Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусса (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ ҫырма хушшинче чарӑнса, юнкун кӑвакал пусса, вӗсем тӳркӗлли тунӑ…

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мужиксем пусса ӳкернӗ сурӑх пек, пуҫӗсене ҫӗклеме те хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн пуп — ҫурмачӑваш, ҫапах чӑвашсене выльӑх вырӑнне те хумасть, пурне те пусса тухма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Упа ами ӑна тӑшман тесе шутланӑ пулас, хӑвалама тытӑннӑ, ҫитсе пусса антарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр урипе вӑл халь те вилӗм тӑпри ҫине пусса тӑрать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ вӑл мӑшлата-мӑшлата хӗре вырӑн ҫине пусса ӳкерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ вӑл йӑла кивве юлнӑ ӗнтӗ, халӗ, ав, выльӑх пусса чӳк тӑваҫҫӗ, ҫапла парне параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«И-и-и, йытти епле хамлатать те, ара, хурахсем килсе пусса кайсассӑн та илтес ҫук Савантер!» — ҫаплах мӑкӑртатрӗ Атей.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тавӑрма кирлӗ, тавӑрма! — тесе кӑшкӑрса янӑ Испухан, пуп патне сиксе ҫитсе, ӑна пусса ӳкернӗ, пӑва пуҫланӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрача, кушак пек шӑппӑн пусса, путмар патне пычӗ те старик тӗлне пӗшкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Документа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев, «Атӑлҫи комбайн завочӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗ Андрей Водопьянов, «Текстильмаш» акционерсен уҫӑ обществин генеральнӑй директорӗ Николай Алтушкин тата Н.В. Рудницкий ячӗллӗ Ҫурҫӗр Хӗвел тухӑҫ центрӗн Федерацин аграри енӗпе ӗҫлекен тӗпчев институчӗн филиалӗн Чӑваш Енри наукӑпа тӗпчев институчӗн директорӗ Андрей Фадеев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Кӗтмен инкек-синкекех пусса кайсан пӗтет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак Еркиней ярса илет Туйсара Шӑнӑрланнӑ аллипеле ӗнсе чиккинчен, Анчах Туйсарӗ те пӗр самантра Пусса илет хуллине чавса кукринчен…

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Темле йывӑр ҫӑк ӑна пусса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Халь вӑхӑчӗ те шӑп хӗрсе ҫывӑрмалли вӑхӑт тата ыйхӑ та пусса киле пуҫларӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюк пӳрнисемпе хупаха хыпашлать, пусса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Иккӗшӗ те кашни утӑма сыхланса пусса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Енчен те таҫта инҫетре пӗр питӗ пуян та питӗ ватӑ мандарина [китай улпучӗ] пӗр кӑмӑлпа кӑна [кнопка пусса, тӗслӗхрен], юнсӑр, пӳрнепе тӗкӗнмесӗр, Парижран тухмасӑрах вӗлерме май пулнӑ пулсан тата унӑн пуянлӑхне хӑвна илме пултарсан, ҫавна никам та пӗлмест, ҫавӑншӑн нихҫан никам та айӑплаймасть пулсан — ҫапла тунӑ пулӑттӑр-и?»

Куҫарса пулӑш

Мандаринне вӗлернӗ пулӑттӑр-и? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1316

Арлан Антунӗ ӗмӗрне те ялтан аяккалла ура пусса курман.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Тух вӑн анкартине, анраҫарӑк пусса илет ҫӗрулмие.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех