Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫӗнче (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл унӑн пурнӑҫӗнче чи ҫутӑ ҫӑлтӑр пек йӑлтӑртатса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса фермӑра хӑй вырӑнне тупре пулсан, ҫемье пурнӑҫӗнче те хӑйӗн чӑн-чӑн вырӑнне тупмаллах.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса пурнӑҫӗнче халӗ тӗлӗнмелле вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халиччен нихҫан та ун пурнӑҫӗнче ҫакӑн пек хирӗҫӳллӗ, йывӑр самант пулманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗҫре ҫеҫ мар, культура пурнӑҫӗнче те ыттисемшӗн тӗслӗх пулнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Ӗнерхи салтаксенчен чылайӑшӗ паянхи кун тивӗҫлӗ канура пулсан та, вӗсем округӑн кулленхи пурнӑҫӗнче маттур пулни савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫлӑ митинг пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Ачасен пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ йӗр пуҫланать: занятисем, калаҫусем, праҫниксем, вӗсене тавралӑха лайӑхрах пӗлме, мӗне те пулин вӗренме, хӑйне пӗлме, хӑйӗн интересӗсене пӗлме пулӑшаҫҫӗ.

Начинается новая полоса в их жизни: занятия, беседы, праздники, помогающие лучше познать окружающий мир, чему-то научиться, узнать себя, определить свои интересы.

Ача садӗнчи Пӗлӳ кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... un-3416379

Тимӗр Акташшӑн вара ҫав кунсем унӑн пурнӑҫӗнче самай тарӑн йӗр хӑварнӑ пулас та вӑл ГКЧП пирки кашни ҫул ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Вӗсем спорт ҫын пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/

Учитель кашни ачан пурнӑҫӗнче мӗн тери тарӑн йӗр хӑварни ҫинчен эпир час-часах шутламастпӑр та.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Ҫавнашкал йӗркене пирӗн творчествӑллӑ коллективсен хальхи пурнӑҫӗнче те курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Мускавра нумаях пулмасть чӑваш музыкипе искусствин каҫӗсене ирттерни республикӑн культурӑллӑ пурнӑҫӗнче паллӑ событи пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Совет Союзӗнчи Коммунистсен партийӗн ХХ-мӗш, унтан тата ХХII-мӗш съезчӗсен историлле решенийӗсем: уйрӑм ҫынна пысӑка хунин юлашкийӗсене хирӗҫ парти ҫирӗппӗн кӗрешни, парти пурнӑҫӗнче ленинла нормӑсем туса хуни — ҫаксем пурте пирӗн обществӑн ӑс-тӑн пурнӑҫӗнче чӗрӗ те хӑватлӑ вӑй пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Чӑваш Енре пурӑнакансен кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче спорт тӗп вырӑнта тӑрать тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Ҫав каҫ Кирилл пурнӑҫӗнче тарӑн йӗр хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӑйсен пурнӑҫӗнче малтанхи хут тракторпа авӑн ҫапнӑччӗ унта Хирвар ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Унччен маларах вӗсен пурнӑҫӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ: Шупашкарти пасарта Алиса улма-ҫырла сутакан пӗр этемпе паллашать те унпа пӗрле кӑнтӑралла вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫак уяв кашни ҫын пурнӑҫӗнче чи пӗлтерӗшли.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш класпа сывпуллашнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/v-rent/2023-05-2 ... hn-3272321

«Эрех-сӑрана пула ҫавнашкал пӑтӑрмах сиксе тухрӗ Игнат Петрович пурнӑҫӗнче», — теҫҫӗ хӑш-пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кирек кам та хӑй пурнӑҫӗнче мӗнле те пулин йӑнӑш тума пултарать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех