Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пынӑ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулсем иртсе пынӑ май паянхи ӗҫсем, пулӑмсем историне кӗрсе юлаҫҫӗ.

С годами нынешние дела, события уходят в историю.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ку вӗренӳ заведенине пуҫланса кайнӑранпа виҫӗ пуҫлӑх ертсе пынӑ: Владимир Алангов, Виталий Елизаров.

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

Вӑхӑт иртсен район архивӗсене архив ӗҫӗсен тӗрлӗ органӗсем ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Ҫулсем иртнӗҫем архив пуянлансах пынӑ, унсӑр пуҫне республикӑри мӗнпур архив малтанах ӗҫ тӑвакан комитетӑн, унтан ШӖМ, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн тытӑмӗсенче шутланса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Таланцевсен Суту-илӳ ҫурчӗ ҫулран-ҫул аталанса пынӑ, ҫапах та унӑн хуҫисенчен пӗрне - Зиновий Михайловича - Мускава, Санкт-Петербурга, Петербург кӗпӗрнине пырса кӗме ирӗк пулман.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Пиччӗшӗнчен вӗренсе пынӑ.

Обучался у брата.

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

1875 ҫулта Таланцев «асли» ҫӗре кӗнӗ, унӑн ӗҫне мӑшӑрӗ малалла тӑснӑ, тӑснӑ ҫеҫ мар, ӑнӑҫлӑ аталантарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Курава уҫнине ертсе пынӑ: «Дуслык – Дружба» галерейӑн курав ӗҫӗ-хӗлӗн пай заведующийӗ Магдеев Р.Р тата Раҫҫӗйпе Тутарстанри ӳкерӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ аспиранчӗ Баймяшкина Е.Ю. Халӑх нумай пулман, ытларах пайӗпе VIP-сем.

Церемонию открытия выставки вели: заведующий отделом выставочной деятельности галереи «Дуслык — Дружба» Магдеев Р.Р. и член Союза художников Росии и Татарстана, аспирант ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Баймяшкина Е.Ю. Народу было немного, большей частью были VIP.

Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html

Пӗр пуянӗ патне тавар туянма пынӑ.

К одному из богачей пришли купить товар.

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Акӑ, Василий Белов «Лад» кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Мӗн ӗлӗкрен килти хуҫалӑха хӗрарӑм - анне, мӑшӑр - тытса пынӑ. Хуҫалӑхри пур ҫӑра та унӑн аллинче, вӑл хӑҫан тата мӗн кирлине лайӑх пӗлет. Праҫниксене уявлассине, типӗ тытассине те хӗрарӑмах йӗркелесе пынӑ. Ҫитӗнекен ачасене те тӗрлӗ ӗҫе вӑлах хӑнӑхтарнӑ. Ҫулсем иртнӗ май ҫемьери хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫӗсене ывӑлӗн мӑшӑрне, кинне, шанса панӑ».

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Районтан Афганистан вӑрҫине хутшӑннисен ячӗпе В.Александров сӑмах каларӗ: «9 ҫул, пӗр уйӑх та 18 кун пынӑ вӑрҫӑра Совет Ҫарӗ 15 пине яхӑн ҫын ҫухатнӑ, киле таврӑнсан сурансене пула пин ытла ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ, ытти ҫухатусем те пур. Эпир наградӑшӑн ҫапӑҫман, хамӑр тивӗҫе пурнӑҫланӑ...»

Куҫарса пулӑш

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Юлташӗсене хыҫалтан хӳтӗлесе пынӑ чухне засадӑна лексен 19 ҫулти салтака вилмеллех амантнӑ.

Во время защиты друзей со стороны спины, попав в засаду 19 летний солдат получил смертельное ранение.

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

«Республикӑра демографи 20 ҫул хушши хавшаса пынӑ. 20 ҫул... Юлашки виҫӗ ҫулта вара ҫӗкленӳ, ҫитменнине стабильлӗ тата ҫирӗппӗн палӑракан ҫӗкленӳ!» - Раҫҫей патшалӑхӗн лидерӗн Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫинчен каланӑ ҫак ырӑ сӑмахӗсем мухтани пек кӑна янӑрамарӗҫ.

«20 лет в республике был демографический спад. 20 лет… И за последние три года подъем, причем стабильный и устойчивый!» – эти добрые слова лидера российского государства о жителях Чувашии прозвучали не просто как похвала.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

2014 ҫулта кӑна нумай функциллӗ центрсене патшалӑх тата муниципалитет паракан 150 тӗслӗ пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерме ыйтса 290 пин ҫын пынӑ.

Только в 2014 году в МФЦ обратилось за получением 150 видов государственных и муниципальных услуг более 290 тыс. человек.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Чипер пынӑ ҫӗртех ҫаврӑнса ҫапӑнтӑм.

Когда спокойно шёл подвернулся.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех