Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ, вара каҫсерен, чей хыҫҫӑн каҫхи апатчен эпӗ хуҫасем валли «Московский Листок» — Вашковӑн, Рокшанинӑн, Рудниковскин романӗсене тата кичем пулнипе ниҫта кайса кӗме пӗлмен ҫынсен апат илӗртмешкӗн ҫырнӑ ытти литературӑна хыттӑн вуласа ларатӑп.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрарӑмсем ҫинчен матроссем, салтаксем, ҫӗр чавакансем мӗнле калаҫнине эпӗ пӗлсе тӑраттӑм, эпӗ кураттӑм: арҫынсем хӑйсем хӗрарӑмсене улталас ӗҫре ҫивчӗ пулнипе тата хӗрарӑмсемпе хутшӑнас ӗҫре тӳсӗмлӗ пулнипе яланах пӗр-пӗрин умӗнче мухтанатчӗҫ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑвӑрӑн ӑсталӑхӑрпа, яваплӑхӑрпа тата ӗҫӗре юратнипе, юнашар вӑй хуракансемпе тимлӗ пулнипе палӑрса тӑратӑр.Вас отличает профессионализм, ответственность и преданность делу, внимание и чуткость к ближнему.
Почта ҫыхӑнӑвӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://chuv.cap.ru/news/2021/07/10/chvas ... chta-cihnv
Калаҫассине, паллах, кирлӗ пулнипе ҫеҫ калаҫнӑ, мӗншӗн тесен арлӑхсем пӗр-пӗринпе сӗмсӗрӗн хутшӑнни ытла та час-часах пирӗн кус умне пулатчӗ, пире ытла та кӳрентеретчӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Магазинта чупкаласа тумалли тата килте те ӗҫ нумай пулни те эпӗ ытла та кичем пулнипе ҫывӑрса кайнӑ пек ҫӳреттӗм: хама магазинтан хӑваласа яртарма мӗн те пулсан сӑлтав тупӑнтӑр тесе, час-часах шухӑшлаттӑм.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Астӑватӑп, намӑс пулнипе кӑштах ҫӗр тӗпне путмарӑм эпӗ.
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ӗнер ҫак меслет ҫинчен Павӑлпа Вук шутласа пӑхнӑччӗ ӗнтӗ, анчах ку ытла та теветкелле пулнипе ӑна вӗсем ҫийӗнчех пӑрахӑҫларӗҫ.До этого варианта додумались накануне Павле и Вук, но тут же отвергли, как слишком рискованный.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫак шухӑш унӑн ҫынсемпе тӳрех ҫыхӑнас йӗрке пулнипе, вӑл хӑйӗн шухӑшне кӗскен те ӑнланмалла каласа пама пӗлнипе, унтан та ытларах, металлистсем вӗсем революционерпа коммунистшӑн чи пысӑк квалификаци пулнипе тухса кайнӑ.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Акӑлчан Сербире партизансен отрячӗсем мӗн чухлӗ пулнипе интересленчӗ, вӗсем Титопа ҫыхӑну тытни-тытманни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, Павӑл ӑна ответлемерӗ, ун умӗнче темиҫе четнике тӗпченӗ май, хӑйсем мӗнле ҫынсем пулнине ӑна кӑтартас тесе, унпа калаҫма чарӑнма шутларӗ…
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑрамалли вара пулнах; кунта юншӑн антӑхакан утлав текен индеецсемпе судран пӑрӑннӑ вӑрӑ-хурахсем, правительство чарнине пӑхмасӑрах вӑрмансене касса пӗтерекен колонистсем, вилӗм таканӗ айӗнчен тарнӑ тӗрлӗрен авантюристсем нумай пулнӑ, ҫак штатӑн хӗвеланӑҫ пайӗ халӗ те-ха хӗрлӗ ӳтлисемпе буйвол тытакан сунарҫӑсен хушшинчи тискер ҫапӑҫусем пулнипе, хӑрушӑ Линч сучӗпе палӑрса тӑрать.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӗсене пӗлтерме маннине ҫав ӗҫӗ кӑткӑс пулнипе ӑнлантарса пама пулать.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Тинӗсе ҫывӑх пулнипе, хулан ку пайӗ айлӑмра выртнипе урамри шыв кӳленчӗкӗсем нихҫан та типмеҫҫӗ, пур енче те хуралтӑсем ларакан пӗчӗк те тӑвӑр площадьсем вара яланах пылчӑкпа ҫӑрӑлакан пӗвесене аса илтереҫҫӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӑрман ҫӑра пулнипе тӑшман курӑнмасть.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗррехинче вӗсем партизансене ҫакнӑ буксем айӗнче ҫывӑрнӑ иккен, каҫ тӗттӗм пулнипе партизансем ҫакӑнса тӑракансене асӑрхаман та мӗн.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл Сербири партизансен отрячӗсем мӗн чухлӗ пулнипе интересленчӗ, вӗсене Раҫҫей пулӑшать-и, Боснире Тито епле вӑйсен командирӗ пулса тӑрать, тесе ыйтрӗ.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ку Морава хӗрринчи пысӑк ял пулнине курчӗ, анчах, тӳремлӗхри пур ялсем те пӗр евӗрлӗ пулнипе, малтанах ку яла палласа илеймерӗ.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тирек ращинче тапӑртатни илтӗнет — партизансем ытла сивӗ пулнипе шӑннӑ урисене ӑшӑтаҫҫӗ.В тополях раздавалось постукивание солдатских башмаков: у партизан зябли ноги.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑшпӗр чухне вӑл хӑй пӗчӗккӗ пулнипе пытанса ӗҫленӗ, ача пекех кулкаланӑ, хӑшпӗр чухне ялти нимех те пӗлмен ҫын пек пулнӑ, тепӗр чухне хӑйӗн шанчӑклӑ тусӗсем — партизансем пулӑшнипе пытанса юлнӑ.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫав тери ҫирӗп чӑтӑмлӑх пулнипе ҫеҫ Кларк тенкел ҫинчен сиксе тӑмарӗ.Только огромным усилием воли Кларк заставил себя не вскочить со скамейки:
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сирень сапакисемпе Япони чийин турачӗсем унӑн пичӗсем ҫумне ачашшӑн сӗртӗнеҫҫӗ, ҫӳҫне тӑрмалаҫҫӗ, хӑйсем сулхӑн пулнипе Кларка уҫӑлтарсах яраҫҫӗ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.