Шырав
Шырав ĕçĕ:
«…Ушкӑнпа тӑракан халӑх хушшинче пусма картлашкисем тӑрӑх собора хӑпарнине, — тесе ҫырнӑ пӗр придворнӑй хӗрарӑм графиня Эдлинг, — эпӗ ӗмӗрне те манас ҫук, саламлани пӗртте пулмарӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вырӑс ҫарӗ унӑн ҫак сӑмахӗсене яланах асра тытнӑ: «эпӗ нихӑҫан та придворнӑй пулман, патшапа унӑн ҫывӑх ҫыннисенчен пулӑшу ыйтман — эпӗ хама ҫар юратнине мала хуратӑп, вӑл маншӑн тем пекех хаклӑ».
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Пӗр сӑмахпа, тул енчен пӗтӗмпех питӗ лайӑхчӗ, актерсем выляма хӑнӑхни те уҫҫӑнах палӑратчӗ, анчах ман чӗрене пырса тивмерӗ: княҫӑн придворнӑй ҫыннисем лордсемпе принцессӑсене сӑнласа пама тӑрӑшнинче темле юри туни, ӗненмелле марри пурччӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Вӑл ҫавӑрӑнуллӑ придворнӑй, питӗ чее ҫын пулнӑ, урӑх нимӗн те мар; ӗҫ йӗркине пӗлмен, ӑслӑ пулман, хӑйӗн ӗҫӗсене кӑна аван майлама пӗлнӗ: кунта ӑна никам та йӗнерлеме пултарайман, ку вара чи кирли.
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ку ростовщик ытти ростовщиксенчен ҫакӑнпа уйрӑлса тӑнӑ: вӑл ыйткалакан карчӑкран пуҫласа придворнӑй вельможӑна ҫити пурне те кирек мӗн чухлӗ кивҫен укҫа парса тӑма пултарнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Манӑн ҫак господасен пурнӑҫне ҫывӑхрах курса, вӗсен придворнӑй йӑлисене тата хӑйсен хушшинче мӗн тунине тӗплӗнрех пӗлес килет!
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Акӑ сире! — терӗ вӑл ыттисенчен кӑшт аяккарах тӑракан мӑнтӑр, анчах та шуранка питлӗ ҫынна, ку ҫын придворнӑй марри унӑн хаклах мар тумӗнченех паллӑ, шапа хуранӗнчен тунӑ пысӑк тӳмесем лартса янӑ вӑл, — акӑ сирӗн ҫивӗч перо валли пархатарлӑ япала!»
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— «Халӗ пулсан, кана придворнӑй бал теме пулатчӗ, хӗрарӑмсем вара ытла та чаплӑ тумланнӑ, ҫапла, вӑхӑчӗ урӑх ҫав, платьесене урӑхла ҫӗленинченех паллӑ. Пирӗнни пек платьесем тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем те курӑнкалаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫапла ахаль ҫеҫ, шӳтшӗн кӑна тумланнӑ; ҫапла, вӗсем ахаль ҫеҫ иртӗхеҫҫӗ, хӑйсен тумӗсенчен шӳтлесе кулаҫҫӗ; ыттисем ҫинче урӑхла костюмсем, темли те пур: хӗвелтухӑҫ енче тӑхӑнаканни те, кӑнтӑр енче тӑхӑнаканни те, анчах пурте вӗсем пирӗннинчен чипертерех, ҫыпӑҫуллӑрах; анчах чи паллӑ вӑхӑтри Афинӑра пурӑннӑ гречанкӑсем тӑхӑнса ҫӳренӗ тум евӗрлӗ питӗ ҫӑмӑл та ирӗк костюмсем ытларах; арҫынсем те пилӗк тӗлӗнче тытса тӑман, манти е иманти евӗрлӗ шалпар кӗпесем тӑхӑннӑ; ҫакӑ вӗсен ахаль чухне, килте тӑхӑнса ҫӳремелли тумӗ иккенӗ пӑхсах курӑнать, анчах мӗнле кӑмӑллӑ та илемлӗ вӑл тум!
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1