Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

плащ сăмах пирĕн базăра пур.
плащ (тĕпĕ: плащ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑрман салтаксем ҫак ҫурма тӗттӗмре вӗсен умӗнчен плащ уртса янӑ пысӑк ҫын алӑк патнелле утнине курчӗҫ; унӑн плащӗ капюшонлӑ, укӑпа эрешленӗ, командирсем тӑхӑнакан плащ иккенне асӑрхасан, салтаксем ӑна честь пачӗҫ те вӑл алӑкран тухса кайрӗ.

При этом тусклом свете солдаты, которые еще бодрствовали, увидели, как мимо них проследовал, направляясь к выходу, высокий человек в плаще, с низко надвинутым капюшоном, обшитым офицерским галуном; они отдали офицеру честь, и он исчез.

I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Унӑн плащне нимӗнпе те капӑрлатман, мӗншӗн тесен республиканецсем хӑйсене пысӑка хума юратман, плащ хӗррине ҫеҫ ука тытса ҫавӑрнӑ; ҫавӑн пек плащ, отряд начальникне ыттисенчен уйӑракан паллӑ пулнӑ.

Плащ этот по республиканской моде, скупой на всяческие украшения, был обшит простым галуном, что указывало на высокий чин.

I. Лантенака тыткӑна илчӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Уринче ун вӗр-ҫӗнӗ атӑ, каллех пуклак сӑмсаллӑскер, анчах халӗ ҫулла тӑхӑнса ҫӳрекен парусинӑран ҫӗленӗ атӑ мар, ҫемҫе тиртен ҫӗленӗскер; ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ, анчах кӗпи те леш Украинӑри пек айккинчен тӳмелекен ал тупанӗ сарлакӑш тӗрӗллӗ кӗпе мар, ҫӳллӗ ҫухаллӑ та кӑкӑрӗ ҫинче хутаҫ пек кӗсьеллӗ, пуставран ҫӗленӗ кӗпе; капюшонлӑ, шалти кӗсьеллӗ ҫӗнӗ плащпа, ку плащ ӗнтӗ ҫуллахи тусан тӗслӗ кӑвак плащ мар, ҫутӑ-хӑмӑр, типнӗ каштан ҫулҫи тӗслӗ…

На нем были новые сапоги, тоже тупоносые, только не из парусины, какие он носил летом, а из мягкой кожи; и не косоворотка с украинской вышивкой в ладонь, а суконная рубашка со стоячим воротником и с нашитыми на груди, в виде мешочков, карманами; новый плащ с капюшоном, с карманами вовнутрь, был не прежнего серого цвета, а ярко-коричневый, как сухие листья каштана…

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шӳсе кайнӑ шлепке хӗррисенчен плащ ҫине шултра тумламсем татӑла-татӑла ӳкнӗ, ҫӳхе ҫӑмӑл плащ, шапарса, хӑйӗн йывӑрӑшне сисӗнмеллех ӳстерсе пынӑ — хулӑнланнӑ, чӗркуҫҫи тӗлӗнче ҫакӑ уйрӑмах лайӑх сисӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Юлий библиотекӑпа юнашар пӳлӗме кӗчӗ, апатланнӑ чухнехи тумтирне хывса, тарҫӑсем тӑхӑнакан хура плащ тӑхӑнчӗ, ун айне хӗҫ пытарчӗ, пуҫне плащ вӗҫӗпе витрӗ.

С этими словами Кай Юлий прошел в комнату рядом с библиотекой, Ссняв белую застольную одежду, он накинул плащ, спрятал под него оружие, капюшоном покрыл голову.

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хӑй вӑл ҫӳхе те кӗске туникӑпа, туника ҫийӗнчен кӑвак плащ, тӑхӑннӑ, туникине те, плащне те кӗмӗл ҫӑлтӑрсемпе илемлетнӗ.

Поверх короткой туники из тончайшей белой ткани, густо затканной серебряными звездочками и уложенной изящными складками, под которыми угадывались скульптурные формы девушки, был накинут паллий из голубой шерсти, тоже весь в звездочках.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ирхи ҫил сулхӑн та уҫӑ, хула ҫыннисем нумайӑшӗ плащсем тӑхӑннӑ, плащ ҫуккисем вара май килнӗ пек — арҫынсем хӑйсен тогисемпе те аболисемпе, хӗрарӑмсем — столӑсемпе те паллӑсемпе пӗркеннӗ.

Дул довольно холодный утренний ветер и пощипывал лица, это легко было заметить по тому, как некоторые из граждан натянули на головы капюшоны плащей, другие надели широкополые шляпы или круглые войлочные шапки; мужчины старались закутаться поплотнее в зимние плащи и тоги, а женщины — в длинные просторные столы.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Аэлита плащ айӗнчен аллине кӑларчӗ те ӑна Лосьӑн пысӑк алли ҫине хучӗ, — перӗнчӗ те каллех плащ айне чикрӗ.

Аэлита выпростала руку из-под плаща и положила её на большую руку Лося, — коснулась и снова убрала руку под плащ:

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫулҫӳревҫӗн янахӗ айӗнче ҫеҫ тӳмеленӗ плащ арки сирӗлсе кайнипе виҫӗ тӗслӗ пиҫиххи хушшипе хӗстернӗ икӗ пистолет аври, плащ арки айӗнчен хӗҫ вӗҫӗ курӑнса тӑраҫҫӗ.

Плащ был завязан под шеей, но спереди он распахивался и из-под него можно было разглядеть трехцветную перевязь и две ручки пистолетов, торчавшие из-за пояса, из-под полы плаща высовывался конец сабли.

I. Граждан вӑрҫипе ҫемье вӑрҫи // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫулҫӳревҫӗ шалпар плащ тӑхӑннӑ, плащ арки лаша купарчине витсе тӑрать.

Путник был укутан в просторный плащ, покрывавший и круп его лошади.

I. Граждан вӑрҫипе ҫемье вӑрҫи // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Халӗ ҫӳллӗ ҫухаллӑ плащсем тӑхӑнаҫҫӗ, эпӗ кӗске ҫухаллӑ, ҫумӑр витекен пуставран ҫӗленӗ икӗ плащ уртса янӑччӗ.

Теперь плащи носят с длинными воротниками, а на мне были коротенькие, один на другом; да и сукно совсем не дегатированное.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Пурте уссиллӗ, чублӑ, тачка мӑйлӑ, тин ҫеҫ хырса якатнӑ янахлӑ, нумайӑшӗ пуставран ҫӗлетнӗ плащсемпе, плащ айӗнчен вара пӗрисен шурӑ, теприсен — кӑн-кӑвак тӗслӗ свитка курӑнса тӑрать.

С усами, с чубами, с толстыми шеями и только что выбритыми подбородками, все большею частию в кобеняках, из-под которых выказывалась белая, а у иных и синяя свитка.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Лар кунта, хампа юнашар, — кӑштах шаклаланнӑ, качака сухалла тете, плащ аркин вӗҫне пушӑ вырӑна аллипе ҫапса кӑтартать Левене.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Яштака ҫын сулахай хулӗ урлӑ шал енчен тӑваткал куҫлӑ, тул енчен кӑвакрах плащ уртса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пат татӑлса анчӗ сарса хунӑ плащ ҫине юман йӗкелӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Директор Арсентьева итлесе пӗтерчӗ, сӑлтавсӑрах плащ тӳмисене вӗҫертсе тӳмелерӗ, ҫамкине картлантарчӗ, вара татӑклӑн: «Лишайкин ҫитменлӗхӗсене эпӗ хам та лайӑх пӗлетӗп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑрах хулӗнчен кӑвак плащ хуҫлатса уртнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Йӗкӗрешсем пулас: иккӗшӗ те ансӑр хулпуҫҫиллӗ, вӑрӑм пит-куҫлӑ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, чӗкеҫ шатриллӗ; иккӗшӗ те ни хура, ни кӑвак нейлон плащ тӑхӑннӑ, резина атӑпа.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Юрать-ха, плащ тӑхӑнтӑм, пиншак айӗнчен ҫурӑм ӑшши тӑхӑнма та ӑс ҫитертӗм.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сехет ларчӗ-и пӗве хӗрринче, икӗ сехет те ларчӗ-и, курах кайрӗ; пӗве урлӑ Верук каҫать — хура плащ тӑхӑннӑ, пӗр аллине туя, теприне ҫыхӑ тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех