Шырав
Шырав ĕçĕ:
41. Иккӗмӗш кунхине Эсӗ тӗрек ангелне пултарнӑ, ӑна шыва пайлама, шывран шыва уйӑрма хушнӑ, пӗр пайӗ ҫӳлелле ҫӗклентӗр, ыттийӗ вара аялтах юлтӑр тенӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эпӗ сана пӗлтернӗ ҫак пулас ӗҫсем хыҫҫӑн чӗрӗ юлакан хӑй те ҫӑлӑнӗ тата Эпӗ ҫӑлнине те, Эпӗ пултарнӑ тӗнче пӗтнине те курӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Эпӗ ӗнтӗ ҫапла каларӑм: хуҫамӑм, тархасласах ыйтатӑп: эхер те эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑв пултарнӑ тӗнчене кам урлӑ сут тунине кӑтартсамччӗ Хӑвӑн чуруна, терӗм.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Шухӑшла хӑвах: эсир халӗ кӳлепепе хӑвӑртан маларах ҫуралнисенчен пӗчӗкрех; 55. сирӗн хыҫҫӑн ҫуралакансем вара сирӗнтен те пӗчӗкрех пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн пултарнӑ япаласем ватӑлса пыраҫҫӗ, яшлӑх ҫирӗплӗхӗ иртсе кайнӑ, терӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Пӗчӗк ача ҫуратма пултарайман пек, ватӑлнӑ хӗрарӑм урӑх ҫуратма пултарайман пек, Эпӗ те Хам пултарнӑ тӗнчене ҫапла пайланӑ, терӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур вӑрмантан, ҫӗр ҫинчи мӗнпур йывӑҫран иҫӗм ҫырли йывӑҫҫине ҫеҫ суйласа илнӗ; 24. Эсӗ пӗтӗм ҫӗртен пӗр айлӑма ҫеҫ суйласа илнӗ, тӗнчери мӗнпур чечекрен лилие ҫеҫ суйласа илнӗ; 25. Эсӗ мӗнпур тӗпсӗр тинӗс шывӗнчен пӗр юханшыва ҫеҫ тултарнӑ, туса лартнӑ мӗнпур хуларан Хӑвна валли Сиона ҫеҫ тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 26. Ху пултарнӑ мӗнпур вӗҫен кайӑкран кӑвакарчӑна ҫеҫ Хӑвӑн тесе каланӑ, Ху пултарнӑ мӗнпур выльӑхран Хӑвна валли сурӑха ҫеҫ суйласа илнӗ; 27. нумай йышлӑ мӗнпур халӑхсенчен Эсӗ Хӑвна валли пӗр халӑха ҫеҫ суйласа илнӗ, ӑна юратнӑ, ӑна пурне те юрӑхлӑ саккун панӑ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ чӑн пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пӗччен пултарнӑ чухнех, каланӑ, тӑпрана хушнӑ, 5. тӑпра Сана пурӑнӑҫ паллисӗр Адам кӳлепине панӑ.Ты сказал от начала, когда един основал землю, и повелел персти, 5. и дал Адаму тело смертное,
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ — вӗҫсӗр-хӗрсӗр, виҫсе тухма ҫук ҫӗре пултарнӑ Патша, нимӗн ҫитменнине те пӗлменскерӗ — ҫакӑ хулана суйласа илнӗ, Хӑвӑн мухтавушӑн ҫакӑ вырӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, ҫавӑнта тӗлӗнмелле чаплӑн курӑнса, Эсӗ ӑна мухтава кӑларнӑ, ҫапла Хӑвӑн аслӑ та хисепе тивӗҫлӗ ятна мухтавлӑ тунӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ пурне те пултарнӑ, пурне те йӗркелесе тӑратӑн, Эсӗ — тӳрӗ Патша: чӑрсӑрланса та хӑйне асла хурса мӗн те пулин тӑвакансене Эсӗ сут тӑватӑн.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Чыслӑ вилӗме мӑшкӑллӑ пурӑнӑҫран маларах хурса, вӑл хӑй ирӗкӗпе асап йышӑннӑ, аша сура-сура кӑларнӑ, 20. пурӑнӑҫа юратсан та, ҫиме юраманнине ҫиес мар тесе ҫирӗп тӑракан ҫын ҫапла ҫеҫ тума пултарнӑ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кӗлли ҫапла пулнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Пурне те Пултарнӑ Турӑ, хӑрушӑ та вӑйлӑ, тӳрӗ те хӗрхенекен кӑмӑллӑ, пӗртен-пӗр Патша, ырӑлӑх кӑтартакан, 25. пӗртен-пӗрех пурне те паракан, пӗртен-пӗрех тӳрӗ те пурне те пултаракан, ӗмӗрех пур Турӑ, Израиле мӗнпур усаллӑхран ҫӑлса пыракан, аттемӗрсене суйласа илнӗ, вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Туррӑмӑр!
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Симон вӗсем улталаса калаҫнине сиснӗ, анчах кайран халӑх хӑйне курайми пулмаллах ӳпкелеме ан тытӑнтӑр тесе, Трифон патне кӗмӗл те, Ионафан ачисене те ӑсатнӑ, 18. халӑх: «Симон кӗмӗл тӳлеменрен тата ачасене ӑсатманран Ионафан вилчӗ» тесе калама пултарнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа — тӳпене карӑнтарнӑ, ҫӗре никӗсленӗ, этем ӑшӗнчи сывлӑша пултарнӑ Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: 2. акӑ Эпӗ Иерусалима таврари халӑхсемшӗн пуриншӗн те ӑншӑрт курки туса хурӑп, Иерусалима тӑшмансем хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра Иудӑшӑн та ҫапла пулӗ.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл вӗсене каланӑ: эпӗ еврей, тӳпе Туррине, тинӗспе типҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа Турра, пуҫҫапса пурӑнатӑп, тенӗ.9. И он сказал им: я Еврей, чту Господа Бога небес, сотворившего море и сушу.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара, кам мӗнле пултарнӑ пек, ҫӗмӗрнӗ хӳме шӑтӑкӗсем витӗр тухӑр, ҫуртӑрсенчи мӗнпур япалӑра пӑрахса хӑварӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Даниил хирӗҫ хуравланӑ: эпӗ алӑпа ӑсталанӑ йӗрӗхсене пуҫҫапмастӑп, чӗрӗ Турра — тӳпепе ҫӗре пултарнӑ, мӗнпур чӗрӗ чуна тытса тӑракан Турра — пуҫҫапатӑп, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑвна пултарнӑ кунран пуҫласа йӗркесӗр ӗҫсем тума пуҫличчен пур ҫулу ҫинче те эсӗ тӳрӗ пултӑн.15. Ты совершен был в путях твоих со дня сотворения твоего, доколе не нашлось в тебе беззакония.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Райра, Турӑ пахчинче, пурӑннӑ эсӗ; санӑн тумна хаклӑ чулпа эрешленӗ; рубин, топаз, алмаз, хризолит, оникс, яспис, сапфир, карбункул тата изумруд, тата ылтӑн — ҫакна пурне те, ӑста харшаласа, сан ҫине ҫакнӑ, ку эреше сана пултарнӑ кун хатӗрленӗ.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана ӑҫта пултарнӑ, эсӗ хӑш ҫӗртен тухнӑ, сана ҫавӑнта сут тӑвӑп: 31. сан ҫине Хамӑн ҫиллӗме ярӑп, сан ҫине Хамӑн хаярлӑхӑмӑн вут-ҫулӑмне ҫитерӗп, сана тискер ҫынсен, вӗлерме пӗлекен ҫынсен, аллине парӑп.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иҫӗм йывӑҫне лайӑх хире тулӑхлӑ шыв хӗррине лартнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл туратсем хунатма, ҫимӗҫ ӳстерме, тӗлӗнмелле хӳхӗм иҫӗм йывӑҫӗ пулма пултарнӑ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.