Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пин сăмах пирĕн базăра пур.
пин (тĕпĕ: пин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми ҫитӗнтерсе сутнӑшӑн та пулӑшу параҫҫӗ: 1 тонна пахча ҫимӗҫ ӳстерсе сутнӑшӑн — 2 пин тенкӗ, 1 тонна ҫӗр улмишӗн 3 пин тенкӗ субсиди илме май пур.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Каярахпа Пӑкачав тиекӗсем шутласа кӑларнӑччӗ: ҫак кунхине Улатӑр хулинче патька-патша хура халӑха ҫирӗм ҫичӗ пин тенкӗ укҫа, вӑтӑр пӗр пин пӑт тӑвар валеҫсе панӑ тата ним айӑпсӑр асапланса ларакан хӗрӗх тӑхӑр ҫынна тӗрмерен кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

2023 ҫулта 8 ҫамрӑк ҫемьене ҫурт-йӗр тума е туянма социаллӑ тӳлевпе (пурӗ 7 млн та 9 пин тенкӗлӗх), нумай ачаллӑ 10 ҫемьене тӳлевсӗр ҫӗр участокӗпе, 4 тӑлӑх ачана ҫурт-йӗр- пе (5 млн та 740 пин тенкӗлӗх) тивӗҫтермелле, 6 ҫемьене (224 тӑв. метр) авариллӗ ҫурт-йӗртен куҫармалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Муниципалитет округӗн бюджетне 2022 ҫулта тупӑшсем 614 млн та 33 пин тенкӗ е умӗнхи ҫулхинчен 46 млн та 700 пин тенкӗ ытларах (ӳсӗм - 13,31 процент) пырса кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тӗш тырӑ культурисене пӗтӗмпе 38,5 пин (2021 ҫулта - 19,4 пин) тонна ытла пухса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫ пӗр гектар пуҫне 30,2 центнера (2021 ҫулта - 16,1 центнера) ҫитнӗ», - палӑртнӑ Владимир Михайлов.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Пӗлтӗр планпа килӗшӳллӗн, 716 пин тӑваткал метр чухлӗ ҫурт-йӗр хута яма плана кӗртнӗ пулсан, регионта 850,6 пин тӑваткал метр чухлӗ ҫурт-йӗр хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Вӗсемпе килӗшӳллӗн кашни тӑваткал метр - 27 пин, коммерци хваттерӗ 30 пин тенкӗ тӑрать».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

ЧР строительство министрӗ Олег Марков пӗлтӗр районта 26 пин, вӑл шутра нумай хваттерлине 15 пин тӑваткал метр пурӑнмалли вырӑн - 2011 ҫулхинчен икӗ хут нумайрах - тунине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Юраман ҫӗрте пирус мӑкӑрлантаракансене пӗтӗмпе 259 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, ҫав шутран 167 пинне шыраса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗтӗм хакӗ // Н.СТЕПАНОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 5 с.

2014 ҫулта 862,1 пин тӑваткал метр лаптӑклӑ 12,1 пин хваттер ҫӗкленӗ /2013 ҫулхинчен 3 процент ытларах/.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Хӗрлӗ Ҫар кунӗ тӗлне фронта пирӗн республика ҫыннисем виҫӗ пин посылка янӑ, оборона фондне ултӑ миллион та утмӑл тӑхӑр пин тенкӗ хывнӑ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Енчен, — тет Михха Микулана, — иксӗмӗр ачасене ҫураҫсан, ҫирӗм пин мар, ҫӗр пин паратӑп!

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ама ҫуринчен кивҫен илнӗ укҫашӑн «Микула тахҫанах вунӑ пин ҫумне пиллӗк пин хушса тавӑрса панӑ» (III кӗн., 214 стр.).

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пин ҫав, пин, — хӑйӗнчен кулнине сисмесӗр, лӑпкӑн ҫирӗплетрӗ пепке.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

2022 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне, акӑ, пирӗн республикӑра вак суту-илӗвӗн тата обществӑлла апатланӑвӑн 9 пин ытла объекчӗ ӗҫленӗ, вӗсенчен 6 пин лавкка.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳ ӗҫченӗсене мухтав! // Чӑвашстат. http://putpobedy.ru/publikatsii/11109-su ... ne-mukhtav

Ял хуҫалӑх министерствинчен ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗр тонна 3-мӗш класлӑ тулӑшӑн 12, 25 пин тенкӗ, 4-мӗш класлишӗн 10,1 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

«Шултра мӑйракаллисем» валли 10 пин тонна ытла утӑ, 22 пин тоннӑна яхӑн сенаж хывнӑ, силосне те кирлӗ чухлӗ янтӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, регионта 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне усӑ курӑнмасӑр выртакан ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ ҫӗр лаптӑкӗсем 17,3 пин га шутланать, кӑҫал вӗсенчен 10,6 пин га пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултӑранпа кӗрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫӑмлатса пама сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/09/pult ... -vice-cult

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 27,3 пин ҫын федераллӑ ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ куракан чӑн пулӑшусем илет, 65,7 пин ҫын укҫан илсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Заявлени йышӑнаҫҫӗ // Пенси фончӗн пресс-служби. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b7%d0%b ... %d0%b0cce/

Эпир вунӑ пин, эсир виҫӗ колхоз тепӗр аллӑ пин, ак хайхи пуҫтарӑнать те!

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех