Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулнӑскер (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл нимӗҫсем ҫак аэродром ҫине бомбӑсем тӑкнине, вӗҫсе хӑпармалли тӳрем уйра ҫӗр куписем сирпӗннине, вӗсем хушшинче, фугаслӑ бомбӑсем ҫурӑлнипе ним илтми пулнӑскер, Оля унталла та кунталла ыткӑннине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах Завьялов пек ҫын, кадровӑй офицер пулнӑскер, йӑх-ях мар, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын — епле пулсан та ним пӗлмен ҫар ҫынни мар, «пурне те ӑнланаканни» — шӑп та шай ансӑр та мар, сарлака та мар брюки тӑхӑнса ҫӳремелле.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӗкӗлтура та, чечек тусанӗпе сап-сарӑ пулнӑскер, хавассӑн нӑрлатать.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чкаловск поселокӗ, малтан Василево ятлӑ ял пулнӑскер, ҫурри ту ҫинче, ҫурри лапамра ларать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

«Ӗлӗкех литература форумӗсене ҫӳрекенскер, пӗрремӗш съездра делегат пулнӑскер, иккӗмӗшне те килнех пуль», — шухӑшлатӑп.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Натюк та, кӑшт лӑпланнӑ пек пулнӑскер, пукан ҫинчен тӑчӗ те, мана калама ҫук курайман куҫӗсемпе ҫунтарса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вӑрманти тӑманасен пыйтине тӗпчесе наукӑсен кандидачӗ пулнӑскер тет ҫынни.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ку вӑл — унӑн ӳчӗн пӗр пайӗ, чунри хусканӑвӗсене уҫса, каласа пама пулнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Авланса ачаллӑ та пулнӑскер, анчах ҫамрӑк чухнехи пекех ниҫта лайӑххӑн ӗҫлеме пӗлмесӗр тӗнче касса, ҫӗмйине хӑйпе пӗрле хуларан хулана сӗтӗрсе ҫӳрекенскер.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Завод лартакан стройтрест управляющийӗнче халь ҫӗне ҫын, унччен урӑх стройтрестӑн главнай инженерӗ пулнӑскер, ӗҫлет тенине илтессе илтнӗччӗ-ха эп, анчах курма тӳр килменччӗ ӑна, ятне-хушаматне те пӗлместӗмччӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Петр Васильевич, пуҫӗ ҫине кӗтмен инкек татӑлса аннӑран ӑсран тайӑлнӑ пек пулнӑскер: «Чухлатӑп эп вӑл камне, ӑна тавӑрма киреметрен хаяртарах меслет шыраса тупатӑп акӑ», — тесе ҫӳрет имӗш…

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Студири ӗҫе Л. Романенко, В. Дмитриева, М. Денисов, В. Ефимов, Т. Соколова тата ытти солистсемпе пӗрлех пирӗн театра ҫӗнӗрен килнӗ П. П. Назиу солист та (Одессӑри опера солисчӗ пулнӑскер) хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пысӑк театрта солист пулнӑскер, П. Я. Понтрягин доцентпа институтӑн аслӑ преподавателӗ С. Л. Трегубов, час-часах Шупашкара килсе, вокалистсене вӗрентес ӗҫе йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Мучи вӑрҫӑ ҫулӗсенчех сухалне ҫитӗнтерекен ватӑ пулнӑскер халь тӑхӑрвуннӑран та иртнӗ пуль ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эсир, вӑрҫӑра пулнӑскер, Берлина ҫитнӗ паллах.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Э-эс… пире п-пӑрахса… кайрӑн т-тесе, — нӑшӑклатрӗ вӑл, нумай йӗнипе калаҫайми пулнӑскер.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кун пирки хӗрарӑмпа канашласшӑнччӗ, анчах лешӗ, хӑраса ӳкнипе анкӑ-минкӗ пулнӑскер, ӑслӑ сӑмах калама пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Те ҫӑлчӗҫ вӗсем государе, те вилӗм патне илсе пычӗҫ, Алюнов, ҫарта чылай хушӑ пулнӑскер, вӑрҫӑ йӗркине ӑнланать: государьӑн ҫарӗ пысӑкчӗ, иртнӗ ҫапӑҫура унӑн ҫӗнтермеллехчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, васканипе лач шыв пулнӑскер, ҫи-пуҫне хывма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Эпӗ ухӑпа янӑ ҫӗмрен хӑвӑртлӑхӗпе ҫӳлти палубӑна ҫиҫтерсе хӑпартӑм та, хашки пулнӑскер, ҫамка ҫинчи сивӗ тара шӑла-шӑла, анчӑка вӑйратнӑ куҫӑмпа пӑрахутӑн хыҫалти карлӑкӗнчен ытамларӑм, куратӑп: «Шурӑ пӑнчӑ» дебаркадер ҫинчен санкӑлт-санкӑлт чупса тухрӗ те ҫаплах шӑнкавлӑ, шултра хӑйӑрлӑ ҫыран хӗррипе тӑвалла вӑркӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех