Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫӗнче (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Камайӑн нервисем чӑтаймарӗҫ, вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут хӗрарӑм ҫине алӑ ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Яр Минеслуна, ывӑлӑм, эппин ӑна пурнӑҫӗнче ҫав укҫа манран ытларах кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Хӑрушӑ вӑрҫӑ вӑхӑчӗ ун пурнӑҫӗнче манӑҫми йӗр хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Ҫемье – кашни ҫын пурнӑҫӗнче чи кирли.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗ тӗлне // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ne-3765204

Шкул кашни ачан пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

Куликовсен ҫемйин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ вара Владимир Владимировичпа Раиса Григорьевнӑн кун-ҫулне ҫеҫ ҫутатмасть-ха, вӗсен пурнӑҫӗнче тӗл пулакан кашни ҫыннах хӑйӗн ҫуттипе ӑшшине парнелет.

Куҫарса пулӑш

Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej

Ҫамрӑк каччӑсен пурнӑҫӗнче вӗсене салтака ӑсатса ярасси чи пӗлтерӗшлӗ те яваплӑ пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑка салтака ӑсатрӗҫ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11949-camr-k ... aka-satr-c

- Эпир ҫак акци халӑх сывлӑхне упраса хӑварас енӗпе пӗлӳ шайне ӳстерессе тата ҫынсене кулленхи пурнӑҫӗнче сывлӑх тата ырлӑх уссипе улшӑнусем тума хавхалантарасса шанатпӑр, - каласа панӑ Республикӑри общество сывлӑхӗпе медицина профилактикин тӗп врачӗ Алиса Мамаева.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен халӗ автобусра та пӗлме пулать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3756695

Пӑлаки аппана хапха патӗнче кӗтсе илни унӑн пурнӑҫӗнче чи телейлӗ те савӑнӑҫлӑ самантчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«Глинка, Пушкин, Лермонтов пурнӑҫӗнче те ҫав майлах пулнӑ», — тӗнӗччӗ мана пӗррехинче Шура.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Политика пурнӑҫӗнче ҫав вӑхӑтран консерваторсемпе (NNP — премьерсем: Герберт Блейз, Бен Джонс, Кит Митчелл) либералсен (NDC — премьерсем: Николас Брэтуэйт, Тиллман Томас, Джордж Бризан) сылтӑм партисем хуҫаланаҫҫӗ.

В политической жизни с тех пор доминируют правоцентристские партии консерваторов (NNP — премьеры Герберт Блейз, Бен Джонс, Кит Митчелл) и либералов (NDC — премьеры Николас Брэтуэйт, Тиллман Томас, Джордж Бризан).

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

1970-мӗш ҫулсенче патшалӑхӑн политика пурнӑҫӗнче Эрик Гейри ертсе пыракан Гренадӑн Пӗрлешӗннӗ лейбористсен партийӗ малти вырӑна йышӑннӑ.

В 1970-х годах в политической жизни господствовала Объединённая лейбористская партия Гренады во главе с Эриком Гейри.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Анчах ҫав тумсемпе йӑласем чӑвашсен иртнӗ вӑхӑтри пурнӑҫӗнче пулнӑ, ҫавӑнпа та Тилли юррисем пек произведенисенче тӗл пулма пултараҫҫӗ те, вырӑнлӑ та.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Радиовещани вара ӗҫ ҫыннисен пурнӑҫӗнче йӑлана ҫирӗп те яланлӑхах кӗчӗ, вӗсене политикӑлла тата культурӑллӑ воспитани парас ӗҫре партин хӑватлӑ хӗҫ-пӑшалӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Совет халӑхӗсем хӑйсен аслӑ ҫӗршывӗнче, ирӗклӗ пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ тапхӑра — коммунизма анлӑн туса пымалли тапхӑра кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫавна кура Эллиотт пурнӑҫӗнче пӗр йышӑну та тума пултарайми пулса тӑнӑ: вӑл мӗн тӑхӑнмаллине те, мӗн хыҫҫӑн мӗн тумаллине те ниепле те татайман, пӗр вӗҫӗмсӗр +/- танлаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл-туйӑм мӗн усси? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1457

Колхоз пуҫланнӑ малтанхи ҫулсенчех 60 ача вырнаҫмалӑх ача сачӗ туса лартни те ял пурнӑҫӗнче лайӑх улшӑнусемпе палӑрнӑ, мӗншӗн тесен ачасем садике тӳлевсӗр ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Унӑн тӑрӑшулӑхӗ колхоз пурнӑҫӗнче уҫҫӑнах палӑрма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Район пурнӑҫӗнче паллӑ вырӑн йышӑннӑ ҫынсем ҫинчен хаҫат страницисенче ҫутатса парасси тахҫантанпах йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Фронта танксем леҫсе таврӑннӑранпа хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн пулса иртнине, ялти хыпарсене йӑлтах ҫырма тӑрӑшрӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех