Шырав
Шырав ĕçĕ:
Телянккипе шӑлса кайнӑ тетӗн, кам иккенне пӗлместӗн те, — йӳҫӗ суханне тӑварпа пуҫса ҫиме тытӑнчӗ вӑл.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тухтар ҫӑкӑр татӑкӗ хуҫса илчӗ, улма шуратрӗ, ӑна тӑварпа пуҫса ҫиме тытӑнчӗ.Тухтар отломил кусочек хлеба, очистил от кожуры картошку, обмакнул в соль.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӗрер лампадка ӳпӗнтерчӗҫ, хыҫҫӑн хӑяра тин ҫеҫ юхтарнӑ пыл ҫине пуҫса ҫыртса ячӗҫ.Хлобыстнули по лампадке, закусили огурцом, предварительно окунув его в только что накачанный мед.
Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Прохор ҫӑкӑр татӑкне вӗри салӑ ҫине пуҫса илчӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗри аран хӑй хушаматне ҫырма пӗлет, тепри ав е пӳрнине чернил ӑшне пуҫса кӑларать е хӗрес хурать.Один насилу свою фамилию распишет, а другой либо палец в чернилу обмакнет, либо хрест поставит.
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Гришака асатте йӗрет, тата хӑйӗн типшӗм чышкипе баклановецӑн янӑравлӑ та упалларах ҫурӑмӗнчен шаккать, анчах та лешӗ, чӑх аш татӑкне хрен вырӑнне чие ҫырли кӗселӗ ӑшне пуҫса илсе, лапшапа вараланса пӗтнӗ сӗтел ҫитти ҫине чунсӑррӑн пӑхать, путса кӗнӗ ҫӑварӗпе хӑй шав пӑшӑлтатать.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл перопа чернил пуҫса илчӗ, анчах татах ручкине каялла хурса шухӑша кайрӗ…Он обмакнул перо в чернильницу, затем снова положил ручку и задумался…
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл тӑрӑшса, пит тимленипе чӗлхине кӑштах ҫыртса, перине тирпейлӗн чернил ҫине пуҫса илсе, чернильница ҫумне, ҫерҫи сӑмсине тасатнӑ пек, шӑлса тасатса ҫырать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Е вӑл унта, тӗлӗкре, пуснӑ така ӑш-чиккине ҫинӗ, е — тем пысӑкӑш пӗлӗме, хутлатса, хӑйма пуҫса иле-иле, ҫӑварне пере-пере чикнӗ, е — васканипе тутисене пӗҫертсе, — хур ӑш-чиккине ярса пӗҫернӗ тутлӑ лапша яшкине ывӑнма пӗлмесӗр сыпнӑ…
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗлтӗр, хулара пӗр айӑпа кӗнӗ ҫынна касса вӗлернӗ чух, чахотка чирӗпе асапланакан темле ҫын ҫӑкӑр чӗллине вилнӗ ҫын юнӗ ҫине пуҫса илетчӗ те ӗметчӗ.
X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
иккен, куратӑр ак ӑна мӗнпе пуҫса ҫимеллине — йӑлтах кӑтартӑп!
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Тӑнлантарчӗ мӗне мӗнпе пуҫса ҫимеллине!
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
Вара ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Симон ывӑлне Иуда Искариота панӑ.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ ҫӑкӑр татӑкне кама пуҫса парӑп, ҫавӑ, тенӗ.26. Иисус отвечал: тот, кому Я, обмакнув кусок хлеба, подам.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ионафан вара, ашшӗ халӑха тупаланине илтменскер, аллинчи патак вӗҫӗпе караслӑ пыла пуҫса илсе ҫӑварне хыпнӑ, ӗнтӗ унӑн куҫӗсем ҫуталсах кайнӑ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вооз ӑна каланӑ: кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, кил, ҫӑкӑр ҫиме лар, татӑкна сӗрхе ҫине пуҫса ҫи, тенӗ.14. И сказал ей Вооз: время обеда; приди сюда и ешь хлеб и обмакивай кусок твой в уксус.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫылӑх парнине вӑл сурӑх кӗтӗвӗнчен кӳрес тесессӗн, айӑпсӑр ама выльӑх кӳтӗр, 33. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна ҫылӑх парни памашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр; 34. священник ҫак ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 35. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ сурӑх ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак ҫӗрти халӑх хушшинчен кам та пулин йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 28. вӑл, хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, тунӑ ҫылӑхӗшӗн парне кӳме айӑпсӑр качака илсе пытӑр, 29. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ҫылӑхшӑн парне кӳме [качакана] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене [пусакан ҫӗрте] пусса пӑрахчӑр; 30. унтан священник унӑн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 31. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Халӑх пуҫлӑхӗ ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйӗн Туррийӗн, ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 23. вӑл хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, парне кӳме айӑпсӑр качака таки илсе пытӑр, 24. аллине качака таки пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене Ҫӳлхуҫа умӗнче пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр: ку — ҫылӑх парни; 25. священник ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 26. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса янӑ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫапла ҫылӑхӗнчен тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2