Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухнӑ (тĕпĕ: пух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлташӗ фронтра пуҫне хурсан унӑн еткерлӗхне упраса хӑварассишӗн тата ун ят-сумне халӑхра сарассишӗн Аслан питӗ ҫине тӑнӑ, сӑввисемпе фронтран янӑ ҫырӑвӗсене пухнӑ, статьясем пичетлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ертӳлӗхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ку кӗпере пуҫарупа пухнӑ укҫа программипе юсамалла.

По данным руководства администрации Большешатьминского сельского поселения, вскоре этот мост должен быть отремонтирован по программе инициативного бюджетирования.

Кӑлава Шетмӗ ялӗнче пациента урапапа тӗксе тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35114.html

Майӑн 9-мӗшӗнче пограничниксен службин ветеранӗсем ҫине пӑхма кӑмӑллӑ пулчӗ, вӗсене пограничниксен районти ветерансем хушшинче пӗр саслӑн суйласа илнӗ Раиль Валиев пухнӑ та йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

Кӗнекене пухнӑ чухне куҫӗ ӑҫта пулнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

Правилине ӑнланаймарӑм // Сӳпенке Илли. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 12 с.

2009 ҫулта РНП партирен Стамбул мэрӗн суйлавне кандидат пек хутшӑннӑ, пурӗ 36,8% сасӑ пухнӑ.

В 2009 году баллотировался на пост мэра Стамбула от РНП, набрал 36,8% голосов.

Кемаль Кылычдароглу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BB%D1%83

Тата акӑ мӗн каламалла: Сулагаевӑн техникумпа институтра вӗренсе тата кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке вуласа кулленхи пурнӑҫа сӑнаса пухнӑ пӗлӗвӗсӗр пуҫне урӑххи те пур.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Паянхи кун та Ишек вӑтам шкулӗнче математикӑпа физика вӗрентекенскер асӑннӑ темӑпа материал татах та нумай пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Шупашкарта пурӑнакан Романовсен-Морушкинсен пиншер ҫул пухнӑ династине пуҫарса яраканӗ Вера Васильевна Морушкина.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Чӑваш драма театрӗн нумай ҫул хушши ӗҫлесе пухнӑ кӑткӑс историйӗ пур.

Куҫарса пулӑш

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн драма театрӗн нумай ҫул хушши ӗҫлесе пухнӑ историйӗ тата пуян традицийӗ пур.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫӗнӗ пурнӑҫ тума пӗлӳ пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Шуртан та, Шуршӑл та, Макаҫ та, Тутар касси те ярать ҫынсене — Ӗҫре пиҫсе ҫитнӗ чӑвашсене Пурмиссӑр пухнӑ халӑх пуххине.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ку енӗпе иртнӗ ҫулсенче пухнӑ опыт вӑтам професси вӗрентӗвне малалла аталантарма, рабочисен профессийӗсен сумне ӳстерме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Лабораторире Раҫҫей территорийӗнче пыл хурчӗсен ДНКӗнчи чи пысӑк банк пухнӑ ӗнтӗ, ӑна яланах тултараҫҫӗ те ҫӗнетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт специалисчӗсем Беларуҫри пыл хурчӗн популяцине юсаса ҫӗнетме пулӑшӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... sh-3219536

А.И.Баратынский пачӑшкӑ кӑтартса пынипе унччен маларах кӑштах ӑс пухнӑ аслӑрах класри ачасем ҫӗнӗрен килнисене вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Леонард Левый «Прогрессен» ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулнӑран, ҫӗр ӗҫӗнче пуян опыт пухнӑ хастарсене, производствӑна ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ ертӳҫӗпе специалистсене тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тивӗҫлӗ йӗркеленӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... b5%d0%bde/

Хресченсенчен пухнӑ ҫара салтаксен ҫирӗп йӗркине хирӗҫ тӑма йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа часрах Укаслу ҫар пухнӑ таврана кайса унти ялсене тустарса тухма, ҫунтарма, хӑшпӗр ҫынсене сӑнчӑрласа Улатӑра илсе килсе хупма турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара хӑй патне пухнӑ хысна укҫине пичӗкене тултарса лартрӗ те Сюльдяшов прапорщике хытарса ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑвайт ҫине пысӑк хуран ҫакрӗҫ, унта пӗтӗм ялӗпе пухнӑ ҫӑмарта ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех