Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусса (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Верук ӑна хырӑмӗнчен икӗ аллипе пусса пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Чӑваш Республикинче ҫӗртме уйӑхӗн 24-25-мӗш кунӗсенче асӑннӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетме плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Павӑл тата кил хуҫине кӑркка пусса, вӑр-вар какайласа, тирпейлесе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ҫапла майпах вӑл, йывӑррӑн хӑшлаткаласа, урисене майӗпен хӑпарткаласа пусса, кивӗ утӑ сарнӑ аслӑк ҫине хӑпарса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Саркалансах ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ сарӑ супӑнь, ҫул курӑкӗ, чемчен, хӑлха ҫакки, чавка пуҫ, вӗлтӗрен, хупах пусса илнӗ кӑштра килхушшинче автан та, чӑх та курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

А-а-а-а-а! — тавра шӑплӑхне ӑшне тавӑрсах ҫурса ячӗ вӑл качака таки ун патнелле урисене хыттӑн пусса пӗр тӑкӑс талтлаттарса ҫывхарнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лешӗ, мӑшлаткаласа, урисене ҫурма тӑлланӑ пек явкаласа пусса, пациент патне тӳнкки-тӳнкки пычӗ те: — Ӑҫта ыратать? — тесе мӑклатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Алӑк сулли урлӑ урине кире пуканӗ ҫакса янӑ пек йывӑррӑн ярса пусса, хӑйӑк-хайӑк сывлакаласа, кӗҫех пӳлӗме хӑлтӑхланнӑ кӑптӑркка тумлӑ, ватӑ еннелле сулӑннӑ харшав арҫын — хура, ҫатрака мӗлке пуҫ — кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пусса тирне сӳсе ҫӗлӗк те ҫӗлеме пултаратӑп, кам туянас тет, сутма та пултаратӑп!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӗрарӑма тав туса, чӑматанӑма алылмаш йӑтса, эпӗ вӗҫевлӗ, ҫутӑ кӑмӑлпа, умри ӗҫе тӗплӗн, шӑйрӑк-шайрӑксӑр тӑвас ҫӗкленӳпе ҫав ҫурт (вӑл Атӑл ҫыранӗнчен ҫур ҫухрӑм аякра, урамра иккен) еннелле нӑкӑ пусса танлӑн вашлатрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Силуэтланса хуралса тӑракан пурӑнмалли ҫуртсен (ку таврашра ҫӗрне-кунне пӑхмасӑр ӗҫлекен предприятисем, хапрӑк-савӑтсем ҫук пулас) пӑч-пач чӳречисенче мӗлтлетекен имшер, вӗтӗлти ҫутӑсем те ыйхӑ пусса килнӗ ҫыннӑн сӳрӗк халсӑр куҫӗсем евӗрлех.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тунсӑх, йывӑр тунсӑх хупӑрласа, пусса илчӗ Павӑл чӗрине, тараватлӑ ҫавра питне кӗрхи йӗпе-сапа йӑтӑнса килсе хупласа хучӗ, куҫӗнчи йӑлтӑркка та самаях тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Куратӑп: ҫак иксӗмӗрӗн пӗрлехи инкекӗн кахӑр чулӗ сан чӗрӳне пӗр вӗҫӗм пусса, ыраттарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Павӑл лӑхлатсах кулса ячӗ, ун йӗрӗ ҫине пусса, Лена та чечеклӗ кулӑпа йӑвашланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Павӑл, пусса килнӗ шӑпчӑк ыйхине сиркелесе, пичӗ ҫине пӗр-пӗр юнӗҫен вӑрӑмтуна вӗҫсе пырса ларнӑ пулӗ тесе, кӑтӑкланнӑ вырӑна ал лаппипе ҫат! ҫатлаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӗр виҫҫӗмӗш чечеке татас тесе кукленнӗччӗ ҫеҫ, сасартӑк Пурис ӑна ҫавӑрса тытрӗ те чӑрсӑррӑн, чӑртмаххӑн ҫӑварне пӗрчӗ, вара вырӑнтах пусса ӳкерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк унӑн пуҫне яка чул пек пусса, тимӗр хӗскӗчӗ пек хӗскӗчлекен, анкӑ-минкӗлентерекен сӗрӗмӗ сӗвӗрӗлсе илнӗ пек те пулчӗ, вара хаяр, сӳрӗнкӗ куҫне йывӑррӑн, туртӑнтарса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗн тумалла? — хурав шырама талпӑнтаракан «педаль» ҫине мӗнпур ӑстӑн вӑйӗпе пусса, алла ӑнсӑртран лекнӗ пӗчӗк турат хуҫса илсе ҫыртса лартрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йывӑҫа урапа пусса пӑхрӗ — авӑнмасть пек.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Тӗслӗ тимӗр-тӑмӑр! — «йӗпе ҫӑрти таранах пусса кӗртрӗ» Полина (ун чухне институтри комсомол комитечӗн членӗ), унтан ҫемҫенрех хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех