Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

программинче (тĕпĕ: программа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Коммунистсен партийӗн Программинче ҫапла каланӑ: Коммунистсем кивӗ тӗнчен пӑсӑлнӑ шухӑш-кӑмӑлӗпе йӑлисене йышӑнмасӑр, пусмӑр моральне хирӗҫле пӗтӗм ӗҫлекен ҫынсен интересӗсене палӑртакан чи тӗрӗс те пархатарлӑ коммунистла мораль кӑларса тӑратаҫҫӗ…

В программе КПСС сказано: «Отвергая классовую мораль эксплуататоров, коммунисты противопоставляют извращенным эгоистическим взглядам и нравам старого мира коммунистическую мораль — самую справедливую и благородную мораль, выражающую интересы и идеалы всего трудящегося человечества…

1. Йӗрке-тирпей культури тата уйрӑм ҫын // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Фестиваль программинче — видеороликсен конкурсӗ, эстафетӑсемпе тӗрлӗ чӑрмавсене парӑнтарасси, ишессипе ӑмӑртасси.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйлаччӑр // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Эпир хамӑн йӑмӑк Саня ҫинчен калаҫса кайрӑмӑр та, Катя вара Мускава ҫав иртнӗ кунсенче ҫеҫ Ленинград театрӗ килсе кайни ҫинчен каларӗ, Горьки ҫырнӑ «Амӑшӗ» выляса кӑтартнӑ иккен, программинче «Художникӗ — П. Сковородников» тесе ҫырнӑ, терӗ.

Мы заговорили о Сане, и Катя сказала, что на днях в Москву приезжал один ленинградский театр, шла «Мать» Горького, и в программе было указано: «Художник — П. Сковородников».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

2) 4 статьян 4-мӗш пайӗнче «Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программинче, Чӑваш Республикин патшалӑх программисенче» сӑмахсене «Чӑваш Республикин патшалӑх программисенче» сӑмахсемпе улӑштарас;

2) в части 4 статьи 4 слова «Программа социально-экономического развития Чувашской Республики, государственные программы Чувашской Республики» заменить словами «Государственные программы Чувашской Республики»;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №53 от 20 сентября 2018 г.

«1. Республика программинче ҫуртӑн газпа тивӗҫтермелли шалти инженери системисене юсас, усӑ курма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ лифт оборудованине юсас е улӑштарас енӗпе тумалли ӗҫсене чи малтан пурнӑҫламалли йӗркепе пӑхса хӑварма пултараҫҫӗ.»;

«1. Республиканской программой в приоритетном порядке могут быть предусмотрены работы по ремонту внутридомовых инженерных систем газоснабжения, ремонту или замене лифтового оборудования, признанного непригодным для эксплуатации.»;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №27 от 28 апреля 2018 г.

Мӗншӗн тесен вӑл хӑнӑхтару-вӗрентӳ программинче ҫук.

Потому что этого нет в учебной-практической программе.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Концерт программинче 22 номер ҫеҫ пулчӗ.

В концертной программе было всего 22 номера.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Тӗслӗхрен, халиччен уяв программинче бокс пулман.

Куҫарса пулӑш

Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Чемпионатӑн пӗрремӗш кунӗнчи программинче квалификацие тата уйрӑм ушкӑнсенче лайӑххисене палӑртмалли стартсем ытларах иртрӗҫ пулин те атлетсем медальсен 4 комплекчӗшӗн тупӑшрӗҫ.

В программе первого дня чемпионата, для выявления самых сильнейших в квалификации и в отдельной категории, стартов было хоть и больше, но атлеты боролись за 4 комплекта медалей.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Унӑн программинче чӑваш тата вырӑс шкулӗнче вӗренекенсем валли чӑваш чӗлхипе тата культурипе ирттерекен «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ-конкурс пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Фестивальте палӑрчӗ // Алина АНДРЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.04.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех