Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурлӑхна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пуҫтарса кай хӑвӑн пурлӑхна.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унтан хӗрхеннӗ пек пулчӗ: пӗтӗм пурлӑхна хӑварса, ҫири кӗпе йӗмпе тухса кай, вара каҫаратӑп, унсӑрӑн — хуптаратӑп, тет…

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ак ӗнтӗ улпут-тавраш тамашша, Парне кӳрсе пур пурлӑхна халалла!

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Илсе пыр хупа пӗрле пӗтӗм пурлӑхна: уйсенчен те, улӑх-ҫаранран та, ҫырма-ҫатрасенчен те, вӑрмантан та.

— Подари ты ему свои несметные богатства: поля, луга, реки, озера, леса добрые.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сан ырлӑху никам виҫейми, сан пурлӑхна та ӗмӗрне шутласа кӑларас ҫук.

Добро твое неизмеримо, богатства твои неисчислимы.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр арҫынпа пӗрлешӗн те, вӑл сан мӗнпур пурлӑхна сутса ӗҫсе пӗтерӗ, вара урӑх хӗрарӑм патне кайса кӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аслӑ хӗрӗсем: пурлӑхна ҫухатса хӑвармарӑн-и, тесе тӗпчеҫҫӗ; кӗҫӗн хӗрӗ пурлӑх ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн те мар, вӑл ашшӗне ҫапла калать:

Стали старшие дочери его допрашивать, не потерял ли он своего богатства великого; меньшая же дочь о богатстве не думает, и говорит она своему родителю:

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Ха, салаттарас килмест-ха апла пухнӑ пурлӑхна!

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Хӑҫан эсӗ, Ефимушка, хӑвна ҫав ӗҫсем тӗлӗшӗнчен салатса пӗтерӗн-ши, пурлӑхна салатса пурӑнаканскер!

— И когда ты, Ефимушка, расточишь себя в делах этих, расточитель?

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Пӗлетӗн-и, ман шутӑмпа, княҫпа пӗр пытармасӑр калаҫсан питӗ лайӑх пулӗччӗ, — терӗм эпӗ, — манӑн ӑна: сана эпӗ этем вырӑнне хурса хисеплетӗп, анчах сан пурлӑхна йышӑнса юлма шутламастӑп, эсӗ ман валли нимӗн те халалласа ан хӑвар, ҫапла тума килӗшсен кӑна эпӗ сан патна килсе ҫӳрӗп, темелле.

Знаешь, я думаю, гораздо бы лучше прямо объясниться с князем, — говорил я, — сказать ему, что я его уважаю как человека, но о наследстве его не думаю и прошу его, чтобы он мне ничего не оставлял, и что только в этом случае я буду ездить к нему.

XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Халӗ эпир пурлӑхна ҫырса тухатпӑр.

Зараз мы произведем опись имущества.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Чухӑнсен пуххи сана, гражданин Фрол Дамасков, килтен кӑларса ямалла, пӗтӗм пурлӑхна тата выльӑх-чӗрлӗхне конфискацилемелле туса постановлени йышӑнчӗ.

— Собрание бедноты постановило тебя, гражданин Фрол Дамасков, выселить из дома, конфисковать все имущество и скот.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

22. Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: санӑн тата пӗри ҫитеймест: мӗнпур пурлӑхна сут та чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн мулу тӳпере пулӗ; кайран таврӑн та Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ.

22. Услышав это, Иисус сказал ему: еще одного недостает тебе: все, что имеешь, продай и раздай нищим, и будешь иметь сокровище на небесах, и приходи, следуй за Мною.

Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене те каланӑ: пӗр пуян ҫын пулнӑ; унӑн кил-ҫурт пӑхаканни пулнӑ; ҫавӑн ҫинчен ӑна «вӑл санӑн пурлӑхна салатса пӗтерет» тесе хыпар ҫитернӗ; 2. хуҫи ӑна чӗнсе илнӗ те каланӑ: «сан ҫинчен мӗн илтетӗп эпӗ капла? пурлӑхӑма епле пӑхса-упраса тӑни ҫинчен тӗппипе каласа пар — текех эсӗ манӑн кил-ҫуртӑма пӑхса тӑраймастӑн» тенӗ.

1. Сказал же и к ученикам Своим: один человек был богат и имел управителя, на которого донесено было ему, что расточает имение его; 2. и, призвав его, сказал ему: что это я слышу о тебе? дай отчет в управлении твоем, ибо ты не можешь более управлять.

Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Иисус ун ҫине пӑхса, ӑна юратса каланӑ: санӑн тата пӗри ҫитеймест: кай та мӗнпур пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн мулу тӳпере пулӗ; кайран таврӑн та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ.

21. Иисус, взглянув на него, полюбил его и сказал ему: одного тебе недостает: пойди, все, что имеешь, продай и раздай нищим, и будешь иметь сокровище на небесах; и приходи, последуй за Мною, взяв крест.

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Иисус каланӑ ӑна: пур тӗлӗшпе те сӑваплӑ пулассу килет пулсан, кай та пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар; вара санӑн пурлӑху тӳпере пулӗ; унтан кил те Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ.

21. Иисус сказал ему: если хочешь быть совершенным, пойди, продай имение твое и раздай нищим; и будешь иметь сокровище на небесах; и приходи и следуй за Мною.

Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

61. Пӗтсе ларнӑскер, эсӗ вӗсемшӗн улӑм вырӑнне пулӑн, вӗсем саншӑн вут-кӑвар пулӗҫ — 62. вара сана, санӑн хулусене, санӑн ҫӗрне, санӑн тӑвусене тӗп тӑвӗҫ, санӑн пур вӑрманупа ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫусене ҫунтарса ярӗҫ; 63. ывӑлусене тыткӑна илсе кайӗҫ, пурлӑхна туртса илӗҫ, санӑн мухтавна тӗп тӑвӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.

61. Разоренная, ты послужишь для них соломою, а они для тебя будут огнем; 62. и истребят тебя, и города твои, землю твою, горы твои, все леса твои и дерева плодоносные сожгут огнем. 63. Сыновей твоих уведут в плен, имущество твое захватят в добычу, и славу твою истребят.

3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Хӑвӑн йӗрӗхӳсемшӗн, пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче тунӑ ҫылӑхусемшӗн Эпӗ пурлӑхна, пӗтӗм мулна ҫаратса пӗтерме парӑп.

3. Гору Мою в поле, имущество твое и все сокровища твои отдам на расхищение, и все высоты твои - за грехи во всех пределах твоих.

Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче тунӑ ҫылӑхусемшӗн Эпӗ пурлӑхна, мулна тӳлевсӗр-мӗнсӗр ҫараттарӑп; 14. тӑшманусемпе пӗрле ху пӗлмен ҫӗршыва ярӑп: Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ — вӑл сирӗн ҫинче ҫунса тӑрӗ, терӗ.

13. Имущество твое и сокровища твои отдам на расхищение, без платы, за все грехи твои, во всех пределах твоих; 14. и отправлю с врагами твоими в землю, которой ты не знаешь; ибо огонь возгорелся в гневе Моем, - будет пылать на вас.

Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Кунҫулу вӗҫленсессӗн, вилӗмӳ ҫитсессӗн, ӗнтӗ пурлӑхна халалласа хӑвар.

24. При скончании дней жизни твоей и при смерти передай наследство.

Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех