Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пире кукамайӑн менелникӗ пулассине тата пирӗн ҫак кун тӗлне парнесем хатӗрлемеллине пӗлтерсен, ман пуҫа кукамая хисеплесе ҫак кун ячӗпе сӑвӑ ҫырса парас шухӑш пырса кӗчӗ, часах рифмӑллӑ икӗ йӗрке тупрӑм, ыттисене те ҫакнашкалах хӑвӑрт тупасса шантӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пирӗн ҫурта килсе кӗнӗренпех ассӑн сывлама та йӗме чарӑнмарӗ; ҫакӑ, вӑл малашне мӗн пуласса калама пултарнине ӗненекенсен шучӗпе, пирӗн килте темле инкек пулассине пӗлтерет имӗш.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ мӗнле тусан лайӑхрах пулассине кӑна пӗлмерӗм: чӗнмесӗр вирхӗнсе иртмелле-и е кӑшкӑрашса-и?Я не знал только, что лучше: молча ли проскакать или крикнуть?
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Малашне мӗн пулассине каланисем пирки, — хушса хучӗ вӑл, кӑштах шарламасӑр ларнӑ хыҫҫӑн, ассӑн сывласа: Ie suis payee pour y croire; аттен вилес кунне ҫеҫ мар, сехетне те Кирюша чылай малтан тӗп-тӗрӗс систерни ҫинчен каласа кӑтартнӑччӗ пулас эпӗ сана.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ вӑл вунпиллӗкмӗш ҫултанпа турӑ ҫынни пек пулма тӑрӑшнине, хӗлле те, ҫулла та ҫара уран ҫӳренине, мӑнастирсене пыра-пыра кайнине, хӑй юратнӑ ҫынсене пӗчӗк турӑшсем парса парнеленине аванах пӗлетӗп; унӑн ӑнланмалла мар сӑмахӗсене хӑшпӗрисем малашне мӗн пулассине систерни вырӑнне хураҫҫӗ; вӑл урӑхла пурӑннине нихҫан та никам та курман; сайра-хутра вӑл асанне патне кӗркелесе тухать, пӗрисем каланӑ тӑрӑх, вӑл пуян ҫынсен тивлетсӗр ывӑлӗ, таса чунлӑ ҫын; теприсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ахаль хресчен ҫеҫ, ҫитменнине кахал хӑй.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уча шухӑша кайрӗ: вӑрҫӑ хыҫҫӑн мӗн пулассине вӑл тӗплӗн пӗлет, анчах ун ҫинчен халӗ калама пултараймасть-ха.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫакӑ пирӗншӗн юлашки вӑрҫӑ пулассине эпӗ питех те ӗненетӗп.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ирӗклӗхшӗн кӗрешме вӑл хӑй вӑйне, хӑй пурнӑҫне парать, Бояна — хитрелӗхне, пурнӑҫра мӗн пурринчен чи хаклине — ача амӑшӗ пулассине парать.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Шурӑ Стена ҫине улӑхасси ывӑнса ҫитнӗ выҫӑ партизансемшӗн, ҫитменнине тата йывӑр аманнисем те чылай, ҫӗнӗ тӗрӗслӳ пулассине лайӑх пӗлчӗҫ пулсан та, урӑх нимӗн сӗнме те пултараймарӗҫ вӗсем.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӗрешес пулать, тен, мӗн пулассине те пӑхмалла мар.
7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Мӗн пулассине кам пӗлет-ха! — кӗске хура куҫхаршиллӗ пысӑк та шывлӑ куҫӗсене хӗсе-хӗсе илсе, Сима пуҫне иккӗленӳллӗн сулларӗ.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пирӗнпе мӗн пулассине эсӗ пӗлмеллех.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уча калаҫнӑ вӑхӑтра Павӑл, тем аван мар пулассине малтанах туйнӑ пек, асаплӑн ҫӗрелле пӑхса, хӑйӗн ҫӑра ҫырӑ ҫӳҫ пайӑркисене пӗтӗрсе ларчӗ.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫакнашкал маневрпа нимӗҫсене улталама пулассине шанать имӗш вӑл.Он был уверен, что этим маневром они смогут ускользнуть от немцев.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл васкать, колоннӑран, мӗн пулассине пӗлменнинчен, хӑрушла шӑплӑхран, вӑрманта ҫил пӗр чарӑнмасӑр та пӗр евӗрлӗ шавланинчен тарасшӑн тейӗн.
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ангелина Семёновна сӑмахӗсем мана кун самаях кӗскелсе ҫитнине, ҫу кунӗсем иртсе пынине тата кӗҫех Сашӑпа, кукаҫипе, Липучкӑпа сывпуллашмалла пулассине аса илтерчӗҫ…
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
«Ӑс-тӑн апатне», кӗнекесене, малалла мӗн пулассине тата мӗнпе пӗтессине тӳсме ҫук пӗлессӗм килет пулсан, васкамасӑр чӑмлама епле чӑтӑн, ҫав-ҫавах ӑнланмастӑмччӗ эпӗ.
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Телейлӗ ҫын хурлӑх пулассине кӗтмест.
65 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Санӑн малтанах вӑхӑт мӗн чухлӗ кирлӗ пулассине шутласа илмеллеччӗ.
63 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Асту, «килесшӗн пулман» пуль! — Петька еннелле сарӑ куҫӗсене ялкӑштарса илчӗ те Король, кун ҫинчен пӗр Петькӑна мар каласа памалла пулассине туйса, кашӑкне те аяккалла илсе хучӗ.
62 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.