйтрӗ Гелли.

— Женщины? — несколько оторопев, но успокаиваясь, спросила Гелли.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Кирлӗ ҫула кӗсменсемпе йӗркелесе пырса, каҫӑн мӑнаҫлӑ ӑмӑрлӑхӗпе килӗшӳллӗн, вӑл каллех хурлӑхлӑ иртнӗлӗхӗ пирки шухӑша путрӗ…

Поддерживая нужное направление веслами, он, согласно величавой хмурости ночи, вновь задумался о печальном прошлом.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех