Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пускӑчин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Степан, йӗнер пускӑчин чӗнне аллипе ҫирӗп ҫавӑрса тытса, ҫур ҫухрӑма яхӑн Григорий лашипе юнашар чупса пырать.

Степан сжал ремень стремени в руке, с полверсты бежал рядом с конем Григория.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Любишкин кӗлеткишӗн ун кӗсри питех те лутра, ураран вӗҫертнӗ йӗнер пускӑчин чӗнӗ кӗсре чӗркуҫҫисенчен те аяларах усӑнса сулланать темелле; кукӑрӑлса ларнӑ юланутҫӑ, юмахри евӗрлех, пӗчӗк имшеркке лашине хӑйӗн паттӑрла урисем хушшине хӗстерсе, ҫӗклесе пынӑн туйӑнать…

По росту Любишкина кобыла была так мала, что распущенная стременная скошевка болталась чуть не ниже ее колен; казалось, что согбенный всадник, как в сказке, несет ледащую лошаденку промеж своих богатырских ног…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ санӑн картишӗнчен кӑна ҫапла ҫуран утса тухатӑп, урамра мана хамӑн автомобиль кӗтсе тӑрать, — шӳтлесе илчӗ чун хавалне ҫухатман подпоручик, унтан, Половцев йӗнер ҫине утланса ларсан, йӗнер пускӑчин чӗнӗнчен ярса тытрӗ те: — Ну, князь, тӑшман станне ҫитиччен, сиккипех вӗҫтер, эпӗ ҫуран та каях юлмӑп-и, тен, — терӗ.

— Это я только с твоего двора, а там на улице меня ожидает собственный автомобиль, — пошутил духа не сронивший подпоручик и, дождавшись, пока Половцев сел в седло, взялся за стремянной ремень: — Ну, скачи, князь, до вражьего стану, авось я пешой не отстану!

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех