Шырав
Шырав ĕçĕ:
пылак сăмах пирĕн базăра пур.
Куравра ҫакӑн йышши литература конкурсӗсене пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ писательсен кӗнекисем те пур, тӗслӗхрен: Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», «Саланнӑ кӗлте», Улька Эльменӗн «Упраймарӑм сана», Сергей Павловӑн «Сулӑнчӑк», Лаврентий Таллеровӑн «Ыр-хаяр», Юхма Мишшин «Чӑн тӳпери ик ҫӑлтӑр», Галина Матвеевӑн «Его звали Чуваш» тата ыттисем.
«Вула, Элӗк Ен!» фестивале йыхравлатпӑр // Зоя УДЯКОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11
Паян вӑл, апат хыҫҫӑн памалли пылак япаласем хатӗрлесе, кухньӑра вӑрах аппаланмарӗ, унӑн хӑвӑртрах выртасси, канасси килчӗ, мӗншӗн тесен вӑл паян ирхине питӗ нумай ӗҫлерӗ, ӗнтӗ нумайранпа ҫапла пулса пычӗ унӑн, малашне те ирсеренех ун ӗҫ нумай пулӗ; вӑл хулан тепӗр вӗҫӗнче ҫӗвӗ ҫӗлекен урӑх мастерской уҫать.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна ҫав тери ачашшӑн; чунтан-чӗререн каланӑ пирки Лопухов хӑйӗн кӑкӑрӗнче пылак та ӑшӑ туйӑм чӳхенсе илнине туйса илчӗ, телейлӗ пулнӑ ҫын ҫав туйӑма нихҫан та манас ҫук.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫынсем хӑҫан та хӑҫан пӗр-пӗрне юратма чарӑнмасӑр та, чунпала ӳт-пӳ илемӗ тӗнчере чи лайӑх, чи пылак ӗмӗт пулма пӑрахмасӑр та, тупа тӑватӑп сана, Суламифь, манӑҫӑнмӗ сан яту, ҫемҫе кӑмӑлпа та пысӑк пархатарлӑхпа кала-кала асӑнӗҫ ӑна нумай ӗмӗрсем хушши.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.