Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫланать (тĕпĕ: пуҫлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сыснасем малтан вӗриленеҫҫӗ, апат ҫимеҫҫӗ, урисен ӳчӗ ҫинче хӗрлӗ тӗслӗ ыратакан шыҫӑсем, кайран шывпа тулнӑ хӑмпӑсем пулаҫҫӗ, унтан эрози пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Вӗсем 12-34 сехетрен ҫурӑлаҫҫӗ те эрози пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Шӑпах тепӗр… — следователь кӗпе ҫаннине хӑпартса аллинчи сехечӗ ҫине пӑхрӗ: — ҫирӗм минутран концерт пуҫланать

Ровно через… — следователь, сдвинув манжет, глянул на часы: — ровно через двадцать минут начинается концерт…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫак ирӗк пуҫланать вӑл ҫӗр ҫинче.

Эта воля начинается на земле.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑл 9.30 сехетре пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Урам сад ҫумнех пырса тӑрӑнать, малалла каймасть: малалла, тарӑн ҫырма урлӑ каҫсан, пӗчӗк вӑрман пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑрӑм ҫул утӑмран, аслӑ ҫул сукмакран пуҫланать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӗҫчен ял-йышӑн ӗҫлӗ кунӗ ҫапла пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унсӑр ҫакӑн чухлӗ улмуҫҫие пӗрерӗн сирпӗтсе тух-ха, — пахчаҫӑ тӑпрапа вараланнӑ хыткан аллипе малалла тӑсса кӑтартрӗ: сад икӗ урам хушшинчен пуҫланать те, ҫырма урлӑ каҫса, вӑрман хӗрринех ҫитет.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑвӑртрах ларӑр, юлташсем, кунта халех бомбежка пуҫланать! — хӑрӑлтатакан сасӑпа кӑшкӑрчӗ салтак, ватӑ-вӗтӗсене вакуна ларма пулӑшса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Канашлу культура ҫуртӗнче Советски урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра ирхине 9 сехетре пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Куҫӗҫ-и-ха, хӗл кунӗсем ҫывхарсан, ҫулҫисене тӑкса ҫаралнӑ вӑрманӑн ӗҫӗ тинех пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Унталла ӗмӗрхи вӑрман пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юратни ҫинчен уҫҫӑн калаҫма тата чуптума хӑйнӑ хыҫҫӑн юратӑвӑн вӗҫӗ те ҫавӑнтах пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыран кунта та, Петӗр патӗнче те ахӑрсамана пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нумайӑшӗ вӑл вӑхӑтра чунтан ӗненсех ҫапла шутларӗ пулмалла: ак Мӗшӑпа Кӑкшан тӑрӑхӗнчи, Ар-Сӗнтӗрти пӑлхавҫӑсене сапаласа ятӑмӑр, вӗсен пуҫлӑхӗсене тӗрлӗ майпа пӗрерӗн-пӗрерӗн пӗтерсе тӑкрӑмӑр: тек вӑйлӑ пӑтӑрмах пулассине кӗтмелли ҫук, малашне Хусан ҫывӑхӗнче, Атӑлпа Шур Атӑл таврашӗнче лӑпкӑ пурнӑҫ пуҫланать терӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗншӗн, иксӗмӗршӗн, урӑхла пурнӑҫ пуҫланать халь.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ҫимӗк ыран тин пуҫланать халь. Пин хут та кайса килӗн», — терӗ те урӑх пӗр сӑмах та чӗнмерӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫланать пулас каллех, — терӗ Иштерек атма-сӗрекесемпе аппаланакан Ахтупай патне кӑштӑртатса пырса тӑрса.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑҫта мӗнле те, Сӑр тӑрӑхӗнчи чӑвашсемпе вырӑссемшӗн ӗҫҫи тени утӑ ҫулассинчен пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех