Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫласан (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ара, сана ун пирки Аля пӗр эрне каяллах систернӗччӗ вӗт — итлемерӗн, халь тин, калчу ҫӗре пуҫласан, вӑрантӑн эппин?

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӑкран (хӑйне ӳсме пулӑшакан, хӑвӑрт ӳсекен йывӑҫсене касса сутма пуҫласан) тупӑш та парать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Шӑнтсан, юр ҫума пуҫласан, янтӑ, хатӗр утӑ пур чухне, утса ҫӳресе тӑранма ӳркенеҫҫӗ вӗсем, тӳрех капансем патне пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ, ӑна курса кулма пуҫласан, вӑл савӑнсах пӗрле кулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑй вӗсене тӑхӑнма пуҫласан, ҫӗрелле пӗшкӗннӗ чухне, пуҫне темшӗн айккинелле пӑрса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Каялла кайма пуҫласан, вӑл каллех ман ума пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шкулта, тӑххӑрмӗш класра вӗреннӗ чух, сана юратма пуҫласан, эпӗ хамӑн куҫсем Люсьӑн пек пулманнишӗн, эс ун енне туртӑннишӗн хама хам тем тума хатӗр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Виҫҫӗмӗш капана пуҫласан, эпӗ Шӑнкӑрч питӗ тарӑхса килнине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ял патне ҫывхара пуҫласан, аялалла пӑхрӑмӑр та, эпир кӗрес ҫул ҫине шурӑ пир сарса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Праски те, Анук шӑртланнине илтмен пек, кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Кин, кин… Иксӗр мӑшӑрланса пурӑнма пуҫласан, юрату та килӗ. Эпир те ашшӗпе, хӗрпе каччӑ чухне, пӗр-пӗрне пӗлмен. Мӑшӑрлантӑмӑр та чунтан юратакан пултӑмӑр. Ак ӗнтӗ вӑтӑр ҫула яхӑн килӗштерсе пурӑнатпӑр. Эсир те ҫавах пулӑр. Сӗтел хушшине лар та пирӗн ҫӑкӑра ҫыртса пӑх, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун куҫӗнче хура мӗлкесем ялкӑшма пуҫласан мӗн пуласса чухлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вилӗм ҫывхара пуҫласан ҫеҫ, леш тӗнчере лайӑх вырӑн йышӑнма май тӑвас тесе, вӗсем хӑйсен чунӗсене яриех уҫса кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӳлӗ курӑна пуҫласан, вӗсем тата асӑрханарах утма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хурӑн хуллипе ҫапма пуҫласан, Макҫӑм каласа парасса Огуречников ним иккӗленмесӗрех шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах асни тулса тӑкӑна пуҫласан, йӑвашланать, лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кусем те акӑ, халь тем тума та хатӗрскерсем, шурӑмпуҫ килсен, ҫул ҫинче ҫынсем ҫӳреме пуҫласан, хӑйсем тума шутланӑ ӗҫе тумасӑрах пӑрахса кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урхамах пӗр тӑтӑш юртса чупма пуҫласан, вӑл чӑланта мӗн пулса иртнисене аса илсе шухӑша кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урисемпе тӑпӑртатма пуҫласан, ҫӗр кисреннӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

16 ҫулта платникре тӑрӑшма пуҫласан салтака кайиччен 16 пӳрт тунӑ, мӗн чухлӗ пӑчкӑ ҫурнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Анаталла вӗсем каллех васкаса утрӗҫ, ял палӑрма пуҫласан, майӗпентерех кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех