Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫланать (тĕпĕ: пуҫлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсенчен турарах ҫулҫисене тӑкса ҫаралнӑ хӗрлӗ туналлӑ хӑвалӑх пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Кӗҫех кино пуҫланать!

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Пӗр ухмахӑн юратнӑ сӑмахӗ» повесть те ҫавнашкал пӑтӑрмахран пуҫланать: Таранов писатель кӗтнӗ журналӑн черетлӗ номерне аран кӗтсе илет те хӑйӗн калавӗнче «нит» сӑмаха пур ҫӗрте те туртса тухнине курать, вара уншӑн ахӑр самана тапранса каять…

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

201 пӳлӗмре 18 сехетре пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... ravlatp-r/

Пӗр шутлать те Пӑкачав чӑн-чӑн кӗрешӳ халь кӑна пуҫланать пек-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫынсем хушшинче вӑрҫӑ пуҫланать, э-э?

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылай утрӑмӑр, анчах ниепле те кирлӗ сукмак тупаймастпӑр, ӑҫта пырса тухмастпӑр — шурлӑх пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ку вырӑнта чӑнкӑ ҫыран сӗвекленсе ҫитет, лапам вырӑн пуҫланать

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Паян кашта ҫине ларнӑ пулсан, ыран ҫӑмарта туса парать, пирӗн пуясси пуҫланать, — тесе хучӗ ҫакскер.

Куҫарса пулӑш

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Тӑван ҫӗршыв тени вара вӑл кирек камӑн та ҫуралнӑ кӗтесрен, ун таврашӗнчи улӑх-вӑрмансенчен, анлӑ хирсемпе чечеклӗ васансенчен пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.

— Тепӗр ҫур сехетрен экзамен пуҫланать вӗт!!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ку чир куҫа пӗр-пӗр хытӑ япала тирӗнсен е унта каяш таврашӗ лексен пуҫланать иккен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Алӑкранах, сывлӑх сунсанах, ҫакӑн пек сӑмахсенчен пуҫланать яланах калаҫу район хаҫачӗн ҫывӑх тусӗпе - Вӑрнар тӑрӑхӗнче нумайӑшӗ паллакан-пӗлекен Елена Голубцовапа.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ҫынна хисеплесси, паллӑ ӗнтӗ, унӑн ҫи-пуҫӗнчен пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗрӗссипе, кирек мӗнле шухӑшӗ те унӑн Полинӑран пуҫланать те Полинапах вӗҫленет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тен, Ревлен Петрович калашле, пӗтӗм ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ҫав вак-тӗвексенчен пуҫланать?

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ман шутпа, Владимир Сергеевич, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ҫавӑнтан пуҫланать те.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сирӗн ҫӗнӗ ӗҫсем пуҫармалли ӑнӑҫлӑ вӑхӑт пуҫланать.

У вас начинается благоприятный период для новых дел.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав вӑхӑтран пуҫланать те ӗнтӗ электродвигательсемпе анлӑн усӑ курас тапхӑр.

С того времени и начинается период широкого использования электродвигателей.

Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html

Тӑван ҫӗр-шыва юратасси тӑван чӗлхерен, анне сӗчӗпе кӗнӗ чӗлхерен пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех