Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуласса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ мӗн пуласса пӗлетӗп.

Я знал условия.

Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.

Кула-кула юрӑ ӗнӗрлесе — ҫапларах тӑрмашрӗ вӑл; Дрэп акӑш-макӑш тӗлӗнессе, ӑна питех те килӗшессе, лайӑх пуласса куҫӗ умне кӑларса тӑратрӗ.

Так хлопоча, улыбалась и напевала она, представляя, как удивится Дрэп, как будет ему приятно и хорошо.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

— Халӗ — унталла… — тытӑҫу сцени татах пуласса пӗлсе Рене питне пӗркелентерчӗ.

— Теперь идите… — она поморщилась, зная, что сцена борьбы повторится.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Тӗл пуласса вӗсем пӗр-пӗрне нумай вӑхӑтран шыраса тупнӑн тӗл пулаҫҫӗ, — Анни Филипа хирӗҫ ӑнтӑлса чупать те — Филипп вара арӑмне пӳрте ачашшӑн, ҫепӗҫҫӗн йӑтса кӗрет.

И они встречались так, как будто находили друг друга — Анни бежала к Филиппу, а Филипп приносил ее на руках.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Алӑк уратинчен ярса пуснӑ ҫын Энниок умӗнче чарӑнчӗ, ун ҫине темӗн пуласса кӗтнӗн пӑхса тата пуҫне кӑштах тайса хыҫалалла тытнӑ аллипе алӑка хупрӗ.

Человек, перешагнувший порог, остановился перед Энниоком, закрывая дверь рукой позади себя и слегка наклоняясь, в позе напряженного ожидания.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Мӗскӗнле ҫак йӑпанӑҫ ӑна ура ҫине тӑма хистерӗ; вӑл халӗ, хӑйӗнпе мӗн пуласса вӗҫне ҫитиех палӑртиччен, текех лӑпкӑн та меллӗн выртайманнине туять.

Это жалкое утешение заставило его встать, — он чувствовал невозможность лежать далее в спокойной и удобной позе, пока не продумает своего положения до конца.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Нокӑн станци ҫуртне кӗрес килмест; ку ӑссӑрла хӑтланни пулӗччӗ — хальлӗхе вара вӑл хӑйне йӗркеллех туять, анчах, саппас ҫулсен хушшинче ҫӳрекелесе, ҫынлӑ пӗр-пӗр будка е хурал пӳрчӗ тупма ӑнтӑлчӗ, ӗҫлесе ӗшеннӗ, кӗскен каласан — ӗҫлӗ ҫынна тӗл пуласса, хӑйхискер хӑйӗн панккамасрах ӑсне тата тараватлӑхне пула таркӑна хулари ахаль ҫапкаланчӑк вырӑнне йышӑнасса, чӗре сури тумалӑх кӑшт укҫа парасса шанчӗ.

Нок не хотел идти в здание станции; на такое безумство — еще в нормальном сравнительно состоянии — он не был способен, но стремился, побродив меж запасных путей, найти будку или сторожку, с человеком, настолько заработавшимся и прозаическим, который, по недалекости и добродушию, приняв беглеца за обыкновенного городского бродягу, даст за деньги перекусить.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Сире манпа хаваслӑ пуласса пачах та ан шанӑр.

Со мной едва ли вам будет весело.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Инкек сукмакӗпе хаваслӑн утакан, синкер хыҫҫӑн мӗн пуласса сисмесӗр пурнакан» кайӑк ҫинчен ҫырнӑ сӑвва хӑюллӑнах «Марианнӑн» ҫичӗ матросӗ пиркиех теме юрать.

Стихи о «птичке, ходящей весело по тропинке бедствий, не предвидя от сего никаких последствий», смело можно отнести к семи матросам «Марианны».

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ, ҫурма ҫарамас кӑптӑрмӑш старикпе тӗл пуласса кӗтнӗ Фук ӑна курсан ҫав тери тӗлӗнчӗ; ҫулӗсене кура Бильдера франт теме те юрать-тӗр.

К великому удивлению Фука, ожидавшего увидеть полураздетого, оборванного старика, он убедился, что Бильдер для своих лет еще большой франт.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӑл хыпаланмасть — тинӗсӗн ҫилсӗр шӑплӑхӗ ҫанталӑк лайӑх пуласса шантарать ахӑр, — анчах шлюпкӑна ҫыран хӗррипе илсе пырать.

Он не торопился — безветренная тишина моря, по-видимому, обещала спокойствие, — он вел шлюпку, держась к берегу.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Калюков, кӑна кӗтменскер, юман юпа хыҫне пӗшкӗнсе ларчӗ те малалла мӗн пуласса сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков хӑвӑртрах сылтӑмалла шуса кайрӗ те уҫланкӑ тулашне мар, шаларах пӑрӑнса кӗрсе, мунча умӗнчи шӗшкӗлӗхе пытанчӗ, револьверне хатӗр тытса, малалла мӗн пуласса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, малалла мӗн пуласса кӗтсе пӑхам-ха…»

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, ҫул пуррипе, пасара халӑх нумай тухнӑ, пӗр-ик кун каялла кӑна-ха капла пуласса никам шанман-тӑр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑх шавлама чарӑнчӗ ӗнтӗ, малалла мӗн пуласса кӑсӑкланса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку ҫапла пуласса эпир шансах тӑратпӑр.

Мы уверены, что это произойдет.

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Паян хальхипе пурӑнмалла, ыран мӗн пуласса вара этем кӑна мар, турӑ та, шуйттан та пӗлес ҫук…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл, хӑйне хӑй кашни шӑнӑр таран хытарса, малалла мӗн пуласса кӗтрӗ, тулӑклӑрах шухӑшлам а пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн пуҫӗ Сӑпани упӑшки пуласса кам пӗлнӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех