Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫласа (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Екатерина пуҫласа аллине киҫтӗк тытсанах дизайнер-художник пулма ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Унпа 11 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен шӑнкӑравлама май килӗ.

Дозвониться туда будет возможно с 11 часов до 19 вечера.

Пӗрлехи юмах служби ӗҫлет // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/10855.html

Патшалӑх сумне тивӗҫнисен йышӗнче - санитаркӑран пуҫласа ревматологи уйрӑмӗн ертӳҫи таран ҫӗкленнӗ Таисия Прокопьева, Галина Албутова агроном, Валентина Героева вӗрентекен, шкул директорӗ Луиза Иванова, Наталия Сергеева артистка тата ыттисем.

Куҫарса пулӑш

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вун-вун ҫын юнашар тӑрса иртен пуҫласа каҫчен утӑ, пӑрҫа ҫулнине эпӗ те астӑватӑп-ха - ҫава тытса курман ҫын мар.

Куҫарса пулӑш

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кану кунӗсене ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех кунта ирттереҫҫӗ.

Выходные дни с начало весны и до самой осени проводят здесь.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫав кунран пуҫласа хӑй те ӗмӗтленме тытӑннӑ.

С этого дня и сама начала мечтать.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Ку питӗ меллӗ тата хӑтлӑ. Пирӗн патра центра ҫитме йывӑр ялсем те ҫук мар», – тенӗ Дмитрий Медведев ҫакӑн йышши мобильлӗ пулӑшуҫа пуҫласа курнине пытармасӑр.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ахаль рабочирен пуҫласа пысӑк пуҫлӑх таранах.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Клуб кунсерен, кану кунӗсӗр пуҫне, 15 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлет – алӑк ҫинче ҫакӑнса тӑракан график ҫакӑн пирки хыпарларӗ.

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Унтан 239-мӗш миномет полкӗнче 1944 ҫулхи сентябрьтен пуҫласа 1945 ҫулхи ноябрь уйӑхӗччен минометчик пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ыттисем пурте - 1992 ҫулта Испанири Барселонӑра иртнӗ XXV Олимпиадӑран пуҫласа кӑҫалччен.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Пуҫласа Геннадий Егорович ҫурт умӗнче Юр пике калӑпланӑччӗ.

Сначала Геннадий Егорович перед домом слепил Снегурочку.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Американецсем те авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа хӑйсен ҫӗршывне вӑрҫа хатӗрлесе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Малалла эпӗ Григорий Лаврентьевича моряксен хушшинче чи сумлӑ награда шутланакан «За дальний поход» паллӑпа чыслама тӑратнӑ архив справкинчи йӗркесене илсе кӑтартасшӑн: «1962 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа Г. Л. Лаврентьев дизель шыв ай кимми ҫинче хӗсметре тӑнӑ. Асӑннӑ кимӗ 1962 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Куба утравӗ ҫинче ятарлӑ задани пурнӑҫланӑ».

Далее я хочу показать вам строчки из архивной справки о предоставлении на чествование самой значимой наградой среди моряков «За дальний поход» Григория Лаврентьевича: «С 28 сентября 1962 года Г.Л. Гаврентьев служил на дизельной подводной лодке. Указанная лодка с 1 октября по 7 ноября 1962 года на острове Куба выполняла специальное задание».

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Юр хулӑнӑшӗ вырӑн-вырӑнпа 5-рен пуҫласа 75 сантиметрах ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Хӑнасене тӗрӗ эрешрен пуҫласа юрӑ-ташӑ таранах паллаштаратпӑр.

Гостей знакомим начиная от узоров вышивки и заканчивая песнями-танцами.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Уйрӑммӑн палӑртас тетӗп: каллех ку тӗслӗхре те Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн ассоциацийӗ /ИААФ/ ҫӑмӑл атлетсен сумлӑ ӑмӑртӑвӗсене тӑтӑшах пӗр ҫӗршывра, пӗр хулара икӗ хутчен ирттересси пирки пуҫласа йышӑну турӗ.

Хочу особо подчеркнуть, что и в этом случае Международная ассоциация легкоатлетических федераций (ИААФ) впервые приняла решение провести престижные соревнования легкоатлетов два раза подряд в одной стране, в одном городе.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Кун пек ӑмӑрту Раҫҫейре пуҫласа иртет.

Соревнования такого рода пройдут в России впервые.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Шӑпах Чӑваш ҫӗрӗнче Раҫҫейре пуҫласа Пӗтӗм тӗнчери утмалли кун старт илчӗ, унта кашни ҫулах тӗнчери 150 ҫӗршыв ҫынни хутшӑнать.

Именно на чувашской земле впервые в России стартовал Всемирный день ходьбы, в котором ежегодно принимают участие жители 150 стран мира.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Шӑпах Чӑваш ҫӗрӗнче Пӗтӗм тӗнчери V «Раҫҫей - спорт ҫӗршывӗ» спорт форумӗ шайӗнче «Ӗҫлевпе хӳтӗлеве хатӗр» комплекс нормативӗсене йышӑнмалли пӗрлехи кун иртрӗ, ӑна Раҫҫей Правительстви 2015 ҫултан пуҫласа йӑлана кӗртме палӑртать.

Именно на чувашской земле в рамках V Международного спортивного форума «Россия – спортивная держава» был проведен Единый день приема нормативов комплекса «Готов к труду и обороне!», который Правительство России планирует внедрить с 2015 года.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех