Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫласан (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрпӳрт, Чӑвакай текен ҫырмасенчен, ҫавӑн пекех ытти ҫырма-ҫатрасемпе вар-улӑхсенчен те ҫурхи шыв анма пуҫласан, пӑр хӑвӑрт кӳпчесе хӑпарма пуҫлать, юлашкинчен, ҫиллине шӑнараймасӑр, унтан та кунтан ҫатӑртата-ҫатӑртата ҫурӑлма пикенет.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахӑртнех, эсир Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӑвӑр ума ҫӗнеймен тӗллев лартатӑр, вӑй пӗтме пуҫласан та ун патне талпӑнатӑр.

Возможно, накануне новогодних праздников вы поставите перед собой недостижимую цель, но даже на исходе сил будете пытаться ее достигнуть.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тупӑсем кӗрлеме пуҫласан вӑрманта кӗтсе тӑракан ҫӗрпӳсем крепость патне йӑртӑх ячӗҫ те тӗлӗнмелле хыпар илчӗҫ: Ар-Сентӗр крепоҫӗ пуш-пушах, Али-Акрампа ун ҫыннисем аманнисене пӑрахса хӑварса Кӑкшамара куҫса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри кӳршӗ ял ҫыннине Якӑптана ачусем выҫӑ ларма пуҫласан хӑвах тархаслӑн ак тесе хӑратса хӑварнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасене асӑрхаттарса хучӗҫ: вӗсен хӑйсен тӗллӗн ҫапӑҫӑва кӗмелле мар, вырӑссем Япанча утлӑ ҫарне хӑваласа килме пуҫласан ҫеҫ вӑрмансенчен сиксе тухса тӑшмана пур енчен те хӑвӑртрах хупӑрласа илме тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Енчен хӑраса тарса ҫӳреме пуҫласан инкекрен хӑтӑлтӑм-ха тесе ан шутла, Кучак ҫыннисем сана таҫта та шыраса тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Таҫтан пуҫласан та ҫисе ямалла, — кулса тавӑрчӗ Адашев.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри хӑй те ятла-ятла тӑкрӗ ывӑлне ун ҫинчен калаҫу пуҫласан.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку чӗпписем хӑйсене хӑйсем тӑрантарса пурӑнма пуҫласан, Квикка тата тепре чӗпӗ кӑларма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Кӑнтӑрла иртсен, кӑштах канса выҫма пуҫласан, каллех кантӑр уйне пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Шуҫӑм ҫути киле пуҫласан тин вӗсем ялалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Кӑҫал ӑна, ӗнесене иккӗн сума пуҫласан, тепӗр уйӑхранах ҫав ята пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Комбайнсем вырма пуҫласан тух, вырма пӑрахсан хваттерелле уттар.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Калаҫма пуҫласан сисӗнсех каймасть.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Сывалма пуҫласан, вӑл нимрен малтан Ивана аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ытлах мана пуҫласан, ҫак шура хурӑн патне килкелесе кур, эпир иксӗмӗр юлашки хут юнашар тӑнине астуса ил.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Халиччен вӑл, хура кӗрччен тенӗ пекех, тулта ҫывӑратчӗ, халӗ, ҫумӑр ҫума пуҫласан, пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫ тӗттӗмӗ хупӑрлана пуҫласан, эпӗ пӗчӗк тимӗр кӗреҫе илсе хурал пӳрчӗ хыҫне тухрӑм, чакалама тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ун патне пыра пуҫласан, вӑл ҫунаттисене сарса, кӑшт ҫӗкленчӗ те каллех ҫӗре ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӗттӗмлене пуҫласан, лаши хартлатма пуҫларӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех