Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑп (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ айӑплисен ушкӑнне лекме шутламастӑп, ҫавӑнпа та вӑл тата унпа пӗрле эсир пӗтнине эпӗ мирлӗн пӑхса тӑраканни пулӑп.

Я в компанию подсудимых попасть не желаю и посему остаюсь на позиции мирного созерцания неминуемой гибели — его и вашей вместе с ним.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗ сирӗн ӗҫӗре пӑхса тӑма хавас пулӑп, — нимӗн те пӑлханман пек пулса каларӗ те вӑл, тухса кайрӗ.

Рад буду лицезреть ваши подвиги, — сказал он почти спокойно и вышел.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ӗҫе пӗтерсен, тепӗр сехетрен кунта пулӑп; ҫапах та хам ӗҫе вӑраха хӑварма ҫук, тесе шутлатӑп.

Через час буду здесь, после того как покончу с делом, которое все-таки считаю неотложным.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Тӗрӗс, анне, эпӗ те пуян хӗр пулӑп.

— Правильно, мама, и я богатая невеста буду.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Атьӑр хур-акӑшла выляр, эпӗ кашкӑр пулӑп, — Миша хӑрлатса пӗчӗккисем патнелле ыткӑнчӗ.

Давайте в гуси-лебеди играть, вот я буду волк, — и он, рыча, двинулся на мелкоту.

Миша килчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Шыв хӗрринелле кайсан, эпӗ ӑна каллех хирӗҫ пулӑп, тен.

Если я отправлюсь к речке, может быть встречу его опять.

LXХVIII cыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл шухӑшлать: «Манӑн халӗ вӑй пур, ку чӗпӗ начар. Эпӗ ӑна тинӗс урлӑ каҫарӑп. Вӑл пысӑкланса вӑйланӗ, эпӗ ватӑлса вӗҫейми пулӑп. Эпӗ тӑрӑшнине аса илсе, вӑл мана пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна илсе ҫӳрӗ-ши?» — тет.

и подумал: теперь я силен, а он слаб, я перенесу его через море; а когда он станет велик и силен, а я стану слаб от старости, вспомнит ли он мои труды и будет ли переносить меня с места на место?

Ҫӑханпа чӗпписем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӗсене курсан, вӑл пит савӑнса ӳкет, хӑй шухӑшлать: «Ӗнтӗ эпӗ кунпа пайтахчен тутӑ пулӑп, анчах пурне те пӗрре ҫисех пӗтерес мар-ха, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ҫиес, нимӗн те сая ан кайтӑр: малтан хытӑраххине ҫиес, кайран ҫемҫине, тутлӑраххине ҫийӗп», — тет.

Волк обрадовался и подумал: «Теперь я буду долго сыт; только я не стану есть всего вдруг, а буду есть понемногу, чтобы ничего не пропало: сперва съем что пожестче, а потом закушу тем, что помягче и послаще».

Кашкӑрпа ҫӗмӗрен // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӗрӗм, эсӗ чӗкеҫ пулса, шыв ҫинче вӗҫсе ҫӳре; ывӑлӑм, эсӗ шӑпчӑк пулса, ҫурӑм-пуҫпа юрӑ юрла; эпӗ куккук пулӑп, вилнӗ упӑшкамшӑн хуйхӑрса, авӑтса ҫӳрӗп», — тенӗ.

Ты, дочка, будь птичкой ласточкой, летай над водой; ты, сынок, будь соловейчиком, распевай по зарям; а я буду кукушечкой, буду куковать по убитому по своему мужу».

Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӑранипе Атӑла йӑлӑна пуҫланӑ: «Атӑл аппам, каҫар мана, эпӗ санӑн йӑмӑку пулӑп, тархасшӑн, мана Хвалын патшалӑхне ҫитер», — тенӗ.

Назвалась меньшой сестрой и попросила Волгу довести ее до Хвалынского царства.

Атӑлпа Вазуза // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Халь эпӗ пулӑп сан лашу.

Теперь я буду твоей лошадкой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Купӑс калаканни вара хам пулӑп.

А гармонистом я сам буду.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Атту темрен тем туса пӑрахнӑ пулӑп.

А то не знаю, что с тобой сделаю.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эсир мана «Пилигримӑн» капитанӗ туса хутӑр, ҫавӑнпа ман карап ҫинчи пӗтӗм пассажирсем хӑрушлӑхран тухса ҫӑлӑничченех эпӗ капитан пулӑп!

Вы назначили меня капитаном «Пилигрима», и я останусь капитаном до тех пор, пока все пассажиры моего корабля не окажутся в безопасности!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Килӗр пирки ан пӑшӑрханӑр: эпӗ кашни кунах кунта пулӑп.

За дом не беспокойтесь: я каждый день буду здесь.

Ҫыру // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Эпӗ калатӑп, суймастӑп, пӗлеп: хальхи тӑрӑшуллӑ хлынсем, шӗвӗрсем ҫинче — пӗр пӗччен! — парӑмра пулӑп эп.

Я утверждаю и — знаю — не налгу: на фоне сегодняшних дельцов и пролаз я буду — один! — в непролазном долгу.

Поэзи ҫинчен фининспекторпа калаҫни // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 78–87 с.

Хам эпӗ вӑй ҫитнӗ таран штурвал умӗнче пулӑп.

Сам я буду стоять у штурвала, сколько хватит сил.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шухӑшланӑ-ши эп, — ҫулталӑк иртсен Санпала — пӑрахутпа тӗл пулӑп, тесе?

Думал ли, что через год всего встречусь я с тобою — с пароходом.

Нетте юлташа — пӑрахута-этеме // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 50–53 с.

— Апла ан кала-ха, Шерккей шӑллӑм, калатӑп вӗт, кирлӗ чухне, ами, эп сана пит кирлӗ пулӑп.

— Ты что, Шерккей, не говори так, я тебе еще ох как пригожусь!

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пиҫиххи начар пулсан, мӗнле офицер пулӑп эпӗ», — ҫырса ячӗ вӑл.

Какой я буду офицер, если ремень у меня совсем никуда не годится».

Ульяновскран килекен хыпарсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех