Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

поэчӗн (тĕпĕ: поэт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑт хушшинче Наталья Гандзюк вылявҫӑ чӑваш поэчӗн сӑввисене хӑй шутласа кӑларнӑ романс кӗввипе калать.

В течение этого времени актриса Наталья Гандзюк исполняет стихи чувашского поэта под сочиненные ею самой романсовые мелодии.

Мускав театрӗнче Айхи сӑвви тӑрӑх спектакль лартнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Ҫак савӑнӑҫлӑ пуху ятӗнчен Чӑваш Республикин Президент Аппаратне Валентин Урташа Чӑваш халӑх поэчӗн ятне пама ыйтса ҫырасси ҫинчен шухӑш пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Паллӑ казах поэчӗн ҫӗнӗ кӗнеки — Валери Туркай чӑваш вулаканне парнеленӗ черетлӗ парнеӗ Кун умӗн вӑл, чӑвашла куҫарса, А.Пушкин, А.Чехов, Р.Гамзатов, Г.Тукай, М.Джалиль, М.Карим, К.Отаров, К.Кулиев, Т.Шевченко кӗнекисене, Кавказ халӑхӗсен поэзийӗн антологине, белорус поэзийӗн антологине, Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен поэзийӗн антологине тата ытти чылай паха та кӑсӑклӑ кӗнекене халӑх патне ҫитернӗччӗ.

Эта книга – очередной подарок любителям поэзии от Валери Тургая, до этого в его переводе на чувашский язык в разные годы изданы поэтические сборники А.Пушкина, Т.Шевченко, Г.Тукая, М.Джалиля, Р.Гамзатова, К.Кулиева, К.Отарова М.Карима, антология белорусской поэзии, антология поэзии народов Кавказа, антология поэзии народов Поволжья и Урала, сборник рассказов А.Чехова и т.д.

Паллӑ казах поэчӗн кӗнеки чӑвашла кун ҫути курнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24712.html

Ҫак кунсенче Шупашкарта тӑванла казах халӑхӗн ку чухнехи паллӑ поэчӗн Жан Бахытӑн (Бахытжан Канапьяновӑн) «Хӑйӑрлӑ сехет» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ.

На днях в Чебоксарах увидел свет поэтический сборник известного казахского поэта Жана Бахыта (Бахытжана Канапьянова) «Песочные часы».

Паллӑ казах поэчӗн кӗнеки чӑвашла кун ҫути курнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24712.html

Халӗ Вӗрентӳ институтӗнче ӗҫлекен литература меслетҫи Надежда Иванова хӑйӗн ентеш поэчӗн кил-йышӗпе тӗл пулчӗ, ывӑлӗпе — Ҫамрӑксен театрӗнчи паллӑ артистпа Максим Ястранпа калаҫрӗ, кайран кӗнеке кӑларчӗ (Максим Ястран. Сӑвӑсем. 1986).

Работающая нынче в институте Образования литературный мастер Надежда Иванова встретила с семьей своего земляка поэта, с сыном - с известным артистом театра Юного зрителя Максимом Ястраном, а после выпустила книгу (Максим Ястран. Стихи. 1986).

Максим Ястран // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4892-%D0%9C% ... D0%BD.html

Вӑл малтанах шӑппӑн, каярах аслӑ тутар поэчӗн вилӗмсӗр йӗркисене хыттӑн вулать:

Он вначале тихо, а затем громогласно читает вечные строки великого татарского поэта:

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Унтан пире Чӑваш халӑх поэчӗн Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине пуҫ тайма илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Куҫаруҫӑсем вырӑс поэчӗн произведенийӗсен шухӑшне пӑсмасӑр, сӑнарсен хӑватне хавшатмасӑр куҫарнӑ.

Произведения русского поэта переводчики переводили не нарушая мысль, не расслабляя остроту образов.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Мӗн илӗртнӗ-ха вӗсене вырӑс поэчӗн ӑсталӑхӗнче?

Что же привлекало их в мастерстве русского поэта?

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Ҫак кун ячӗпе вырӑссен вилӗмсӗр поэчӗн произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ ҫыравҫӑсемпе, вӗсен хӑш-пӗр тӗслӗхӗсемпе паллаштарасшӑн.

В честь этого дня хочу познакомить с писателями, их некоторыми примерами, которые перевели произведения бессмертного русского поэта на чувашский.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Чӑваш Енре 2015 ҫула вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗн, чӑвашсен аслӑ поэчӗн Константин Ивановӑн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.

2015 год объявлен в Чувашии Годом автора бессмертной поэмы «Нарспи», выдающегося чувашского поэта Константина Иванова.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2978858

Кӑҫал Красноармейски хутлӑхӗнче кӑна мар, Чӑваш Енӗпех паллӑ ҫыннӑн, Чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн 75 ҫулхи юбилейӗ пулчӗ, ҫавӑн пекех Чӑваш халӑх художникӗ Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех