Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухнӑ (тĕпĕ: пух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа часрах Укаслу ҫар пухнӑ таврана кайса унти ялсене тустарса тухма, ҫунтарма, хӑшпӗр ҫынсене сӑнчӑрласа Улатӑра илсе килсе хупма турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара хӑй патне пухнӑ хысна укҫине пичӗкене тултарса лартрӗ те Сюльдяшов прапорщике хытарса ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑвайт ҫине пысӑк хуран ҫакрӗҫ, унта пӗтӗм ялӗпе пухнӑ ҫӑмарта ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫынла тумланса ҫӳресе вӑл патька-патша валли пит лайӑх ҫар пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хан вӑл мана та усал нумай кӳнӗ, пӗрле пулса ӑна хирӗҫ тухар, шӗкӗр хулине туртса илер, — тенӗ Мускав патши, вара чӑвашсене пулӑшма ҫар пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунта чи лайӑх ҫарпуҫӗсем, вӑрҫӑра пиҫӗхнӗ хусахсем, хресченсем тата тӗрлӗ халӑхран пухнӑ ушкӑнсем.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав Карлай ӗнтӗ хӑй пек куштансене пухнӑ та кӳршӗ ялтан хӗр вӑрласа килнӗ, лешӗ вара вӑл мӑшкӑлланине чӑтаймасӑр ҫакӑнса вилнӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пухнӑ ута чӑнахах та салатас.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каяс та тухас — капанӗсене пӑсас: Ялсене килсерен пухнӑ ута салтас!!!

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шуртан та, Шуршӑл та, Макаҫ та, Тутар касси те ярать ҫынсене — Ӗҫре пиҫсе ҫитнӗ чӑвашсене Пурмиссӑр пухнӑ халӑх пуххине.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тир таврашӗ, хаклӑ чул, Ылтӑн-кӗмӗл хисепсӗр, Пурҫӑн тутар, тӗрлӗ мул, — Урта пухнӑ тирпейсӗр.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урхан тара халӑхсем Уйри ӗҫе пухнӑ чух Шаккӑлсене шакканӑ, Йӑлӑм енне кайнӑ чух Илпешсене илӗртнӗ…

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мемориала ял ҫыннисем хӑйсен вӑйӗпе тата пӗрле пухнӑ укҫапа тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Тӑван ялта 8 класс вӗреннӗ хыҫҫӑн Еншик Челлӑри вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

В.Савинкин ҫынсенчен пухнӑ газ баллонӗсенчен тимӗр кӑмакасем турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

В.Долгов (74 пин), Ю.Михайлов, В.Волков, А.Ивантаев, И.Романов, Б.Туйманкин - 50-шар пин, В.Петров, А.Картмасов, Д.Тимофеев - 20-шер пин, А.Данилов - 15 пин, Е.Синяков, А.Тимофеев, А.Майоров 10-шар пин тенкӗ пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Уйрӑм ҫынсем те салтаксене пулӑшас тӗллевпе укҫа пухнӑ - М.Селивестров (20 пин), Ф.Вахтеров (10 пин), Сорӑм ялӗнчи пӗр ватӑ ҫын (15 пин, шел пулин те, хушамачӗ паллӑ мар) тата ыттисем те.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Ял ҫыннисем, организацисемпе предприятисенче тӑрӑшакансем, уйрӑм предпринимательсем, муниципаллӑ округ тулашӗнче пурӑнакан ентешсем администраци пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ счет ҫине укҫа куҫарса 720 пин тенкӗ пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Эпӗ вут пек ҫуннӑ чух тӗк минтер ҫинче выртайман, мана вара вӗсем ҫав чей валли пухнӑ курӑкран минтер туса вырттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Маншӑн хулӑн укҫи пама пухнӑ вӗсене Павӑл.

Куҫарса пулӑш

Павӑл мана ҫураҫма пынӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех