Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫӗнче (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эрех-сӑрана пула ҫавнашкал пӑтӑрмах сиксе тухрӗ Игнат Петрович пурнӑҫӗнче», — теҫҫӗ хӑш-пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кирек кам та хӑй пурнӑҫӗнче мӗнле те пулин йӑнӑш тума пултарать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Инҫетри Казахстанра пурӑннӑ май Таранов виҫӗ уйӑха яхӑн чӑвашла пӗр япала та вуламан, ҫав хушӑра тӑван республика пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Телефонпа калаҫнӑ чух хӑйне сасӑран палласа илейменшӗн Таранов пурнӑҫӗнче пӗр Инесса кӑна йӗрес пекех кӳреннӗччӗ тахҫан-тахҫан.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапла, юлашки вӑхӑтра Таранов пурнӑҫӗнче кунпа ҫӗр кӑна мар, чунсӑр тата чунлӑ япаласем те пӗр-пӗринпе пӑтрашӑнса кайрӗҫ, ун пек чухне ӑҫтан ҫывӑрӑн!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫак уяв ҫӗршыв пурнӑҫӗнче парламентаризм пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине уҫӑмлӑн палӑртма пулӑшать.

Этот праздник призван отметить роль, которую парламентаризм играет в жизни страны.

Олег Николаве Раҫҫей Парламентаризмӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/27/gla ... aet-s-dnem

Ҫын хӑй пурнӑҫӗнче асӑрханмасӑр пӗр пӗчӗк йӑнӑш — пӗчӗк йӑнӑш! — туса хурать те, ҫав йӑнӑш кайран унӑн кун-ҫулӗнче пысӑк хурлӑх пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ку вӑл Янасловшӑн, паллах, кирлӗ япала, Ермолаев халь пӗлтернӗ хыпарсем ӑна питӗ интереслентерчӗҫ (вӑл ҫапла пулмалла та), анчах Эрхип апла пулин те хӑй юлташӗн пурнӑҫӗнче ҫак самантра чи кирли вӑл ҫак халь пӗлтернӗ хыпарсем мар, пачах та урӑххи иккенне тӑршшӗпех туйса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Анчах хӑйӗн самантлӑх вӑйсӑрлӑхӗпе-и е малалла мӗн кӗтнине пӗлмесӗр, ҫын пӗр пӗчӗк йӑнӑш туса хурать те, ҫав йӑнӑш унӑн пурнӑҫӗнче калама ҫук пысӑк трагеди кӑларса тӑратма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Актерпа драматург хушшинчи конфликт — театр пурнӑҫӗнче килӗшӳллӗ япала мар, ҫапах та вӑл пирӗн йӑлана хӗсӗнсе кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫак хушӑра пирӗн республикӑн культурӑллӑ пурнӑҫӗнче мӗнешкел пысӑк улшӑнусем пулса иртни пуриншӗн те паллӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Виҫӗ ҫул каярах пирӗн республикӑн культурӑллӑ пурнӑҫӗнче пысӑк событи пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Кирикпе Улькка пурнӑҫӗнче ялти халӑха ун пек-кун пек калаҫтаракан тӑрлавсӑр хӑнтӑр-хӑнтӑр чӑнах пулса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав ҫулхине унӑн пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Пуху вӑл — пуху, унта ҫынсем ҫинчен асӑрханарах калаҫмалла-тӑр, вӗсен пурнӑҫӗнче халӑх умӗнчех сӑмахпа тӗкӗнмелле марри те пур.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Республика пурнӑҫӗнче библиотека йӗркелесе ирттерекен куравсемпе презентацисем, конференцисемпе литература каҫӗсем, конкурссемпе фестивальсем, пысӑк масштаблӑ культура акцийӗсем паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Ҫапла Укаслу пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут аслӑ ӗҫе сутакан ҫынпа тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Им ӗҫекен ҫынсем ыттисенчен маттуртарах, кӑмӑллӑрах пулнӑ, вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче ытларах ырӑ ӗҫ тума тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслупа Пинер пурнӑҫӗнче те ҫак юрӑри пекех пулса иртрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫыннӑн пурнӑҫӗнче ҫул пысӑк вырӑн йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех