Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗсене (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвелпе хӗртӗнекен ҫамрӑксем те, ҫакна кура, пуҫӗсене тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тутӑрне аллинчен ҫил тӑпӑлтарса илсе вӗҫтерсе кайрӗ, хӗр ӑна ҫитсе тытрӗ те улӑх тӑрӑх, хӑлха ҫакки курӑкӗн пуҫӗсене вӗҫтерсе, тылла-пуҫҫи ҫинчи йӑвасенчен текерлӗксене шуйхатса кӑларса, поселок еннелле талкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Чӗпӗсем пуҫӗсене ҫӗклемесӗр пашкаса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Виҫҫӗшӗ те, карттусӗсене хывса, пуҫӗсене пӗксе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Пӗҫ кӑкӗсене вылятса, кӗлеткисене авкаласа, пуҫӗсене танлӑн каҫӑртса пырса кӗчӗҫ вӗсем ем-ешӗл пахчана.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

— Айӑпли эпир мар кунта, эсӗ, — терӗҫ Миккана, — эсӗ ертсе тухса кайман пулсан, калымшӑн касӑхса ҫӳрес шухӑш нихӑҫан та пырса кӗрес ҫукчӗ пирӗн упӑшкасен пуҫӗсене

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Юрататчӗ Бианка ҫемҫе курӑк ҫинче выляма — сӗлӗ пуҫӗсене сике-сике хыпатчӗ, йӑваланатчӗ ун ҫинче, хырӑмӗпе шӑватчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ырӑ тӑвас шутпа килчӗҫ — сивӗ сӑмах илтсе, пуҫӗсене чиксе каялла кайрӗҫ Серебряковпа унӑн юлташӗсем.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Улюк та, Прохор Петрович та пуҫӗсене чикнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Вирьялсен садсӑр пахча ҫук, выльӑх-чӗрлӗх валли утӑ хатӗрлеме ҫаран пекки те пур вӗсен пахчисенче», — тесе калатӑн та — пуҫӗсене сулкалаҫҫӗ ентешсем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унччен вара васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсен хӑйсен тем те шутласа кӑларма пултаракан ӑслӑ пуҫӗсене шанса ӗҫлеме тивӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Горпо членӗсем вара пыркаласа кӗҫӗтмен пуҫӗсене ҫӗлӗксене тайӑлтарса хыҫкаласа каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

Йытӑ туртман пуҫӗсене.

Куҫарса пулӑш

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ пулин те, ҫынсем пуҫӗсене усман.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Питӗ шел, Николайпа Зинон ҫамрӑклах пуҫӗсене хучӗҫ — хӑйсен ӑрӑвӗсене малалла тӑсма пӳрмен вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Сирень ҫеҫкисем… ҫурӑлман, пуҫӗсене уснӑ, шанса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Вӗсем профессора хӑйне яланах хавхалантарма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах ун пӳлӗмӗнчен тухсан вара, такама ӳпкеленӗ пек, пуҫӗсене ҫеҫ сулкаласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Унӑн авторӗсемпе театр коллективӗ ҫак оперӑна Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ воинсене халаллаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пӗрисем театра ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнине хавхаланса йышӑнчӗҫ, теприсем харпӑр хӑй шухӑшне палӑртма васкамарӗҫ-ха, «пурӑнса пӑхар — мӗн пулӗ» терӗҫ, виҫҫӗмӗшсем вара пуҫӗсене усрӗҫ, ӗҫ ӑнӑҫасса шанмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ӳсен-тӑрансем, тарават хӗвел ӑшшине тав туса, пуҫӗсене енчен енне тайкаласа лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех