Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗве, ку тӗлте вун икӗ-вун пилӗк чалӑш сарлакӑшскер, юххи пачах палӑрманнине пула анаталла талккӑшӗнче, пуҫнелле, хӑй ҫинче янкӑр тӳпене кутӑнла ӳкерсе, теме тӗлӗнсе куҫне чарса пӑрахнӑ пек ялтӑртаттарса выртать.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Ҫтаппан ӑна пӗрре туртса ҫапрӗ те лаша пуҫнелле ыткӑнчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сулахай хулӗ унӑн, темӗнле курӑнман япала хунӑ пек, лаштах усӑнса аннӑ, куҫӗ ҫӑпата пуҫнелле тинкерсе пӑхнӑ.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хурал пӳртне кӗрсе ӑшӑнас шутпа вӗсем ял пуҫнелле тухрӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вӑл юлашки улӑма ҫуна тӑрӑх тикӗслесе пӑрахнӑ, хӑй аякки тӗлне хулӑмрах сарнӑ, унтан аллисене ҫанӑсем ӑшне чиксе, пуҫне ҫуна пуҫнелле хунӑ та кӗтессе кӗрсе выртнӑ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Адъютантсем казаксен отрячӗн пуҫнелле сиккипе вӗҫтерчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Палуба тӑрӑх каллӗ-маллӗ чупса ҫӳрекен Динго ҫак самантра карап пуҫнелле ыткӑнчӗ те, ҫӗр ҫине пӑхса, вӑрӑммӑн та хурлӑхлӑн уласа ячӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Взвод карап пуҫнелле хуллен утса кайрӗ.
VI. Тараса икӗ енне те тайӑлать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Пуҫӗпе ҫуна пуҫнелле илсе пырӑр! — хушрӗ Ворожнев.
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем — Карев, Светозаров, Уланов, Агеев — Каменские пырса кайнӑччӗ; Елатонцев, Мельников, Боссе, Шошников, Поляков сӗтел пуҫнелле кайса ларчӗҫ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл ҫуна пуҫнелле йӑванса кайрӗ; куҫӗ умӗнче сенкер йӗрсемпе хӗллехи кӑвак пӗлӗт чӗтренсе илчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл танк пуҫнелле куҫрӗ те винтовка приклачӗпе пулемёт кӗпҫине ҫапрӗ.Он переместился к голове танка и прикладом винтовки начал бить дуло.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл пӳлӗмӗн тепӗр пуҫнелле кайрӗ те, чӗркуҫленсе ларса, вучахӑн пӗр хыҫал енчи плитине ҫӳлелле ҫӗклерӗ, унтан пӗр михӗ туртса кӑларчӗ, михӗ ӑшӗнче чӑнкӑр-чӑнкӑр туса илчӗ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1