Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №53 от 20 сентября 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.31 15:09

Пуплевӗш: 14; Сӑмах: 260

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Экономика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 29 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2011, 90 №; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2014, 5 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 3 статьяра:

а) 3-мӗш пайӑн 3-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«3) Чӑваш Республикин патшалӑх власть органӗсем тата Чӑваш Республикин патшалӑх учрежденийӗсем энерги перекетлес тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе патшалӑх информаци тытӑмне йӗркелеме тата ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерме полномочи панӑ федерацин ӗҫ тӑвакан власть органне энергетика ресурсӗсемпе усӑ курни ҫинчен калакан декларацисене федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗ палӑртнӑ йӗркепе тӑратассине йӗркелесси;»;

ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 4-мӗш пай хушса хурас:

«4. Ҫак статьян 3-мӗш пайӗн 6-мӗш пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ полномочисене энерги перекетлес тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗн йышӑнӑвне тӗпе хурса полномочиллӗ органа пӑхӑнса тӑракан патшалӑх (бюджет е автономлӑ) учрежденийӗ – унӑн ӗҫ-хӗлӗн шутне энерги перекетлес тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе тумалли ӗҫсене информаципе тивӗҫтерес ӗҫ кӗрет – пурнӑҫлама пултарать.»;

2) 4 статьян 4-мӗш пайӗнче «Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программинче, Чӑваш Республикин патшалӑх программисенче» сӑмахсене «Чӑваш Республикин патшалӑх программисенче» сӑмахсемпе улӑштарас;

3) 7 статьян 2-мӗш пайӗн пӗрремӗш абзацне «Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗсен» сӑмахсем хыҫҫӑн «тата (е) вӗсене пӑхӑнса тӑракан патшалӑх (бюджет е автономлӑ) учрежденийӗсен» сӑмахсем хушса хурас.

2 статья

1. Ҫак Саккун, ҫак Саккунӑн 1 статйин 1-мӗш пункчӗн «а» ҫум пункчӗсӗр пуҫне, ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

2. Ҫак Саккунӑн 1 статйин 1-мӗш пункчӗн «а» ҫум пункчӗ 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех