Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухнӑ (тĕпĕ: пух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирӗксӗрех, ху ҫитӗннӗ, вӗренсе ӑс пухнӑ ҫын пулнине те, ҫутҫанталӑкӑн куҫа курӑнман пулӑмӗсене асра тытнисене те пӑхмасӑр, юмах тӗнчине лекетӗн.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн наука сотрудникӗн, истори наукисен докторӗн Иван Бойко профессорӑн шухӑшӗпе - авторсем ҫак кӗнекере информаци материалӗн питӗ пысӑк калӑпӑшне пухнӑ, вӑл специалистсемшӗн ҫеҫ мар, вулакансен чылай анлӑрах йышӗшӗн усӑллӑ, Чӑваш Енпе пӗтӗм Раҫҫейри информаци уйӗнче тивӗҫлӗ паллаштарать.

Куҫарса пулӑш

Энциклопеди - «Раҫҫей журналистикин ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫинче // Надежда ОСИПОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Чӑвашстат тавар хакӗпе пулӑшу тарифӗн шайӗсем пирки пухнӑ информацие тӗпе хурса экономикӑн уйрӑм секторӗнчи хаксен индексне палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Пухнӑ япалана вӗсем Турци Республикин Хусанти консуллӑхне леҫсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсенчен Тӗрӗкьеле — пулӑшу // Илле Иванов. https://chuvash.org/news/34329.html

2023 ҫулхи Японин статистикин ҫулталӑк кӗнекипе килӗшӳллӗн, унта илсе панӑ 2022 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ тӗлне пухнӑ даннӑйсене илес пулсан, Японире пӗтӗмӗшле 377973,74 тв. ҫх лаптӑклӑ 6852 утрав шутланать.

Согласно Японскому статистическому ежегоднику за 2023 год, содержащему данные, доступные на 30 июня 2022 года, в Японии насчитывается 6852 острова общей площадью 377973,74 кв\. км.

Японири утравсен йышӗ икӗ хут ӳсме пултарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34328.html

Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче ӑс пухнӑ, кайран Горькийри партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ.

Учился в Цивильском сельскохозяйственном техникуме, затем прошел обучение в Горьковской высшей партийной школе.

Хӗрлӗ Чутайри пенсионерсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи 80 ҫул тултарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34298.html

Халӑх тарӗпе пухнӑ тулла тултарттарасшӑн пулчӗҫ!

Это пшеницу-то, собранную трудом народа!..

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Планпа халӑхран пухакан налук 790286 тенкӗ, вӗсем ӑна 1063260 тенкӗ пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Вӑл мана хӑй пухнӑ чӑваш юррисене вулама панӑччӗ, — аса илчӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫук, таврари ялсенчен, пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗнчен пухнӑ пуль ку чечексене…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Мӗне кирлӗ ҫакӑ… чуна хӗнесе пухнӑ мул!..

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ача садран инҫех те мар пурӑннӑ-мӗн, вӑл, сада вӑрттӑн кӗрсе, тӑкӑннӑ улмасене — пусине пухнӑ, анчах ун алли яланлӑхах сусӑрланса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кил картинче Кӗҫтукпа Альтук хӑйсем тавра питӗ нумай кӑвакарчӑн пухнӑ та вӗсене ҫӑкӑр тӗпретсе параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ытлашшине сутатӑп вара, кӑларса тӑкаймӑн ӗнтӗ ырса пухнӑ ырлӑха.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫывӑрма выртиччен эпӗ хам пухнӑ ҫӗнӗ материалсене йӗркелесе лартӑм, Сухви тӗпел кукринче ыран ир валли ҫӗр улми шуратрӗ, Борис пӗр вӗҫӗмсӗр пирус мӑкӑрлантарса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каҫ кӳлӗм, «Шуҫӑм» колхоз хирӗсем ҫинче самолетсем кӗрлеме тытӑнсан, эпӗ хам пухнӑ «материалсене» редакцине ҫитсе пама хулана тухса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл ача ҫуралнӑ ятпа пухнӑ тӑванӗсене, хурӑнташӗсене, ҫывӑх тус-йышӗсене вашаватлӑн хӑналать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кам хуса пухнӑ вӗсене?

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем «Ҫул-йӗр правилисене лайӑх пӗлекенсем», «Пӗрремӗш медицина пулӑшӑвне кӳрессин никӗсӗсем», «Автохула» тата «Велосипедпа фигурӑсем туса ярӑнасси» конкурссенче пуринчен ытла балл пухнӑ, пултарулӑх номерне кӑтартассипе вара – иккӗмӗшсем.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал та – пӗрремӗшсем // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10672-k- ... em-shsem-2

Вӑл ҫарпа политика академийӗнче те пӗлӳ пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патриотсем ҫитӗнччӗр // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10675-pa ... it-nchch-r

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех