Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Этемсем хушшинче Симпа Сиф мухтава тухнӑ, анчах Турӑ пултарнӑ пурӑнан чун хушшинче чи ҫӳлте тӑраканни — Адам.18. Прославились между людьми Сим и Сиф, но выше всего живущего в творении - Адам.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсене Хӑйӗн вут-ҫулӑмӗпе пӗтерсе, вӗсен тӗлӗшӗнчен Вӑл кӗтрет пултарнӑ.24. Он сотворил над ними чудо, истребив их пламенем огня Своего.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ааронран малтан ҫакӑн пек илем ӗмӗрне те пулман: 16. унӑн йӑхӗнчен тухманни ҫапла тӑхӑнман, унӑн ывӑлӗсемпе унӑн тӑхӑмӗсем ҫеҫ яланах ҫавӑн пек тумланма пултарнӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пурне те Ҫӳлхуҫа пултарнӑ, таса пурӑнакансене Вӑл ӑслӑлӑх панӑ.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вут-кӑвара, ҫӑвакан пӑра, выҫлӑха, вилӗме — ҫакна пурне те тавӑрмашкӑн пултарнӑ; 37. тискер кайӑк шӑлӗ, ҫӗлен-калта сӑнни, ҫылӑхлӑ ҫынна тавӑрса вилӗм кӳрекен хӗҫ 38. Турӑ хушасса анчах хавасланса кӗтсе тӑраҫҫӗ, ӗнтӗ вӗсем кирлӗ вӑхӑта хатӗр, хӑйсен вӑхӑтӗнче Унӑн сӑмахӗнчен иртмӗҫ вӗсем.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Хӑш ҫиле этеме тавӑрмашкӑн пултарнӑ, вӑл вӗрнӗҫемӗн хаярланса пырать, тулашать, 35. вирхӗннӗҫемӗн кӑраланать, хӑйне Пултараканӗн хаярлӑхне ҫырлахтарать.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Малтанласах ыррисемшӗн ыррине, ҫылӑхлисемшӗн усаллине пултарнӑ.31. От начала для добрых создано доброе, как для грешников - злое.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. «Мӗскер-ши ку? мӗне кирлӗ-ши ку?» теме юрамасть: пурне те кирлӗрен пултарнӑ.27. Нельзя сказать: « что это? для чего это?», ибо все создано для своего употребления.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ырӑ шӑршӑ тӗтӗр, тырӑ-пулӑ парни кӳр, ҫуллӑ-техӗмлӗ парне пар, вӑю ҫитнӗ таран пар; 12. эмелҫӗне те ан ман, ӑна та Ҫӳлхуҫа пултарнӑ, сан патӑнтан пӑрахса ан кайтӑр вӑл: сана кирлӗ вӑл.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эмелҫӗ вӑл — кирлӗ, ӑна хисепле: ӑна Ҫӳлхуҫа пултарнӑ, 2. сиплес хастарлӑхне ӑна Ҫӳлти Турӑ парать, вӑл патшаран парне илсе тӑрать.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эрехсӗр мӗн пурӑнӑҫӗ вӑл? ӑна этеме савӑнтарма пултарнӑ.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кам ҫылӑха кӗме пултарнӑ, анчах ҫылӑха кӗмен, усал тума пултарнӑ, анчах ун пек туман?11. Кто мог погрешить - и не погрешил, сделать зло - и не сделал?
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗн пуррине пӗтӗмпех ӗмӗр Пурӑнаканӗ пултарнӑ; Ҫӳлхуҫа анчах тӳрӗ.1. Все вообще создал Живущий во веки; Господь один праведен.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑйсене кура вӗсене вӑй-халлӑ тунӑ, вӗсене Хӑй сӑнарлӑ пултарнӑ, 4. вӗсем тискер кайӑка, кайӑк-кӗшӗке пуҫ пулччӑр тесе, мӗнпур чӗрчуна этемрен хӑраса тӑмалла тунӑ.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа этеме ҫӗртен пултарнӑ, ӑна каялла ҫӗре кӗртнӗ.1. Господь создал человека из земли, и опять возвращает его в нее.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсем малтанласах Хӑй палӑртса хунӑ пек пулса пынӑ, вӗсене Вӑл пултарнӑ чухнех пайласа уйӑрнӑ.26. По определению Господа дела Его от начала, и от сотворения их Он разделил части их.
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Турӑ этеме пуҫламӑшӗнчех пултарнӑ та ӑна хӑй ирӗкӗпе пурӑнмашкӑн хӑй аллинех панӑ.14. Он от начала сотворил человека и оставил его в руке произволения его.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑслӑлӑха Вӑл Хӑй пултарнӑ, ӑна Вӑл курнӑ, виҫсе тухнӑ, 9. ӑна Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫӗ ҫине сарӑлтарнӑ, 10. Вӑл ӑна пур чуна та парнеленӗ, уйрӑмах — Хӑйне юратакансене парса тухнӑ.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсен илемӗпе киленсе вӗсене турӑсем тесе пуҫҫапнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа вӗсенчен епле лайӑхрах иккенне пӗлмеллех пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Вӑл, илемӗн Сӑлтавӗ, пултарнӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.