Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

поэт сăмах пирĕн базăра пур.
поэт (тĕпĕ: поэт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Ҫӗньялсемшӗн тӗнче шайне тухнӑ Геннадий Айхи поэт пысӑк мӑнаҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Пӗр поэт калашле: «Шутласассӑн урлӑ-пирлӗ, пурӑнмашкӑн арӑм кирлӗ».

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Поэт ҫӑви ҫине унӑн юлашки ҫывӑх тусӗ Пазухин пырса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чупса ҫитрӗм, тет — мана хирӗҫ поэт тупӑкне ҫӗклесе тухрӗҫ, тет…

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑна пытарнӑ чух ун тупӑкӗ хыҫҫӑн пӗр тусӗ те пыман, пӗлессе те вӗсем поэт вилӗмӗ ҫинчен питӗ кая юлса пӗлнӗ…

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акӑ ӑҫтан килет иккен ман пӑлхавӑрлӑ кӑмӑлӑм, ахальтен мар мана Иван Яковлевич бунтовщик, разбойник тесе вӑрҫать, — терӗ те поэт, утне тилхепепе хӑмсарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Кӗнекӳ тахҫанах пичетлесе кӑларма хатӗр ӗнтӗ, — терӗ поэт.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Каласа пар-ха, эппин, мӗнлерех пурӑнать унта пирӗн поэт? — кӑвак куҫӗсене чарса ыйтрӗ Илюхин.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ поэт мар, публицист мар, чухӑн музыкҫӑ кӑна.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Сӑхсӑхмалла-и, ҫук-и?» — ирӗксӗрех вӑтанса шухӑшларӗ вӑл; хӑй ҫавӑнтах Кӗҫтук каланине аса илчӗ: «Ҫав сӑрланӑ хӑма татӑкне пуҫҫапассӑм ҫук эпӗ. Вилсен те, мана чиркӗве илсе ан кӗрӗр, кӗл тумасӑрах пытарӑр», — тетчӗ турӑсӑр поэт.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑшри темӗнле хӑват туртнипе, туссем поэт тавра пухӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Брависсимо! — кӑшкӑрчӗ Павлов, поэт вуласа пӗтерсен.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Поэт сӗтел пуҫӗнче, Лермонтов портречӗ айӗнче, ларать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Ӑмӑрт кайӑк ҫуначӗсем», тенӗ пулӗччӗ вӗсене поэт.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗррехинче Валери Туркай поэт вӗсемпе пӗрле килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

— Унтан поэт сӑмахӗсемпе каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Талантлӑ поэт чартакра чирлесе, выҫӑ тенӗ пекех вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пушкин вӑхӑтӗнче вырӑссен Кольцов хушаматлӑ чаплӑ поэт пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чунӗпе эрленсе кайнӑ поэт хӑйӗн ҫывӑхӗнче никама та асӑрхамарӗ, сӑвӑ каласа вӑл ҫав-ҫавах ханпа тавлашрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пултӑр ара, каятпӑр Пӑлхара, — вӑл калаҫнӑ хушӑра рифмӑлама та ӗлкӗрчӗ поэт.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех