Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗсене (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрулми ҫеҫкине сырӑннӑ тӑм пӗрчисене ирӗлтерсе Йӗпевар вӑрманӗ хыҫӗнчен хӗвел ҫӗкленсен аванмарлӑх туйӑмӗ Герасим Федотовичӑн татах вӑйланчӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫӗрулми кӑларнине ял ҫыннисем пуҫӗсене пӑркаласах сӑнанӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Тин кӑна Асмантейпе унӑн юнташӗсем пуҫӗсене хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑштах шухӑшласа-тӗлӗнсе, пуҫӗсене хыҫкаласа тӑнӑ хыҫҫӑн ташлакансем хӑйсен хушшинчен пӗр ҫынна, патька-патша пекрех сухаллӑскере, суйласа илчӗҫ те, ӑна мала кӑларса тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрарӑмсем пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ те, тӗлӗнсе, чӗлхисене ҫӑ-тӑр-р! ҫыртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кайран эпир чылай хушӑ тӑшман пуҫӗсене касрӑмӑр, — хуравларӗ шурсухал.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чи маттуррисем пуҫӗсене хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мужиксем пусса ӳкернӗ сурӑх пек, пуҫӗсене ҫӗклеме те хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа Укаслу вӗсене тытнӑ-тытманах пуҫӗсене касма хушӗ…

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Манран ирӗк килнӗ пулсан эпӗ вӗсене тӳрех, ним ыйтса-туса тӑмасӑрах, урисенчен тытнӑ пулӑттӑм та пуҫӗсене пӳрт пӗрени ҫумне ҫапӑттӑм… —

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте ним хуравлайман пек чӗнмесӗр, пуҫӗсене усса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем, Укапи сӑмахне илтсен, унпа килӗшнӗн пуҫӗсене сӗлтеҫҫӗ те ним сӑмах чӗнмесӗрех аяккалла пӑрӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна илтсе, патька-патшана курма килнӗ ҫынсем пуҫӗсене енчен-енне сула-сула хавхаланса калаҫма тытӑнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чӑн ӗнтӗ, унта пирӗн чи лайӑх юлташсем пуҫӗсене хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хусан патӗнчех чи лайӑх ҫарпуҫӗсем пуҫӗсене хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӑрҫӑ пулать! — пуҫӗсене енчен-енне сулса калаҫрӗҫ чӑваш ялӗсенче шурсухал-стариксем.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем хыҫҫӑн пуҫӗсене сӗнкрӗҫ, Маттурсем те тыткӑна хӑш лекрӗҫ, Пукач вӑйӗ сахалланса юлчӗ Юлашкинчен вӑрҫайми те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пурне те хуйхӑ пуснӑ, пуҫӗсене уснӑ, Нимӗн тума пӗлми аллисене шантнӑ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ракатка пек халӑх йӗри-тавра Пуҫӗсене сӗнксех пӑхаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Гитлеровецсем ыйхӑран сике-сике тӑраҫҫӗ те траншейӑран пуҫӗсене ҫӗклесе пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Ун хыҫҫӑн каҫчен те фашистсем пуҫӗсене кӑтартмарӗҫ, ӑнланчӗҫ пулас — ҫывӑхрах совет снайперӗ вӗсене хураллать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех