Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗсене (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче, Демократиллӗ Афганистан Республикинче, Ҫурҫӗр Кавказра, халӗ, акӑ, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫӗсене хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Самолет вӗҫет пулӗ тесе, пуҫӗсене ун-кун пӑркаласа пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах пурте пуҫӗсене пӗкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем пуҫӗсене уснӑ, урисене аран-аран ҫеҫ ярса пусаҫҫӗ.

Они плелись понуро, едва передвигая ноги.

Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тундрӑра темӗн чухлӗ йӑмӑх чечек ҫурӑлса пуҫӗсене сарса янӑ.

Множество ярких цветов распустилось в тундре.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫынсем те хӑлхисене питӗрсе, пуҫӗсене витсе выртрӗҫ.

Улеглись, прикрывшись с головой и заткнув уши, люди.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тӗвесем пуҫӗсене тӑсса хӑйӑр ҫине тӑсӑла-тӑсӑла выртрӗҫ.

Верблюды распростерлись на песке, вытянув свои головы.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫырма-ҫатра пуҫӗсене ҫатансем тытса ҫирӗплетеҫҫӗ.

Укрепляют вершины оврагов плетнями.

Вар // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унӑн кӳршисем, такам команда панӑ пекех, пуҫӗсене Завьялов еннелле ҫавӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пуҫӗсене валашкана чиккелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫӗсене хунисене асӑнса лартнӑ памятникпе юнашар вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр палӑк // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... bba%d0%ba/

Вара Йӑван касрӗ тит те пуҫӗсене чул айне хучӗ тит.

Тогда Йыван изрубил змея, а головы под камень положил.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Иван ҫӗлен пуҫӗсене ҫӗре авӑтса пытарчӗ.

Иван закопал змеиные головы в землю.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Иван ҫӗлен пуҫӗсене ҫӗре авӑтса хучӗ.

Иван змеиные головы закопал в землю.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Пурте пуҫӗсене чиксе темӗн ҫыраҫҫӗ, шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗве хӳринчен, кӑшт тӑварахран, пӗр ушкӑн кӑвакал, пуҫӗсене лачакана чиксе, апатне кӑмӑллӑн ырласа калаҫа-калаҫа, техӗмлӗн лӑчӑр-лӑчӑр туса анать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех тӗмӗсем кутне канма выртнӑ хӗрарӑмсем, сӑвӑрсем пек, пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫумри пӑри тунисем, кушак сухалӗ пек вӑрӑм хӑлчӑкӗсене хускаткаласа, пуҫӗсене пӑркалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ялӗсем кунта нумайӑшӗ ҫавӑн пек вар пуҫӗсене вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

«В — касси Сурӑм, Й — касси Сурӑм…» тесен вара — кунтан хӗрӗх-аллӑ ҫухрӑм йӗри-тавраллисем те «А-а, пӗлетӗп» тесе пуҫӗсене сӗлтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех