Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумайлӑха мар эпир, — терӗ Никифоров, атӑ тӑхӑннӑран йывӑррӑн та мелсӗррӗн утса, вутӑ таканӗ ҫине пырса ларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, пурнӑҫӗ ҫавнашкалччӗ унӑн: тӑван яла та кӑнтӑр ҫутинче пырса кӗме шанчӑксӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗлимун унпа юнашар пике умне пырса ура тапрӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗррех сиксе тухрӗ те Хӗлимун ушкӑн варрине — никам сиссе юличчен кӑлтӑрмач пек вӗлтӗр! ҫаврӑнса илчӗ, унтан, ик аллине те сылтӑм алла тӑсса, ҫамрӑксен умӗпе хӗвеле хирӗҫ пӗр ҫаврӑм турӗ, хӗрринерех тӑракан хӗр умне ура пырса тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Анчах, паҫӑрах палӑртрӑр, вӑл упӑшки яла пырса ҫӳренине пиртен пытарать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кил-ҫурчӗ хуҫасӑр юлсан, унта пырса курмасӑр унӑн чунӗ нумай чӑтаяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Е, пачах урӑхла, вӑл ун хыҫҫӑн Утар ҫывӑхне те пырса тухмӗ? — Варламовпа Васильева хӑйпе тан хурсах канаш ыйтрӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сирӗн шутпа мӗнле пек, арӑмне хупса лартсан, Калюковӑн яла пырса ҫӳремешкӗн сӑлтав пулать-и?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эсир хыпарланӑ хыҫҫӑн ман пуҫа акӑ мӗнле шухӑш пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, юлашки уйӑхсенче Калюков Утар ялне сахалтан икӗ хут, е ытларах та пырса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах юнашар пырса ларчӗ те: — Пӗлетӗн-и, эпӗ сана вилесле юрататӑп, э, Антун, — терӗ ачашланса.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Макӑрни чуна пырса витерет те вара хӑвна ху тем тӑвас шая ҫитетӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ҫак ытахаль сӑнсене пӑхса тӑракан Калюковӑн, темшӗн, чӗри хӗссе-хӗссе ыратрӗ, куҫӗ шывланчӗ, пыра темле мӑкӑль пырса капланнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗвелӗн ылтӑн ҫути урайне ҫав енчен ӳкнипе вӑл чи пирвай хыҫалти чӳрече патне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шап-шурӑ ӳтлӗскер, сарӑ ҫӳҫлӗскер, темле пырса тӗкӗнме хӑяйми таса пирӗшти пек туйӑнать вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ, хӑрпӑк кӗлеткеллӗскер, кӑмака еннелле пӑлтӑрт! ҫаврӑнса ӳкрӗ, пуҫӗпе лахханран пырса ҫапӑнчӗ, ӑна кисрентерсе, савӑтри шӗвеке хӑй айне сирпӗнтерсе тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, шӑпах тата ҫав гражданина тытса каяс умӗн Экеҫе, Калюков, эсӗ пырса кайнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав каҫах Утар ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрмана юланутҫӑсен ушкӑнӗ пырса кӗчӗ, пысӑках мар уҫланка ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин тем шухӑшласа илчӗ те, сӗтел патне пырса, телефон трубкине тытрӗ, кирлӗ номерпе ҫыхӑнтарма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл темле ҫӑмӑлланса кайрӗ, пукан ҫинчен сиксе тӑчӗ те пӳлӗмре каллӗ-маллӗ уткала пуҫларӗ, унтан ӗҫри юлташӗ умне пырса чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех