Шырав
Шырав ĕçĕ:
пурӑнакана (тĕпĕ: пурӑнакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Эй ывӑлӑм! кӗлмӗҫ ҫӑкӑр ыйтнӑ чухне памасӑр ан тӑр, ӗмӗтленсе пӑхакан куҫа тилмӗрттерсе ан ӗшентер; 2. выҫӑпа касӑлакан чуна ан хурлантар, ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакана ан кулянтар; 3. хурланнӑ чуна ан кӳрентер, ҫук ҫынна парассине вӑраха ан яр; 4. пусмӑр тӳсекене, тархасласа пулӑшу ыйтаканскере, пулӑшмасӑр ан хӑвар; кӗллекен кӗлмӗҫрен ан йӗрӗн; 5. ыйтаканран куҫна аяккалла ан тарт, хӑвна ылхантарма сӑлтав туса ан пар ҫынна; 6. ҫапла вӑл чунӗ хурланнипе сана ылханӗ те, ӑна Пултаракан унӑн кӗллине илтӗ.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Усал ҫыннӑн хӗн курасси нумай, Ҫӳлхуҫана шанса пурӑнакана ырӑлӑх хупӑрлать.10. Много скорбей нечестивому, а уповающего на Господа окружает милость.
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ырӑ шӑршӑ Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулнӑ, вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Хӑй ӑшӗнче каланӑ: этем пирки ҫӗре урӑх ылханмӑп ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн этем кӑмӑлӗ мӗн ҫамрӑкранах усал; халӗ тунӑ пек тумӑп, пӗтӗм пурӑнакана урӑх нихӑҫан та пӗтермӗп: 22. ҫӗр сывӑ чухне акассипе вырасси, сивӗпе шӑрӑх, ҫупа хӗл, кунпа каҫ нихӑҫан та чарӑнса лармӗҫ, тенӗ.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2