Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусса (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмпе вунӑ регион килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

Ӗҫе вӗҫлемен пулин те тепӗр уйӑхран вӑл кирлӗ хутсене алӑ пусса панӑ.

Несмотря на то, что работа не была завершена, через месяц она подписала необходимые бумаги об окончании работ.

Заведующие айӑпласшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35663.html

Тахҫантанпа хырӑнманнипе хура сухал пусса илнӗ арҫынна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Эпӗ, ним ҫине пӑхмасӑр, общежитирен тухса тарасшӑн пултӑм, анчах юлташсем, мана иккӗн-виҫҫӗн ҫулса илсе, тарма памарӗҫ, пукан ҫине пусса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Документа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата ВТБ правленийӗн председателӗ – президент ҫумӗ Денис Бортников алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

ВТБ-па килӗшӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетни – инвестици программисене пурнӑҫлама пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

Питӗрте иртнӗ пӗлтӗрхи экономика форумӗнче СПИК 2.0 алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, ӑна тӗпе хурса регионта хута каякан водород перекиҫӗн производствине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнассине асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Денис Мантуровпа Олег Николаев Чӑваш Енӗн малашлӑх аталанӑвӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене сӳтсе явнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/deni ... nn-malashl

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата ТМХ-Энергетика йышӑнӑвӗсем тӑвакан директорсен канашӗн Председателӗ Кирилл Липа, Трансэнергопром ГК генеральнӑй директорӗ Елена Климашевская пӗр-пӗринпе туслӑн хутшӑнса ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫӗнӗ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшӗве ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/19/chav ... om-gk-tran

Кӗркунне ҫав сыснана пусса сутсан — хура кӗрӗк ҫӗлетсе парас, хӑнтӑрӗсем янтӑ, йывӑҫ ҫӑвӗ те пур…

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ӗнтӗркенӗ йывӑҫсен сулхӑнӗ айӗнчи симӗс курӑк пусса илнӗ урапа ҫулӗ, кӑшт нӳрӗ те пиҫӗскер, урасене аялтан резина пек таптарса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Сан уру йӗрне пусса ҫитереймӗн ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Эльвира йӑпшӑнса, чӗрне вӗҫҫӗн пусса сада кӗчӗ те хурлӑхан тӗми айӗнчи пӗчӗк сак ҫине чӳречене хирӗҫ ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗрачи, чӑнах та, хултӑрчисене хӑюсӑррӑн пусса хускатать, тулли ҫӗрӗ патне аллине чӗтренчӗклӗн тӑсать…

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Шыва — лӗри вӑрман ҫӑлкуҫне, тепри улӑх тӑрӑх каять, эпир, ҫырма урлӑ каҫса, пураллӑ пусса ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Вырӑс географи обществипе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ Килӗшӳ экологи туризмне аталантарса пыма пысӑк вӑй-хӑват хушӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вырӑс географи обществин» регионти уйрӑмӗн Попечительсен канашне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пырӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/09/virs ... -popechite

— А-алра-ан ка-айми-и а-аки-су-ухи-и… — сассине илемлӗн чӗтретсе, пуҫне тӳрӗ тытса, сарлака кӑкӑрӗнчи сывлӑша вӑраххӑн пусса кӑларчӗ Георгий.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Уй илемӗ куҫа курӑнми пулнӑн, ӑш-чик пушанса юлнӑн, ватлӑх пусса ҫитернӗн туйӑнчӗ ватӑ тракториста ывӑлӗ, Якур, умран кайсан, уй-хир Якурсӑр тӑрса юлсан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Картлашкасем ҫине сассӑр пусса анакан Лисук ҫине пӑхмасӑр: — Ан кай, Лисук, пӗрлех пулар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Пӗлтӗрхи ҫӳллӗ ӳснӗ типӗ ҫумкурӑк хушшинче хурлӑхан тӗмӗсем темле мӗскӗннӗн курӑнса лараҫҫӗ, армак-чармак туратлӑ улмуҫҫисемпе чиесене ҫын алли пырса тӗкӗнмен темелле, пахчана талккӑшпех шӑрт пек хунав пусса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑйӗн йӑнӑшне ӑнланса илнӗ пек, лаша чарӑнчӗ те сылтӑм урисене хуҫлатса, сулахай урисемпе мелсӗррӗн пусса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех