Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

питҫӑмартинчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтерук хӑй ывӑлне питҫӑмартинчи турпаллинчен часах палласа илет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Филимоновӑн пит-куҫӗ улшӑнчӗ, питҫӑмартинчи тата тута хӗрринчи пӗркеленчӗкӗсем уҫҫӑнах палӑрчӗҫ.

Филимонов переменился в лице, продольные морщины на его щеках и у рта обозначились резче.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унӑн кӗре пичӗ тӑрӑх, питҫӑмартинчи тарӑн пӗркеленчӗксем ҫийӗн вӗтӗ шӑрҫа пек куҫҫуль пӗрчисем йӑпӑртатса юхса анчӗҫ.

По коричневому лицу ее, по глубоким морщинам на щеках катились мелкие, как бисер, слезинки.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сергей ларчӗ те унӑн ывӑннӑ куҫӗсенче шултра куҫҫуль тумламӗсене курчӗ; вӑл тутисене сиктерсе илчӗ, темскер каларӗ е калама шухӑшларӗ пулмалла, анчах ҫап-ҫара та хӗрлӗрех куҫхупаххисем айӗнчен куҫҫуль тумласа, питҫӑмартинчи пӗркеленчӗкӗсем тӑрӑх шӑпӑртатса анчӗ.

Сергей сел и увидел в ее усталых глазах крупные капельки слез, она шевелила губами, видимо что-то говорила или только думала, а из-под голых, красноватых век капля за каплей катились слезы, рассыпаясь по морщинкам на щеке.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӗнине ҫавӑтса тухма ӑна пит ҫӑмӑлах пулман, ҫакна питҫӑмартинчи тин кӑна чӑрмаласа янӑ йӗр те аванах кӑтартса парать.

Ему с немалым трудом удалось увести корову, свежая царапина на щеке была тому свидетельством.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ҫӑмӑллатать, — канаш пачӗ Нагульнов, ялкӑшма тытӑннӑ куҫӗсене Андрей ҫинчен илмесӗр, питҫӑмартинчи кӑрт та кӑрт туртӑнкаласа илекен мускулне алтупанӗпе тӑртанса кайичченех чӑмӑртаса тытса.

Оно полегшает, — посоветовал Нагульнов, ладонью плотно, до отека, придавив дергающийся мускул щеки, не сводя с Андрея загоревшихся глаз.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн эсир автансем пекех сиксе ӳкрӗр? — ӳкӗтлерӗ Нагульнов, ҫав хушӑрах хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ питҫӑмартинчи мускулӗ кӑрт та кӑрт турткаланма тытӑнчӗ.

Что вы, как кочета, сходитесь! — уговаривал Нагульнов, а мускул щеки уже заходил у него ходуном под покрасневшей кожей.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн хӑрах енчи хӑмӑр мӑйӑхӗнче улӑм пӗрчи ҫакланса тӑнӑ, тепӗр улӑм пӗрчийӗ сулахай питҫӑмартинчи хырман сухал шӑрчӗ ҫине кӗрсе ларнӑ, хӑлхи хыҫне вӑл тин ҫеҫ хуҫнӑ пӗчӗк ҫӑка турачӗ хӗстернӗ.

В одном буром усе у него торчала соломина, другая соломина запуталась в щетине левой бритой щеки, а за ухо он заткнул себе маленькую, только что сорванную ветку липы.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех