Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлӑхсем (тĕпĕ: пуҫлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хайхи пуҫлӑхсем патне ҫитрӗмӗр пулсан, вӗсен хуравне те илсе кӑтартар.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Владимир Кошкин шухӑшӗ вара ҫапларах: «Пуҫлӑхсем мӗнле хушаҫҫӗ, ҫапла тӑваҫҫӗ. Намӑс...».

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Вырӑнти пуҫлӑхсем ҫакӑнпа килӗшсе полицин участокри уполномоченнӑйӗсен ӗҫне вӑйлатма ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ӗҫлеме ӳркенмесен, хӑвна чипер тытсан, пуҫлӑхсем хӗсмеҫҫӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Тӗрӗссипе, пуҫлӑхсем курман чух, – хуравларӗ Володя.

На самом деле, когда начальство не видит, — ответил Володя.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Призсемпе парнесене лауреатсене ТР Премьер-министрӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Римма Ратникова, конкурсӑн жюри председателӗ – «Новый век» ТРК УАО генеральнӑй директорӗ Ильшат Аминов тата ытти пуҫлӑхсем пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Тӗрлӗ мероприятире пуҫлӑхсем отчет тӑваҫҫӗ, клуб ӗҫченӗсем концерт кӑтартаҫҫӗ пулсан вулавӑш ӗҫченӗсем ҫынсене ҫӗнӗ кӗнекесемпе, хаҫат-журналпа паллаштараҫҫӗ, куравсем йӗркелеҫҫӗ.

Если на разных мероприятиях руководители делают отчет, работники клуба показывают концерт, то сотрудники библиотеки знакомят людей с новыми книгами, газетами-журналами, организовывают встречи.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Ҫынсем тӗрлӗ ыйтупа кӑсӑкланманни, хӑйсен хастарлӑхне кӑтартасси вӗсем патне вырӑнти пуҫлӑхсем информацие вӑхӑтра ҫитернинчен нумай килет», – ку енӗпе вырӑнти халӑх активлӑ пулнине палӑртнӑ май пӗтӗмлетрӗ информаци кунне министр.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Манӑн вара хамӑн верси: «Пуҫлӑхсем пуль вӗсем. Е усламҫӑсем».

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

42. Ҫапах Иисуса пуҫлӑхсем те нумайӑшӗ ӗненнӗ, анчах та вӗсем, фарисейсем синагогӑран уйӑрса ярасран шикленсе, хӑйсем ӗненнине палӑртман: 43. вӗсем ӗнтӗ этем мухтавне Турӑ мухтавӗнчен ытларах юратнӑ.

42. Впрочем и из начальников многие уверовали в Него; но ради фарисеев не исповедывали, чтобы не быть отлученными от синагоги, 43. ибо возлюбили больше славу человеческую, нежели славу Божию.

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Акӑ Вӑл уҫҫӑнах калаҫать, ҫавах Ӑна нимӗн те каламаҫҫӗ: пуҫлӑхсем Вӑл чӑнах та Христос иккенне пӗлсе ҫитмен-ши?

26. Вот, Он говорит явно, и ничего не говорят Ему: не удостоверились ли начальники, что Он подлинно Христос?

Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Пуҫлӑхсем ырӑ ӗҫсемшӗн хӑрушӑ мар, усал ӗҫсемшӗн хӑрушӑ.

3. Ибо начальствующие страшны не для добрых дел, но для злых. Хочешь ли не бояться власти?

Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп: вилӗм те, пурӑнӑҫ та, ангелсем те, тӳпери пуҫлӑхсем те, хӑватсем те, хальхи те, малашнехи те, 39. ҫӳлти те, тӗпӗнчи те — мӗн пултарнинчен нихӑшӗ те — пире Турӑ юратӑвӗнчен, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ кӑтартнӑ юратуран, уйӑраяс ҫук.

38. Ибо я уверен, что ни смерть, ни жизнь, ни Ангелы, ни Начала, ни Силы, ни настоящее, ни будущее, 39. ни высота, ни глубина, ни другая какая тварь не может отлучить нас от любви Божией во Христе Иисусе, Господе нашем.

Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вӑл ӗнтӗ тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енче ларать, Ӑна ангелсем, пуҫлӑхсем, хӑватсем пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.

22. Который, восшед на небо, пребывает одесную Бога и Которому покорились Ангелы и Власти и Силы.

1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Асийӑри хӑш-пӗр пуҫлӑхсем те, Павелпа туслӑ тӑракансем, ун патне ҫынсем ярса: «эсӗ театрта ан курӑн» тесе систернӗ.

31. Также и некоторые из Асийских начальников, будучи друзьями его, послав к нему, просили не показываться на зрелище.

Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Пуҫлӑхсем ӗнтӗ Иасонпа ыттисенчен саклат илнӗ те вӗсене кӑларса янӑ.

9. Но сии, получив удостоверение от Иасона и прочих, отпустили их.

Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вара ҫав хӗрарӑм тарҫӑн хуҫисем, тупӑш тума шанӑҫ пӗтнине курса, Павелпа Силана тытрӗҫ те халӑх пуҫтарӑнакан ҫӗре пуҫлӑхсем патне сӗтӗрсе кайрӗҫ.

19. Тогда господа ее, видя, что исчезла надежда дохода их, схватили Павла и Силу и повлекли на площадь к начальникам.

Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Ҫӗр патшисем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ, Вӑл ҫу сӗрсе лартнӑ Патшана хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пуҫлӑхсем пӗрле пухӑнса каварлашаҫҫӗ» тенӗ.

26. Восстали цари земные, и князи собрались вместе на Господа и на Христа Его.

Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Петрпа Иоанн хӑюлӑхне курса, вӗсем кӗнекеҫӗсем те мар, ахаль ҫынсемех иккенне ӑнкарса, пуҫлӑхсем тӗлӗннӗ; вӗсем ӗнтӗ кусем Иисуспа пӗрле ҫӳренӗ ҫынсем иккенне те ӑнланса илнӗ; 14. анчах та сывалнӑ ҫын вӗсемпе пӗрлех тӑнине курса хирӗҫ нимӗн те калайман.

13. Видя смелость Петра и Иоанна и приметив, что они люди некнижные и простые, они удивлялись, между тем узнавали их, что они были с Иисусом; 14. видя же исцеленного человека, стоящего с ними, ничего не могли сказать вопреки.

Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем каланӑ Ӑна: Назарет Иисусӗ ҫинчен, Вӑл пророкчӗ, Турӑ умӗнче те, пӗтӗм халӑх умӗнче те ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ; 20. Ӑна аслӑ священниксемпе пирӗн пуҫлӑхсем вӗлермелле сут тумашкӑн тытса пачӗҫ те хӗрес ҫумне пӑталаттарчӗҫ.

Они сказали Ему: что было с Иисусом Назарянином, Который был пророк, сильный в деле и слове пред Богом и всем народом; 20. как предали Его первосвященники и начальники наши для осуждения на смерть и распяли Его.

Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех